Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă
09.02.2018Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Батыревского района Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районне ĕҫлĕ визитпа кайнă.

Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкериччен, чи малтан регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн пуҫлăхĕпе Михаил Петровпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Рудольф Селивановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем муниципалитет пĕрлешĕвĕн ĕҫ-хĕлне кĕскен пăхса тухнă.

Регион Ертӳҫи районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ӳстермелли ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе, района инвестици явăҫтарассине, «сăрă» укҫа-тенкĕпе халăха тивĕҫтерессинчен асăрханассине, ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене те кулленех ҫивĕч тĕрĕслеве илме хушнă.

Рудольф Селиванов  хăйĕн сăмахĕнче, районăн пĕрлештернĕ хысни 2017-мĕш ҫулта 701 млн танлашнине пĕлтернĕ, кăтарту 2016-мĕш ҫулхипе илсен 15 процент пысăк пулни сисĕнет тенĕ.

Ҫулсерен района инвесторсене явăҫтарас ĕҫ хĕрӳ пынине палăртнă вырăнти ертӳҫĕ. 2018-мĕш ҫулта пурĕ 5 проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине тата та 12-шĕпе ĕҫсем кал-кал пыраҫҫĕ тенĕ.  

Районта предприятисемпе организацисене тĕрĕслевпе асăрхав службисем ҫивĕч пăхса тăнине асăннă район ертӳлĕхĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче  пуҫлăхсем ытти актуаллă ыйтусем тавра та канашланă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика