Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Каçал ен районĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон уçăлнă
15.02.2017Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Каçал ен районĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон уçăлнă

 


Паян, нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Каçал ен районĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон уçăлнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Палăртса хăваратпăр, Михаил Игнатьев марафонăн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ.  «Раççейри ача-пăча фончĕ»  обществăлла организацисен ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн правлени председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти 2-мĕш №-лĕ çăкăр завочĕн директорĕ Юрий Кислов.  Çак кун мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов, Петр Краснов, Каçал ен районĕн ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.

Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ — ачалăха хӳтĕлесси тата пулăшасси. Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ хывни мар, çул çитмен ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă. Ăнтăлуллă çамрăксене пулăшса вĕсене патриотизм воспитанийĕ парасси, аслă ăру çыннисене хисеплеме вĕрентесси — пирĕн тивĕç. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ уйрăммăн палăртса хăварнă. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон миллионшар çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Кашни çын хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать. Укçа-тенкĕне уçăмлăн, тухăçлă тăкаклани те куçкĕретех. Пулăшăва нумай ачаллă çемьесене, йывăр çемьесенче ӳсекен ача-пăчасене, вĕсем валли кирлĕ пек эмелсем, тĕрлĕ вĕрентӳ хатĕрĕсем, кĕпе-тумтирсем илме укçана тăкакланă», - тесе каланă Михаил Игнатьев.   Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – çĕршыва юрăхлă граждансем çитĕнтересси пулнине асăннă. Çак тема паянхи пурнăç таппинче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре кăçал Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Çемьери йăла-йĕркесене тытса пыни, амăшĕн тата ашшĕн витĕмлĕхне ăша хывни, çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, ун пек чухне çемьесенче те ача-пăчасем тĕрĕс тĕкел, лайăх воспитани илсе çитĕнеççĕ. Михаил Игнатьев кăçал тата та ытларах ырă ĕçсем йĕркелесе ирттерме палăртнине пĕлтернĕ паянхи мероприятине пухăннисене.  Марафонăн ĕç кăтартăвĕсем пирки «Раççейри ача-пăча фончĕ»  обществăлла организацисен ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн правлени председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти 2- мĕш №-лĕ çăкăр завочĕн директорĕ Юрий Кислов тĕплĕн каласа кăтартнă. Пĕлтĕр марафон пухмачне  8 млн тенкĕ пухăннине пĕлтернĕ. Кăçал марафон Каçал ен районĕнче старт илчĕ, мĕншĕн тесен çак муниципалитет ыттисемпе танлаштарсан, 2016-мĕш çулта марафон пухмачне укçа-тенкĕ куçарса парассипе чи малта пыракан район пулса тăнă.  Палăртма кăмăллă, вĕсем  пурĕ 400 пин ытла куçарса панă.

  Пиллĕк ача амăшĕ Оксана Козина хăйĕн сăмахĕнче, нумай ачаллă çемьесене пулăшу панишĕн савăнса ертӳçĕсене тав тунă. Пухмача укçа-тенкĕ куçарса парас ĕçре Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри предприятисемпе организацисем, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсем тăрăшуллă пулни сисĕнет. «Район укçа мĕн чухлĕ пуçтарать, çав пулăшу каяллах муниципалитета таврăнать, йывăр çемьесене куçать», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов.

Район хуçи Хасиятулла Идиатуллин хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитет асăннă ыйтупа яланах активлă ĕçленине каланă. Пухнă укçа-тенкĕ ача сачĕсемпе шкулсен пурлăхпа техника хатĕрĕсене пуянлатма куçнине асăннă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăри мĕнпур çын кашни çул çак марафон пухмачне укçа куçараççĕ.  Чăваш Енре çак мероприяти кăçалхипе 21-мĕш хут иртет. Юлашки тăватă çул хушшинче нумай ачаллă çемьесене, сахал тупăшлă, йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ ачасене, медицина учрежденийĕсене тĕрлĕ хатĕрсем туянма пурĕ 33 млн тăкакланă, ача сачĕсемпе шкулсене те сахал мар тимлĕх уйăрнă. Пултаруллă шăпăрлансене ятарлă стипенди пама йышăннă.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачĕ кунсерен пуянланасса шанатпăр. Пĕчĕк тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмашкăн республикăри  ыркăмăллă çынсем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем укçа куçарса парасси малалла пулса пырассине ĕненетпĕр.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408/КПП 213001001

Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ / 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика