Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре ВСМ «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретекен чукун ҫул магистралĕн строительстви пирки ĕҫ ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ
06.10.2017Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре ВСМ «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретекен чукун ҫул магистралĕн строительстви пирки ĕҫ ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре ВСМ «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретекен чукун ҫул магистралĕн строительстви пирки проекта пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫлекен ĕҫ ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республкинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пайĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен хушшинче тухса тăракан ыйтусене татса памалли пирки самантсем ҫинчен канашланă.  

«Скоростные магистрали» АО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш ҫумĕ Федор Лычагин пулас проектăн ĕҫĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Сăмаха май, ҫак объект тĕнче экономикишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.

Шупашкар урлă иртекен «Мускав-Хусан» ВСМ пилотлă проект шутланнине асăннă.  Вăл Пекинпа Берлина Раҫҫей  тата Казахстан урлă илсе ҫитерме витĕм кӳрĕ. «Эпир Китайран Евросоюза тĕрлĕ таварсем илсе килме тĕллев лартатпăр, ĕҫ 2-3 кун хушшинче пурнăҫланмалла», - тесе пĕлтернĕ Федор Лычагин.   Экономика тухăҫлăхĕпе тивĕҫтерĕ. ВСМ хута кайнă субъектсенче промышленноҫпа бизнеса аталанса пыма меллĕ пулĕ.  Чăваш Республики хушма пулăшу илĕ. Чи пахи – халăх валли ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, промышленноҫ секторĕ вăй илет, ĕҫ климачĕ хăпарĕ.  

ВСМ Чăваш Республикинче 115 ҫухрăм пулать. (Хусан, Чулхула, Мускав ҫулĕсен вăхăтне кĕскетме самай май парать). Икĕ сехет хушшинче тĕрлĕ енсене ҫитме меллĕ пулĕ.  

Палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче ВСМ Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем урлă иртет.

Канашлу ĕҫне пухăннă ертӳҫĕсем проекта Чăваш Енре пурнăҫа кĕртесси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

«РЖД» АУО  пăхăнуллă компани представителĕсем куҫман пурлăх объекчĕсен налук тӳлемелли малтанхи пайĕсем пирки сăмах пуҫарнă, ҫăмăллăхсем кĕртсе хăварма май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ пуҫлăхсенчен.  Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем   проектсен ĕҫ хучĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле пăхса тухмалли ҫинчен те калаҫнă,  патшалăх экспертизи витĕр кăлармалли пирки сăмахланă.   

Канашлăвăн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Мотрин кирек епле тухса тăракан ыйтусене те вăхăтра татса памаллине, вăраха тăсмасăр пурнăҫлама хушнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пур влаҫра тăрăшакансемпе пĕрле килĕшсе татса пама каланă.  «Мускав-Хусан» ВСМ строительство ĕҫĕн проектне кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе ҫитерме хушнă. «Ыйту патшалăх шайĕнче тăрать. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле мĕнпур ыйтусене татса памалла.  Патшалăх экспертизи витĕр те ĕҫ хучĕсене пĕтĕмпех кăларса ĕлкĕрмелле», - тенĕ  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.

Фоторепортаж  

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика