Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан журналистсемпе тĕл пулнă
15.10.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан журналистсемпе тĕл пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с журналистами ведущих изданий республикиЮпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекен журналистсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă тĕлпулăва паян регионти МИХсенче тăрăшакан 20 ҫын пуҫтарăннă.  Журналистсем тĕрлĕ актуаллă ыйтусене хускатнă, вĕсене республика Пуҫлăхĕ тĕплĕ хуравсем панă.  

Калăпăр, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине вăрах вăхăтра аталантарса пымалли программăн проекчĕпе килĕшӳллĕн сахал мар мероприяти пурнăҫлама плана кĕртсе хăварнине асăннă хăйĕн сăмахĕнче. Паллă, вăл наци проектне тӳр килмест, унта пачах та урăхларах ĕҫсем кĕртсе хăварнă халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма. Кунсăр пуҫне Чăваш Республикине 2035-мĕш ҫулччен аталанса пыма ятарлă йышăннă программа хăш-пĕр республика программисемпе сăнарламаннине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине вăрах вăхăтра аталанса пымалли программа республика экономикине хушма инвестици явăҫтарма витĕм кӳрет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Палăртма кăмăллă, республика Раҫҫей Федерацийĕн Наци рейтингĕнче малта пыракан регионсен шутне пĕрре мар кĕнĕ.  Инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк, бизнеса аталанса вăй илме регионта питĕ чаплă условисем хатĕрленĕ. Ҫакнах предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем те кулленех ҫирĕплетсех калаҫҫĕ.  Ҫав вăхăтрах республикăра паянхи куна илес пулсан, активлăрах ĕҫлекен предпринимательсен йышĕ сахалтарах пулни сисĕнкелет.  «Пысăк ҫитĕнӳсем вăй хурса ĕҫлемесен пулмаҫҫĕ, апла пулсан ырми-канми тăрăшмалла пурин те. Кун пирки никамăн та манма юрамасть», - тесе каланă Михаил Игнатьев.   Индивидуаллă программăна пурнăҫа кĕртме 61 млрд тăкакланасси паллă.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви хушма укҫа 10 млрд куҫарас тесе ыйтăва татса парассипе тимлет.    

«Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕҫлемелле» программа пирки сăмах пуҫарнă май 2015 ҫулта йышăннă ĕҫ хучĕпе республикăра сахал мар ĕҫ пурнăҫланă, халăхăн ыйтăвĕсене туллин тивĕҫтернĕ. Кун пирки халăх пĕрре мар ҫирĕплетсе калать. Тăватă ҫул каялла йышăннă программа халăхăн пурнăҫне лайăхлатма чылай витĕм кӳнĕ.  Ҫĕнĕ производствăсем уҫма, тĕрлĕ объектсене модернизацилеме бюджетран мар укҫа сахал мар куҫнă, кăтарту 130 млрд иртсе кайнă.  ФАПсем – 196, ҫĕнĕ культура ҫурчĕсем –12 хăпартса лартнă. Кăҫал культура ҫурчĕ – 6 хута янă.  Шупашкарта «Тĕп хула больницин» нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиники   те кĕҫех пурнăҫа кĕрет. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан сахал мар пысăк предприятисем уҫăлнă, «Сеспель» организаци хăватланса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.  Ҫулсем сахал мар сарнă, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуҫаланать, социаллă сфера кулленех вăй илет, инфратытăм ҫĕнелет, пĕр сăмахпа калас пулсан халăха пурăнма хăтлă условисем йĕркеленсе пыраҫҫĕ. «Программа ыттисемпе танлаштарсан, чи ăнăҫли тесен те йăнăш мар, туллин пурнăҫланни куҫкĕретех», – тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн пурнăҫлакан ĕҫсем пирки тарăн чарăнса тăнă, граждансен тупăш пайне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусене те хускатнă.  Кадр ыйтăвĕ, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнине палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. Вĕсене туллин тивыĕҫтерессипе ырми-канми ĕҫленине каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май регион Ертӳҫи.  

Тĕплĕнрех


Михаил Игнатьев:

- Пирĕн сирĕнпе уҫă та кăсăклă калаҫу пуласса шанатăп. Сирĕн мĕнле ыйтусем пухăнса ҫитнĕ, вĕсене пурне те телекуравҫăсем патне, радио итлекенсем патне илсе ҫитермелле, хаҫатсем урлă хыпарламалла. Мана хăшĕсем питĕ кăмăллах мар пулин те, нимĕн иккĕленмесĕрех вĕсем пирки хыпарсене халăх патне илсе ҫитерĕр.

Эпир яланах официаллă майпа хыпарсене халăх патне тăрататпăр. Кам та кам пире ĕненет, кам та кам вара пачах та хирĕҫлеме пикенет.  Кун пек ĕҫе йĕркелени, кирек епле ыйтăва  уҫăмлатма, тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыма хистет  Эпĕ хамăн шухăшăма сире пĕлтертĕм.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пресс-секретарĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Сидоров:      

- Ытларах журналистсене нумаях пулмасть регион Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ визитпа Мускавра пулни, Дмитрий Анатольевич Медведев ирттернĕ канашлу кăсăклантарать.  Нумайăшĕн унти калаҫусем пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

Михаил Игнатьев:

- Дмитрий Анатольевич Медведевпа эпир кулленех ĕҫлĕ ҫыхăну тытатпăр, кашни эрнере тенĕ пек пĕр-пĕр ыйту пирки сӳтсе яватпăр.  Видеоканашлусене те эпĕ час-часах хутшăнатăп. Акă калăпăр, нумаях пулмасть, ĕҫлĕ канашлура икĕ актуаллă ыйту тавра сăмахланăччĕ. Видеоконференцире «Демографи», «Сывлăх сыхлавĕ» федераци прокчĕсем пурнăҫа епле кĕрсе пыни пирки тарăн пăхса тухнă. Хăш-пĕр ыйтусемпе Премьер-министр ҫав тери ҫивĕч хăйĕн сăмахĕсене палăртса каларĕ.

 

Евгений Петров,  «Российская газета»:

- Апла пулсан малалла «Российская газета» хаҫат журналисчĕн сăмах илме юрать-и? Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине пысăк хăвăртлăхпа аталантармалли программа проекчĕ пирки сăмах пулĕ. Официаллă порталта ĕҫ хутне йышăннă тесе ҫырса кăларнăччĕ. Ун пирки кирек-кам та вуласа пĕлме пултарчĕ. Специалистсем, экспертсем хаклавĕ тăрăх пысăк ҫитĕнӳсемпе регион аталанса пырасси пĕрре те никама та иккĕлентермест. Кашни ҫул инвестици ӳсĕ 10 процента ҫити хăпарĕ. Кун пирки Эсир  мĕн каланă пулнă пулăттăр.

Михаил Игнатьев:

_ Тавах ыйтушăн. Хуравлатăп. Ку халлĕхе проект тейĕпĕр. Тӳрлетӳсем пулĕҫ, ҫнĕлĕхсем кĕртĕпĕр. Федераци министерствисен сĕнĕвĕсене шута илсе ĕҫ хутне шайлаштарса пырасси те куҫкĕретех. Эпĕ Дмитрий Анатольевич Медведевпа ирттернĕ тĕлпулура хамăн ыйтусем пирки пĕлтертĕм. Шанатăп, вĕсем пурнăҫа кĕрессе. Палăртсах калатăп, программа пуриншĕн те уҫă пулĕ. Кун пирки пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар. Ытти ҫирĕплетнĕ документсем пекех вăл та пурнăҫа кĕрсе пырĕ.  

Сире валли ҫапларах калатăп.  Пирĕн 2035-мĕш ҫулсем валли стратегильле аталанса пымалли пысăк документ пур. Ăна пурте курнă, вуласа ăнланнă. Пĕтĕмпе патшалăхăн 22 програмине кĕртсе хăварнă ĕҫ хутне.  Палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма финанс тĕлĕшĕнчен укҫа-тенкĕ тăкакланса пырать. Кирек-епле мероприяти валли те укҫа-тенкĕ 100 процента ҫитиех уйăратпăр, енчен те программăпа килĕшӳллĕн пурнăҫланать пулсан.  Эпир яланах ҫавăн пек ĕҫленĕ, ӳлĕмрен те ҫаплах пулĕ.

Хальхи пурнăҫра никам та ҫыру ыйтса пуҫлăхсем патне ҫӳремест. Финанс енчен ыйтусене пĕтĕмпех патшалăх программисене тĕпе хурса уйăрса пыратпăр.  Час-часах районсемпе хуласене тухса ҫӳретпĕр. Ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетӳ тăватпăр. Муниципалитетсенче хăйсен те ятарлă программăсем чылай.  Мĕнпур ĕҫе пĕр-пĕринпе килĕшсе туллин пурнăҫа кĕртсе пыратпăр. Бюджет чăрмавĕсем ҫук, кашни хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пырать.

Шăпах та, ҫакă пирĕншĕн чи кирли. Енчен те ҫакăн пек программăсем пулмасан, халăх та ăнланмасть, епле укҫа-тенкĕ тăкакланнине, вырăнти ертӳлĕхсем те ĕҫе мĕнрен пуҫламаллине ăнкараймаҫҫĕ. Халĕ вара ĕҫ хучĕсем ҫителĕклĕ, вĕсене тĕпе хурса социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарса пыраҫҫĕ, граждансен пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. 2015 ҫулта суйлав тапхăрĕ пуҫланиччен, «Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕҫлемеле» ятарлă программа пăхса хăварнă пулнă. Ун чухне те сахал мар мероприятине плана кĕртнĕ. Пурне те туллин пурнăҫланă, халăх кăмăлне тивĕҫтернĕ. Укҫа-тенкĕне те тĕллевлĕн тăкакланă. Ку вара чи пахи. Халĕ вăл программа чăн-чăн справочник пулса тăчĕ, ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономикине пысăк хăвăртлăхпа аталантарса пымалли программа пирки тепĕр хут калас пулсан, хушма документ теме те юрать.     Инвестици явăҫтарма меллĕ, халăхăн тупăшне ӳстерсе пыма аван, пысăк технологиллĕ производствăсем хута яма, ҫынсен ĕҫ укҫине ӳстерме, граждансене ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтермете чаплă.   

Эпĕ предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсем умне пысăк тĕллевсем лартатăп.  Кам та кам предприятисемпе организацисен ĕҫне пуҫарса ярасшăн, вĕсене яланах тĕрев пама хатĕр патшалăх енчен. Проектсем туллин пурнăҫа кĕрсен, халăха аван. Вĕсене валли ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ.  Патшалăх енчен укҫа-тенкĕ пулăшăвĕ те самай куҫать.  Граждансен ĕҫ укҫин виҫи вăтамран 30 пин тенкĕрен кая пулмалла мар. Енчен те предприятисем тăватă е ытларах ҫул ĕҫлеҫҫĕ пулсан, унта тăрăшакансен шалу укҫин виҫи 45 пине те ҫитмелле. Ку тĕрĕс пулĕ. Халăх ун пек чухне ертӳҫĕсене шанса яваплăха туйса ĕҫлĕ.  

 Ҫак ыйтусене эпир хамăр енчен ҫирĕп тĕрĕслесе пырăпăр.  Тепĕр хут палăртса калатăп – патшалăх тĕревне кура проектсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ пулсан, эпир кун пек чухне тата та ҫивĕҫчрех тимлĕх уйăрма шантаратпăр.  Вак тата вăтам предпринимательлĕхе ҫăмăллăх кредичĕсем куҫаҫҫĕ, субсидисен ставкисем пĕчĕкленеҫҫĕ, каялла тавăрса памалли мар тĕрев пулать, налук ҫăмăллăхĕсем пулаҫҫĕ тата ытти те.  Ҫаксене эпĕ палăртсах каларăм, эсир те лайăх ăнланăр.  Сирĕн ыйтусене уҫăмлатма пĕлмелле, халăха тĕрĕс хуравсем ҫырса кăтартмалла.    

Программа йышăнса хăварнипех, юмахри пек пĕтĕмпех пулса пыраймĕ. Пурин те тăрăшса ĕҫлемелле, яваплăха туймалла, саккунсене пăхăнса халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хумалла. Кун пек чухне тин пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулĕ. 

Хăш-пĕр сюжетсем пирки чарăнса тăрас килет. Тепре чухне регион начар аталанса пыракан регион тесе ҫырнине тĕл пулма пулать.  Пирĕн хамăрăн хăйне евĕр ĕҫсем пур.  Эпир айвансем мар, начар теме те хамăра хăяймăпăр. Халăх йышлă, РФ 85 регионĕ хушшинче 11-мĕш вырăнта шутланатпăр. 

Мĕншĕн-ха ҫаксене эпĕ сире калатăп.  Енчен те халăх сахал пулсан, кăтарту та пысăкаках пулмĕ.  Пур-ха ҫавăн пек субъектсем ăҫта пĕр тăваткал ҫухрăм ҫĕр лаптăкĕ ҫинче 10 ҫын шутланни.  Кун пирки журналистсем пачах та палăртса ҫырмаҫҫĕ, халăх вара ăнланмасăр юлать, иккĕленӳсем ҫуратать. 

Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне куҫса пырать. Кун пирки пĕрре те суймастпăр, кăтартусем те ҫук мар. Регионта экономика хăватланса пырать, ҫынсем ĕҫе юратаҫҫĕ, кашни хăйсен пурнăҫне лайăхрах тăвассишĕн тимлет.

Евгений Петров  «Российская газета»: 

- Юрать-и манăн сăмаха малалла тăсма? Эсир Чăваш Ене начар тесе калани пирки сăмах пуҫартăр.  Инвестици пирки малалла калаҫар-ха.  Пирĕн икĕ пин те вуниккĕмĕш ҫултан пуҫласа кăтатусем чакса пыни вăрттăнлăх мар. Енчен те ун чухне инвестици калăпăшĕ 65 млрд пулнă пулсан, 2018 ҫулта 51 млрд ҫитнĕ.  Программа инвестици ӳсĕмне епле витĕм кӳме пултарасси пирки лайăхрах ăнлантарса парăр-ха тархасшăн? 

Михаил Игнатьев:

- Сире лайăхрах ăнланмалла пултăр тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе калатăп. Тăватă кăтарту пирки калас пулсан, вăтам тупăш пирĕн 18 процент шутланать юлашки виҫĕ ҫул хушшинче.  Ку цифрăсем паллă.

Инвестици епле хывăнасси пĕтĕмпех бизнесран килет. Эпир хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе тăратнă, условисем хатĕр.  Ĕҫ климатне хатĕрлесе ҫитернĕ. Ҫакнах вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансем те пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă. Пиллĕк ҫул хушши ĕнтĕ регион чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканнисен йышĕнче, инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те йăнăш мар.   Санкт-Петербургра экономика форумĕнче пĕрре те ҫеҫ мар Чăваш Ен пирки ырăпа палăртнă, малта пыракан регионсем тесе хакласа хăварнă. 2015 ҫулта республика ыттисемпе танлаштарсан тăххăрмĕш вырăнта пулнă.  2016 ҫулта улттăмĕш вырăна тухнă, 2017 ҫулта – хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тивĕҫнĕ, 2018 ҫулта саккăрмĕш вырăна ҫĕнсе илнĕ, 2019 ҫулта вара пĕрремĕш ҫур ҫуллăх кăтартăвĕсемпе вунпĕрмĕш вырăнра тăратпăр.  Кăтартусем япăх мар, ыттисемпе танлаштарсан республика ăнăҫлă аталанса пыни куҫкĕретех.

Ку мĕн пирки калать? Влаҫ органĕсенче тăрăшакансем бизнес тытăмĕ хăватлă аталанса пытăр тесе кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратнине ҫирĕплетет. Тепĕр тесен, инфратытăм ҫĕнелни те паллă, ялсенче хуларисенчен пĕрре те кая мар, условисем чаплă.  Ял тăрăхĕсенче ҫулсем паха, социаллă сфера вăй илнĕ.   Патшалăх пулăшăвне граждансем вăхăтра тивĕҫсе пыраҫҫĕ. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни те куҫкĕретех. Укҫа-тенкĕ усăсăрах тăкакланмасть, объектсем вăхăтра хута каяҫҫĕ.  

Наци рейтингне чиновниксем хакласа пымаҫҫĕ. Эпир унта сĕнӳсем парса пулăшмастпăр. Ҫаксене лайăх сирĕн ăнланмалла. Бизнес сфери ĕҫ климатне пăхса тухса хăйсен шухăшне палăртать. Экспертсем, пысăк сферăра тăрăшакансем: «Деловая Россия», «Опора России», Стратегийльлĕ пуҫарусен агенствин ĕҫченĕсем регионĕсене хаклаҫҫĕ, пĕтĕмлетӳсем туса ҫитĕнӳсене палăртаҫҫĕ.

Паллă, ĕҫ климачĕ лайăх пулнине кура, инвестици региона чылай куҫать. Кашни харпăр хăй бизнесне вăй илтерессишĕн тăрмашать. Пирĕн каламалла, чăнласах та, республикăра пуян предпринимательсем сахал тесен те йăнăш мар. Виктор Феликсович Вексельберг пек пуҫаруллă предприниматель ҫук тесен те йăнăш мар. «Химпром» ыттисемшĕн тĕслĕхре. «Хĕвел» чаплă ĕҫлет.  Кун пек производствăсем ытларах пулсан, эпир тата та вăйлăрах аталанса кайма пултарайратпăр.  Кун пирки пирĕн шухăшламалла, эпир хамăрăн ывăл хĕрсене предпринимательсем пулма тивĕҫлĕ хатĕрлесе пыраймастпăр пулĕ.  Кам та кам бизнесмен пулас тет, вĕсем валли ялан ҫул уҫă.  

Ыйтусем кун йĕркинчех. Пирĕн тĕллев паха предпринмательсем пулма вĕрентесси ҫынсене. Енчен те пысăк профссионалсем пулса ҫитĕнсен, вĕсем производствăсем уҫĕҫ, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрлĕҫ. Паллă, предприниматель хăй ҫине сахал мар риск илет, укҫа-тенкĕ те сахал мар тăкакланать вĕсен. Калăпăр, РЕНОВА компани    РОСНАНО пĕрле бюджетран укҫа-тенкĕ явăҫтарса паха проект пурнăҫланă.   Хĕвел модулĕсене калăплама май паракан производство валли 30 млрд пĕтернĕ.  Ку ҫав тери пысăк эффект пачĕ пурне те.  Тракторсем тăвакан завод пирки калас пулсан. Вăл та хăй вăхăтĕнче чăрмав кӳме пултарчĕ.  Пуласлăхра инвестици кăтартăвне 60 млрд ҫитерме тĕллев лартатпăр. Пысăк технологиллĕ производствăсем уҫăласса шансах тăратпăр.  Эпĕ сире тепĕр хут калатăп, ку кăтартусем ҫирĕплетсе хăварнă цифрăсем мар. Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем бизнес тытăмне кĕме пултараймаҫҫĕ. Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе финанс ыйтăвĕсене татса пыраҫҫĕ, халăха шалу укҫипе тивĕҫтереҫҫĕ. Коррупцине хирĕҫ кĕрешес ĕҫе тивĕҫлĕ шайра тытса пыратпăр.  Енчен те вунă ҫул каялла лару-тăру урăхла пулнă пулсан, паянхи саккунсем пачах та ҫĕнĕлле. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне хутшăнса пирĕн вĕсене чăрмав кăларса тăратма ирĕк ҫук.   

Апла пулсан, кашни ҫынăн хăйĕн ĕҫне тивĕҫлĕ пурнăҫламалла. Тепĕр чухне республика Пуҫлăхĕ коммерциллĕ предприятисене те тĕрев парать тенине илте пулать. Ку пачах та тĕрĕс япала мар. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене кăна пирĕн пулăшу куҫать. Кун пирки те халăхăн лайăх ăнланса пымалла. 

 Евгений Петров  «Российская газета»:

- Михаил Васильевич, тархасшăн та тепĕр ыйту пама ирĕк парсамăр? Программа йышăнасси вăл темех мар тейĕпĕр. Кадр ыйтăвĕсем уҫăмланĕҫ-и? Экономика тытăмĕнче ятарлă специалистсем программа тĕрĕслесе пыраканнисем пулаҫҫĕ-и?  

Михаил Игнатьев:

- Кадр ыйтăвĕсем ҫине ялан пысăк тимлĕх уйăрнă, уйăратпăр та. Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Валерьевич Иванов. Вăл  паха специалист, професси пĕлĕвĕн шайĕ те унăн пысăк. Кулленех кадăрсем улшăнĕҫ, е ку пĕрре кăна–и? Мнистрсем яланах улшăнса тăнă, пысăк профессионалсем килсех тăраҫҫĕ. Ял поселенийĕсен, район, хула администрацийĕсен ертӳҫисем те ылмашăнаҫҫĕ, ку япăх япала мар, пурнăҫ ыйтать.  Кам та кам пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми тăрăшать, вĕсем яланах хăйсен ĕҫ вырăнĕнчех юлаҫҫĕ.  

Конкурссене тăтăшах ирттеретпĕр. Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче ҫăмăлах мар ĕҫлеме иккен, халăх та ҫакна пĕрре мар ҫирĕплетет. Конкурса пĕтĕм кăмăлпах хутшăнакансен йышĕ пысăк мар. Тупăшсем пирки кашни ҫынăн ҫулсерен деклораци памалла, ку та чăрмав кӳрет имĕш хăшĕ-пĕрисене. Резервра тăракансем сахал мар, вĕсем те ĕҫлеме юласшăнах мар тейĕпĕр.  Ĕҫлеме юратакансене, саккунсене пăхăнса халăх ырлăхĕшĕн тăрăшакансене эпир хапăл тусах ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсене кĕтетпĕр.

Юрий Гурьянов телеканал ЮТВ:

- Михаил Васильевич, Эсир региона аталанса пымалли программăна  хăвăрăн ятарлă сĕнĕвĕрсене кĕртни пирки калатăр, тĕплĕнрех вĕсем ҫинчен ăнлантарса пама ыйтатпăр?

Михаил Игнатьев:

Калăпăр, пирĕн республикăра 35 пин ҫын ытла вахта мелĕпе ытти регионсене тухса кайса ĕҫлесе ҫӳрет. Вĕсем ĕҫпе тивĕҫтерекенсенчен шалу укҫине хăйне евĕр илсе пыраҫҫĕ. Ҫав вăхăтрах хăшĕ-пĕрисем конвертпа та «сăрă схемăпа» тивĕҫеҫҫĕ. Кун пирки ҫирĕппĕнех калама пултаратпăр. 

Ҫав вăхăтрах вăл ҫынсем пирĕн регионтах шутланса тăраҫҫĕ, социаллă сферăпа, сывлăх сыхлавĕн пулăшăвĕпе те тӳлевсĕрех усă кураҫҫĕ. Пирĕн регионта 160000 ҫын «сăрă схемăпа» шалу укҫине илсе пырать, вĕсем те налук тӳлемеҫҫĕ. Ку тĕрĕсех мар, ыйтăва уҫăмлатмалла, йĕрке туса ҫитермелле тенĕ Пуҫлăх.

Сахал мар тĕрĕслевсем йĕркелетпĕр. Хут ҫинче пĕр-пĕр преприятире пурĕ те пĕр ҫын кăна шутланса тăрать. Ĕҫлессе вара 5-6 ҫын вăй хурать. Паллă, кун пек тĕслĕхсем вак тата вăтам предприниматеьлĕх пайĕнче пулса пыраҫҫĕ. Енчен те эпир тĕрлĕ социаллă сфера пулăшăвĕсемпе усă курса пыратпăр пулсан, пурин те вăхăтра налуксене тӳлемелле.  Пур ҫĕрте те тĕрĕслĕх хуҫаланмалла.  Мускав ахаль те пуян.  Пĕр Мускавпа кăна Раҫҫейе хакламҫҫĕ вĕт-ха. Пур ҫавăн пек субъектсем вĕсен ҫĕр айĕнче пурлăхсем ҫав тери нумай.  Пирĕн тĕп пуянлăх – ĕҫлеме пĕлекен халăх. Вĕсене упрамалла, кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратмалла.   

Дмитрий Ковалев НТРК Чувашии:

- Михаил Васильевич, инвестиции – пирĕн юратнă тема тейĕпĕр. Паллă, Чăваш Енĕн пысăк хулисене укҫа сахал мар куҫать.  Кашни муниципалитета тĕллев лартмалла – вĕсем хăйсем патне инвестици явăҫтарччĕр.  Пур ҫавăн пек районсем вĕсен хăйсен укҫи-тенки те сахал, инвесторсем те вĕсем патне хапăл тусах каймаҫҫĕ. Кун пек чухне епле тĕрĕс йышăну тумалла?

 Михаил Игнатьев:

- Тав сире, ыйтушăн. Инфратытăм хăш-пĕр ҫĕрте хавшакрах тейĕпĕр. Ун пек чухне мĕн тумалла тетĕр-и эсир?

Дмитрий Ковалев НТРК Чувашии:

- Тăвай районне илĕпĕр.  Хĕсĕкрех унта.

Михаил Игнатьев:

- Мĕн  ма эсир кун пек шутлатăр? Пĕрре те эсир каланă пек мар, вĕсене те ҫителĕклĕ таран тĕрев куҫать.

Дмитрий Ковалев Чăваш ЕН НТРК:

- Юлашки ҫулсенче чăнласах та унта пысăк проектсем пурнăҫа кĕртмен. Унта кайса ĕҫлес текенсем нумаях мар пулĕ.

Михаил Игнатьев:

- Мĕн ма каймаҫҫĕ пуль? Инфратытăм пирки сăмах пуҫарас пулсан. Енчен те эпир сирĕнпе пĕрле пĕр автобус ҫине ларса ҫула тухсан, Атăлҫи федераци округне кĕрекен ытти регионсенче пулса курсан, вĕсем патĕнче епле инфратытăм пулнине курса ĕненме пултарайратпăр. Пирĕн тăрăхра инфратытăм паха, кун пирки эпĕ ҫирĕппĕнех калама пултаратăп.  Ялсенче хуларисенчен пĕрре те кая мар. Пирĕн Чăваш Ене килсе куракан хăнасем те кун пирки пĕрре мар палăртса хăварнă.   Хăнасем пирĕн республикăна килсен, эпĕ вĕсене Чăваш Республикин карттине паратăп,  вĕсем кирек-хăш вырăна та туххăмрах ҫитме пултарайраҫҫĕ. Е ҫумăр, е юр ҫăвать пур-пĕрех ялсене ҫитсе килме аван, ҫул паха, условисем чаплă, халăх кăмăллă та тарават.   Коммуникаци ҫыхăнăвĕсем ҫителĕклĕ, интернет лайăх тытать, хыпарсене вăхăтра вуласа пĕлме пулать. Тĕнчери кирек-хăш ҫĕршыва та тухса граждансемпе калаҫма пулать. Нимĕнле йывăрлăхсем те ҫук, кирек-епле ыйтăва та вăхăтра татса пама меллĕ тенĕ Пуҫлăх.  Ку чăнласах та, тĕрĕс, пĕрре те сире суйса каламастпăр.

«Акконд» предприяти пирки калас пулсан, Валерий Николаевич Иванов хăйĕн тăван районĕнче тĕлĕнмелле ҫав тери пысăк производство хута янă.  Вĕсем паян ҫĕрсене регистрацилессие тимлеҫҫĕ, паха тавар тирпейлеҫҫĕ, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕ те хатĕрлеҫҫĕ. Калас пулсан, вĕсен предприятийĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. 

Унта хресчен фермер хуҫалăхĕсем хăйсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тимлеҫҫĕ.  Сыр тăвассишĕн тăрăшаҫҫĕ. «Акконд» нихăҫан та сыр таврашне калăпламан. Пуласлăхра ку енĕпе ĕҫсем йĕркеленсе кайсан, тата та лайăхрах пулĕ.  Предприяти уҫăлсан, хушма укҫа-тенкĕ те бюджета куҫасси куҫкĕретех. 

Предпринимательлĕх пирки сăмахлас пулсан, эпир хамăр енчен патшалăх наградине те йышăнса хăвартăмăр. Предпринимательсем кун пирки хавхаланаҫҫĕ.  Бизнесра тăрăшакансем хăйсем ҫине ҫав тери пысăк яваплăх илеҫҫĕ, вĕсем халăха суймаҫҫĕ, таса чунпа ĕҫлеҫҫĕ, ҫынсене валли условисем хатĕрлессишĕн те ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Кашни ҫын хăй ҫине илнĕ ĕҫе таса чунпа саккунсене пăхăнса пурнăҫласа пыма тăрăшать. Калăпăр, Тутарстан Республикине илес пулсан, унта пуҫарулă предпринимательсем сахал мар, кăтарту Чăваш Енрен пысăк тесен те йăнăш пулмĕ.    Пирĕн халăх ăслă, ĕҫлеме юратать, ку пирĕн тĕп пуянлăх, чăнласах та вĕсемпе эпир мăнаҫланма пултарайратпăр. Тухăҫлăх тени те пирĕн яланах пысăк, бюджетран куҫса пыракан укҫапа та эпир тĕллевлĕ усă курма пĕлетпĕр, ыттисемшĕн яланах паха тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăратпăр.  

Марина Иванова, «Аргументы и факты»: 

- Эсир Чăваш Енре вăтам ĕҫ укҫин шайĕ Раҫҫейри вăтам кăтартăва ҫитеймĕ тесе палăртатăр. Кадр ыйтăвĕ те нихăҫан та татăлмĕ апла. Вĕренӳ, медицина пайĕнче уйрăмах вĕсем паллă пулĕҫ.  Пирĕн халăх ют регионсене тухса каять, пысăк укҫа илсе ҫемйисене тăрантарма пикенет.

Михаил Игнатьев:

- Айтăр-ха тарăнрах сӳтсе явăпăр ыйтăва, епле майпа Раҫҫей кăтартăвне ҫитме пултарассине.

Марина Иванова, «Аргументы и факты»: 

- Енчен те ҫаплипех пĕчĕк укҫа пулсан, халăх малашне те ытти регионсене кайĕ. Кун пирки иккĕленме те кирлĕ мар пулĕ.

Михаил Игнатьев: 

- Паллă, каяҫҫĕ ĕнтĕ.

Марина Иванова, «Аргументы и факты»: 

- Медицинăра, вĕрентӳ тытăмĕнче пур-пĕрех кадрсем ҫитмеҫҫĕ-и?

 Михаил Игнатьев: 

- Кадрсен дифицичĕ пирĕн республикăра кăна мар, Мускавра та вăл пур. Унта шалу укҫи пысăк пулин те, пур-пĕрех йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем сахал мар.  Мускавра Чăваш ЕНрен кайнисем кăна ĕҫлемеҫҫĕ. Атăлҫи федераци округне кĕрекен мĕнпур субъектсенчен халăх вăл хулана пысăк укҫа шыраса ҫула тухать.  Манăн ĕҫчешсем- регион пуҫлăхĕсем те кун пирки тăтăшах кулянса калаҫҫĕ. Хăш-пĕр регионсенче медицина пайĕнче 40 процент ытла специалистсем ҫитмеҫҫĕ. Пысăк кăтарту. Ку пурсăмăра та шухăша ярать.   Чăваш Енре 15 процента яхăн специалистсем ҫителĕксĕр пулни паллă.  Акă калăпăр, нумаях пулмасть ĕҫ укҫи 98 пин тесе пĕтĕмлетӳсене пачĕҫ. Хăҫан ăна эпир хуса ҫитме пултарайратпăр, хăврах шухăшласа пăхăр-ха.  Мускава хуса ҫитме хĕн.  Миграци тени пулнă та пулать те.  Эпир халăх валли паха ĕҫ вырăнĕсем туса пама тăрăшăпăр, кадрсене упрассишĕн ырми-канми тăрăшăпăр.

Электротехника кластерĕнче тăрăшакан специалистсем уйăхсерен ĕҫ укҫине 50-60 пин тенкĕ илеҫҫĕ.  Паллă, пысăк ĕҫ укҫи.  Апат-ҫимĕҫ таварĕсем пирки сăмах пуҫарас пулсан, тĕрлĕ пулăшу хакĕсене илес пулсан, пирĕн тăрăхра йӳнĕрех, ытти регионсенче хаклă. Паха специалистсем патне, пĕчĕк хаксемпе сипленме килеҫҫĕ ытти субъектсенчен граждансем.  Пурăнмалли ҫурт-йĕрсен хакĕсем, Мускаврипе танлаштарсан чылай пĕчĕк. Ку та аван. Енчен те хваттерсенче пурăннăшăн, аренда шучĕпе 20 пинрен кая мар тӳлеме тивет, пирĕн республикăра ку кăтарту каллех пĕчĕк. Мускавра 60 пин ĕҫлесе илтĕн пулсан, 30 пин укҫана хваттершĕн хăварма тивет, юлать те вара пурăнма юлашки укҫа. 

Марина Иванова, «Аргументы и факты»:

- Пирĕн Шупашкарта медицинăра тăрăшакансен, вĕрентӳ пайĕнче вăй хуракансен шалу укҫи пысăк. Специалистсем кăмăллă хăйсен укҫипе. Пĕчĕк хуласенче кăна кăштах сахалтарах тейĕпĕр.  Ҫĕнĕ Шупашкарта ку енĕпе ыйту мĕнле пурнăҫланса пырать? Пĕчĕк районсенче лару-тăру епле? Хут ҫинче пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пурнăҫра вара епле-ши?

 

Фоторепортаж 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика