Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫĕнсе илессишĕн 186 команда хĕрӳ тупăшусенче ăмăртса мала тухассишĕн чупнă
09.09.2019«Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫĕнсе илессишĕн 186 команда хĕрӳ тупăшусенче ăмăртса мала тухассишĕн чупнă

В Фестивале спорта и прессы Чувашии приняли участие 186 командАвăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫĕнсе илессишĕн ҫăмăл атлетика енĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Кăҫал ăна 81-мĕш хут йĕркеленĕ. Ăмăртусем Шупашкарти «Олимпийский» стадионра пулнă. Мероприятине космоса вĕçсе хăпарнă виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Андриян Григорьевич Николаева  халалланă.

Спорт уявне пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх яланхиллех спортра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем хутшăннине асăннă, вĕсемпе пĕрле ытти халăх сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансем хапăл тусах чупма тухнине палăртнă, пурне те лайăх кăмăл-туйăм суннă, мала тухса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  Сăмах май, кăҫал регионта космоса вĕçсе хăпарнă виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Андриян Григорьевич Николаева асăнса курăмлă чылай мероприяти ирттернине каланă, унăн тус-юлташĕсем - Раҫҫей Геройĕсем пирĕн тăрăха килсе курнине хыпарланă.  Андриян Григорьевич чăнласах та, ĕҫчен, пултаруллă пысăк тавракурăмлă, ăста вĕҫевҫĕ пулнине пĕре мар ҫирĕплетсе каланине те пĕлтернĕ Ертӳҫĕ тепĕр хут ентешсене саламланă май.  

«Пĕр чăмăра пухăнса пĕр-пĕринпе яланах туслă пулма тăрăшăр. Ун пек чухне кирек-епле йывăрлăха та ҫĕнтерме пулать», - тенĕ спортсменсене саламланă май Михаил Игнатьев.

Мероприятине килсе ҫитнĕ мĕнпур халăха ҫавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева саламланă. «36 ҫул каялла пуҫласа эпĕ пĕрремĕш хут ҫак ăмăртусене хутшăннăччĕ.  Ял хуҫалăх академийĕн командишĕн эпĕ ун чух тупăшнăччĕ. Мала тухрăмăр, ыттисене кая хăвартăмăр. Мана вара пушшех те, спорт кăмăла кайма пуҫларĕ, ҫитĕнӳсем пĕрин хыҫҫăн, тепри пулса пыма тытăнчĕҫ», - тесе пĕлтернĕ вăл.

«Советская Чувашия» хаҫатăн генеральнăй директорĕ Владимир Васильев мероприятисене ирттерме пысăк витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Республикин Информаци политикин министерствине, Спорт министерствине ырласа тав сăмахĕсем каланă, хула администрацийĕ те сахал мар тĕрев панине асăнса хăварнă.    

Спорт мероприятийĕнче старта чи малтан федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район, хула администрацийĕсен ертӳҫисем, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче Управлени пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен ертӳҫĕсем тухнă, вĕсем пур те 400 м  чупса, хăйсен ăсталăхне пысăк шайра кăтартса панă.  Каярах вара ытти ушкăнсем те ăмăртусене тухнă, пурĕ 186 команда хĕрӳ тупăшусенче ăмăртса мала тухассишĕн чупнă.

Спорт уявĕнче Андриян Григорьевич Николаева асăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика