Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăрта ҫулсем сарассипе йышăннă наци проекчĕ пурнăҫа епле кĕрсе пынипе паллашнă
06.11.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăрта ҫулсем сарассипе йышăннă наци проекчĕ пурнăҫа епле кĕрсе пынипе паллашнă

Михаил Игнатьев проверил, как реализуется национальный проект «Безопасные и качественные автомобильные дороги» в городе АлатыреЧăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланакан объектсенчи строительство ĕҫне пăхса тухнă. Ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре унпа пĕрле Улатăр хулин пуҫлăхĕ Николай Зайкин, хула администрацийĕн ертӳҫи Владимир Степанов пулнă. Индустри паркĕ патне илсе пыракан ҫул 0,7 ҫухрăм тăсăлать, унăн строительство ĕҫне 2018 ҫулта пурнăҫа кĕртме пуҫланă. Объект икĕ тапхăрпа пулса пырать.

Федераци программисем тӑрӑх республикӑра ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫулсем тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ аванах пурнӑҫланать.  

Михаил Игнатьев асăннă территоринчи тирпей-илем пирки сăмах пуҫарнă.  Унăн ҫывăхĕнчи хуҫасăр объектсене пăрахăҫламаллине, территорине илемсĕрлетсе лартма юраманнине асăрхаттарнă вырăнти ертӳлĕхе. Хулара урамсенчи ҫутăсене модернизацилессипе ĕҫлеме сĕннĕ вăл.  Ку ĕҫе ҫитес ҫул тытăнасса хыпарланă Владимир Степанов.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ Улатăр хули валли 2019 ҫула 105,8 млн уйăрнă.  Автомашина ҫулĕсене юсаса сарма 60 млн пăхса хăварнă.  Чылай урамсенче ҫулсем тирпейленнĕ.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче те самай хăтлă, халăх кăмăллă.

Пурте усӑ куракан автомобиль ҫулӗсен сечӗсен тӑрӑмне ла­йӑхлатас тата республикӑри ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе Чӑваш Ен муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсемпе, общество организацийĕсемпе пӗрле ҫĕршыв Ертӳҫи палӑртнӑ тӗллевсемпе пурнӑҫлама пулӑшакан «Ҫул-йӗр сечӗ» тата «Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантармалли пӗрлехи тытӑмлӑ майсем» регион проекчӗсен мероприятийӗсене тата тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлассине тивӗҫтерсе пырать.

Республикӑра пурӑнакансем тата хӑнасем юлашки ҫулсенче ҫулсем палӑрмаллах лайӑхланчӗҫ тесе ҫирĕплетеҫҫĕ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика