Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
10.05.2018Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путинăн ҫĕнĕ указне сӳтсе явнă

 Ҫу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Видеоканашлăва район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.  Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки чарăнса тăнă.

Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Ҫĕнтерӳ кунĕнче пурĕ регионта 200 ытла мероприяти иртнĕ, вĕсенче 245 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.  Палăртма кăмăллă «Вилĕмсĕр полк» акцине 94 802 граждан хутшăннă.

Михаил Игнатьев асăну шествине хутшăннисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Пирĕн халăх хăйĕн паттăрĕсене нихăҫан та манмĕ, вĕсене яланах чĕрере упрать. Пĕрне-пĕри хыпарлать, салтаксен паттăрлăхĕ ҫинчен пĕлтерме тăрăшать тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Республика Ертӳҫи Правительство членĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене, уявсене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн мухтаса тав тунă.

Уява пухăннисем йĕрке пăсман, пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланнă. Ҫынсем пĕр-пĕринпе туслăн канашлани куҫкĕретех. Право хуралĕнче тăрăшакансем сыхă тăнă, уншăн регион Пуҫлăхĕ вĕсене уйрăмăн ырланă. «Пурсăмăр та килĕшсе тухăҫлă ĕҫленĕ. Обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернĕ. Право хуралĕнче тимлекенсем яваплăха туйнă», — тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен тепри — ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин ҫĕнĕ указ алă пусса ҫирĕплетни.  Унта Раҫҫей аталанăвĕн 2024-мĕш ҫулчченхи приоритетлă наци тĕллевĕсене палăртса хăварнă.  Ĕҫ хутĕнче наукăпа техника аталанăвне, РФ социаллă пурнăҫĕпе экономика хăватне, халăх йышне ӳстерессине, граждансен пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассине,  ҫынсене хăйсене тĕллĕн аталанса пыма кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварассине тимлĕх уйăрнă. Раҫҫей Правительствине 2024-мĕш ҫулччен палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртме чĕнсе каланă. Халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ 78 ҫултан та иртесси, ҫынсен ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ пысăкланасси, чухăннисен йышне 2 хут ытла чакарасси,  граждансен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма витĕм кӳресси, ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕҫлекен организацисен шутне ӳстересси те кун йĕркинчех. Макроэкономикăна хăватлантарасси, пысăк технологиллĕ производствăна вăй илтересси те ҫивĕч тăрать. Сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, цифрăллă экономика, экологи, строительство, ĕҫ тухăҫлăхне хăпартса пырасси, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне ӳстересси ыйтусемпе те кулленех ĕҫлесе пымаллине асăннă. Раҫҫей Президенчĕн Владимир Путинăн Указне пурнăҫа кĕртессипе министерствăсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене тимлĕн ĕҫлеме чĕнсе хăварнă.  Пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшма сĕннĕ. «Пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлас тесессĕн, экспертсене те явăҫтармалла. Тепре чухне ахаль ҫынсем те лайăх сĕнӳсем тăратаҫҫĕ. Граждансен пуҫаруллă ыйтăвĕсем те паха. Пирĕн пурне те итлесе тĕрĕс йышăнусем туса хăварма пĕлмелле», —  тенĕ Михаил Игнатьев.

«Федераци центрĕпе килĕшсе ĕҫлеме пĕлни пирĕн куҫкĕретех. Пĕрле йышăнса хăварнă проектсем те сахал мар. Чăваш Енĕн паха ĕҫ опычĕпе Раҫҫейри ытти субъектсем усă курма тăрăшаҫҫĕ»,— тесе хушса каланă Михаил Игнатьев. Сахал тупăшлисен йышне ытларах та ытларах чакармалла. «Производствăсене модернизацилемелле. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстермелле, халăха пысăк ĕҫ укҫипе тивĕҫтерессишĕн тимлемелле.  Хальхи вăхăтра пирĕн ĕҫлемеллисем сахал мар-ха. Пуласлăхра тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те вăй хумалла», — тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче приоритетлă проектсемпе пурин те тăрăшмаллине асăннă.   Ҫитес вăхăтра министерствăсенче ĕҫлекенсем кирлĕ пек программăсем валли паспортсем хатĕрлеме пуҫлĕҫ тесе хыпарланă вăл. «Тĕллевсем пысăк. Ҫав тери пысăк ĕҫсем пурнăҫлама тивĕ. Апла пулсан, ҫитĕнӳ патне ăнтăлассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», – сăмаха ҫирĕплетнĕ вăл та.

Паянхи ларура Чăваш Республикин Правительство пайташĕсем саккунсен проекчĕсене пăхса тухса кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика