Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Ҫĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ спорт шкулĕнче пилĕк енлĕ кĕрешӳ енĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусем старт илнĕ
10.12.2019Ҫĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ спорт шкулĕнче пилĕк енлĕ кĕрешӳ енĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусем старт илнĕ

Всероссийские соревнования по современному пятиборью среди юношей и девушек в Новочебоксарске собрали более 200 сильнейших спортсменов из разных регионов РоссииПаян, раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Ҫĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ спорт шкулĕнче пилĕк енлĕ кĕрешӳ енĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусем старт илнĕ. Спорт мероприятине пухăннисене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев килсе ҫитнĕ.  

Спортсменсене, тренерсене, турнира йĕркелеме витĕм кӳнисене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ. Паллă пулăм Чăваш Енре Раҫҫей шайĕнче пуҫласа иртнине асăннă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.

«Пире Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерстви, пилĕк енлĕ кĕрешӳ енĕпе тимлекен федераци шанать. Ҫакăн пек курăмлă мероприятине Чăваш Енре ирттерме ирĕк панă. Эпир яланах хавас спорт мероприятийĕсене йĕркелеме», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче пухăннă хăнасене саламланă май Михаил Васильевич Игнатьев.   Спортсменсем кăмăллă юласса, условисемпе килĕшессе шанса каланă Пуҫлăх.

«Чăваш Республики чăнласах та, спортпа туслă регион йышĕнче.  Тĕрлĕ ăмăртусем спорта анлăрах сарма, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма та меллĕ. Спорта тата культурăна аталантарассипе йышăннă патшалăх программисемпе те ĕҫлеме аван», - тенĕ Михаил Васильевич, спортсменсене саламланă май. Пурне те ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикинчи пилĕк енлĕ кĕрешӳ спорчĕн регионти федерацийĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Мурыгин хăйĕн сăмахĕнче спортсменсене саламланă май, асăннă спорт тĕсĕ уйрăмах ҫитĕнекен ăрушăн питĕ вырăнлă пулнине палăртнă. Кун йышши пысăк мероприяти регионта палăртнă спорт енĕпе пуҫласа иртнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.   Ҫамрăксем шывра ишессипе, тĕл перессипе, чупассипе тата спортăн ытти енĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартса пама пикенеҫҫĕ.   

Паян спорт ăмăртăвне Раҫҫейри тĕрлĕ регионсенчен чи вăйлă спортсменсем килсе ҫитнĕ.  Тупăшăва  17 регионтан килнĕ 200 яхăн спортсмен тухнă. Чăваш Республикин чысне 4 яш хӳтĕлет. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика