Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «РЕЛАВЭКСПО–2019» форум ĕҫне пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ саламланă
23.04.2019 «РЕЛАВЭКСПО–2019» форум ĕҫне пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ саламланă

Глава Чувашии приветствовал участников форума «РЕЛАВЭКСПО-2019» Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «РЕЛАВЭКСПО–2019» халăхсен хушшинчи V конференци ĕҫне хутшăннă. Мероприяти Шупашкарта иртнĕ.

Форума йĕркелеме республика Правительствипе электротехника кластерĕ витĕм кӳнĕ. Конференци «ЭКРА» наукăпа-производствăн нумай функциллĕ комплексĕн лапамĕнче иртет.

Кăҫал форум ĕҫне хутшăнма 800 ытла специалист регистрациленнĕ. Вĕсем Германирен, Швейцаринчен, Китайран, Турцирен, Казахстанран тата ытти ют ҫĕршывсенчен.   

Паллă пулăма уҫнă ҫĕре Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ. Регион Пуҫлăхĕ тĕрлĕ куравсене пăхса хакланă, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕ пирки специалистсемпе калаҫнă, информаци хăрушсăрлăхĕпе ҫыхăннă ытти паха хатĕрсене курса ĕненнĕ.

Пирĕн регионти тĕрлĕ пысăк предприятисем хăйсем пирки чаплă стендсем хатĕрленĕ.  Вĕсем: «ЭКРА» НПП ТМЯО, «Релематика» ТМЯО, «ЧЭАЗ» АХО, «НПК «ЭЛАРА» АО, «НПП «Бреслер» ТМЯО, «РЗА СИСТЕМЗ» ТМЯО, «Интеллектуальные системы» ТМЯО тата ыттисем те.

Мероприятине пухăннисем умĕнче республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев тухса калаҫнă. Форум ĕҫне хутшăнма кăмăл тунисене ырласа тав сăмахĕсем каланă. Кăҫал Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика министерстви ҫак мероприятине йĕркелесе ирттерме тĕрев панине те асăнса хăварнă вăл, федераци шайĕнчи организацисем «Россети», «РусГидро» тата ыттисем те хапăл тусах пулăшнине палăртнă.

Промышленноҫ аталанăвĕшĕн электротехника кластерĕ ҫав тери хăватлă тытăм шутланнине каланă регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. Чăнласах та, регион экономикине аталанса пыма пысăк витĕм кӳнине ҫирĕплетсе хăварнă.

Цифра подстанцисенче усă курма юракан хатĕрсене пысăк хак панă регион Пуҫлăхĕ. Пуласлăхшăн  витĕм кӳрекенĕ – цифровизацилени. Электротехника сахал мар тĕрев парать, апла пулсан, тĕнчери ытти паха трендсенчен пирĕннисен юлма юраманнине чĕнсе каланă вăл.

Паянхи пурнăҫ таппишĕн пĕлтерĕшлĕ пай – таварсене импорта куҫарасси. Патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри ҫак ĕҫ шутланать тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ. Энергетика тытăмне аталанса вăй илтерме хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси те кун йĕркинче пулнине каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, кадр ыйтăвĕ пирки те чарăнса тăнă. Пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕҫлеме пĕлекен паха специалистсене ытларах вĕрентсе пымаллине, вĕсем ҫине тимлĕх уйăрмаллине асăннă.  

Ыйтăва Чăваш Республикинче лайăх пурнăҫласа пыни куҫкĕретех. Регионсен хушшинчи пысăк калăпăшлă проекта пурнăҫа кĕртессипе, Раҫҫейри чи малта пыракан ҫичĕ субъект шутĕнче – Чăваш Ен. 2016 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжĕ ҫумĕнче ҫак объекта хута янă. Федераци проекчĕпе ĕҫлеме икĕ ҫул хушшинче 630 млн ытла тăкакланă, вĕсенчен ытларах пайĕ федераци тата республика бюджечĕсенчен куҫнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăри аслă шкулсенче вĕренекенсем электротехника енĕпе ҫыхăннă предприятисенче хăйсен ăсталăхне туптаса пынине те пĕлтернĕ, ҫамрăксем 2-3-мĕш курссенче пысăк технологисемпе паллашса пынине асăннă. Паллă, вĕренсе тухсан, ăста специалистсем пулнă хыҫҫăн, тӳрех пысăк предприятисене ĕҫе вырнаҫаҫҫĕ, хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăҫлаҫҫĕ.    

Паян Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев конференци ĕҫне хутшăннисене пурне те тухăҫлă ĕҫлеме, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма каланă.

Савăнăҫлă лару-тăрура регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев МИ«НПП «ЭКРА» ТМЯО департамент директорĕн ҫумĕ пулса ĕҫлекен Вадим Саевича нумай ҫулсем хушши тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтанă, Чăваш Республикин промышленноҫăн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ ята парса чысланă.  

Форумра паян ҫавăн пекех «Россети» ПАО тĕп инженерĕн ҫумĕ – тишкерӳ центрĕн директорĕ Игорь Алюшенко,  ПАО тĕп диспечерĕ – тĕп инженерĕн ҫумĕ Руслан Измайлов, «Инновационный территориальный электротехнический кластер Чувашской Республики»  Ассоциацийĕн правленийĕн членĕ Петр Варганов тухса калаҫнă. Хăнасем республика Пуҫлăхне, мероприяти йĕркелӳҫисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, чăнласах те форум питĕ чаплă иртнине ҫирĕплетсе хăварнă. Чăваш Енри электротехника кластерĕн тӳпи  тĕнче шайĕнчи мероприятинче пысăк тенĕ ертӳҫĕсем.   

«Паян Шупашкар электротехника кластерĕпе кăна палăрса тăмасть тĕнче шайĕнче, пысăк тавра курăмлă, технологисемпе ĕҫлеме пĕлекен паха специалистсене хатĕрлесе кăлараканни шутланать. Ыттисемшĕн Чăваш Республики ырă тĕслĕхре. Энерготытăмшăн пысăк квалификациллĕ специалистсем малти вырăнта тăраҫҫĕ», – тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă  «Россети» ПАО тĕп инженерĕн ҫумĕ – тишкерӳ центрĕн директорĕ Игорь Алюшенко.  

«Раҫҫейре Шупашкарти электротехника кластерĕ малти вырăнта тăрать. Вĕсен наукăпа производствăн потенциалĕ пысăк. Кунта кунран кун ҫĕнĕ технологисем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Раҫҫейшĕн чăн-чăн хăватлă вăй шутланать», – тенĕ  «ФСК ЕЭС» ПАО тĕп инженерĕн ҫумĕ – тĕп диспетчерĕ Руслан Измайлов.

Палăртатпăр, «РЕЛАВЭКСПО-2019» Шупашкарта ака уйăхĕн 23–26-мĕш кунĕсенче пулать. Планпа килĕшӳллĕн, тĕрлĕ мероприятисене кĕртсе хăварнă форум ĕҫне. Ҫамрăксем валли те сахал мар ҫĕнĕ япаласем пĕлмеллисем пулĕҫ. Кăҫал пуҫласа  СИГРЭ Раҫҫей наци комитечĕн кадрсемпе ĕҫлекен  ушкăнăн ларăвĕ пулать. «Россети» ПАО Наукăпа-техника канашĕн тухса ҫӳрекен ларăвне те ирттерме плана кĕртсе хăварнă.

Кунсăр пуҫне Чăваш Енри предприятисене ҫитсе килĕҫ хăнасем, вĕсен ҫĕнĕлĕхĕсемпе тĕплĕнрех паллашĕҫ.

Спорт мероприятийĕсем те пур форум ĕҫĕнче. Калăпăр, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче футбол выляссипе турнир пулать. «Россети», ПАО, «ФСК ЕЭС» ПАО тата Чăваш Енри предприятисен туслă командисем  спортри хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика