Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Ленинград облаҫĕн Правительстви Килĕшĕве ҫирĕплетнĕ
06.06.2019ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Ленинград облаҫĕн Правительстви Килĕшĕве ҫирĕплетнĕ

ПМЭФ-2019: Подписано соглашение о сотрудничестве между Чувашией и Ленинградской областьюҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Ленинград облаҫĕн Правительстви Килĕшĕве ҫирĕплетнĕ. Суту-илӳпе экономика, культура, сывлăх сыхлавĕпе, вĕренӳ сферисенче тахҫантанпа тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене малашне те сарасси пирки калаҫса татăлнă.  

Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Ленинград облаҫĕн Губернаторĕ Александр Дрозденко алă пуснă.

«Чăваш Республикипе эпир тахҫантанпах тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр. Вăл регион пирĕн ҫирĕп партнер. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыратпăр.  Килĕшĕве пиллĕк ҫуллăха алă пуснă. Енчен те пĕтĕмпех калаҫса килĕшнĕ пек ĕҫсем пулса пырсан, ӳлĕмрен те ĕҫ хутне ҫирĕплетĕпĕр», - тенĕ Александр Дрозденко.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ленинград облаҫĕн Губернаторне икĕ регион хушшинчи культура пайĕ ҫирĕп аталанса пытăр тесе пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫĕнĕ тин ҫеҫ алă пусса ҫирĕплетнĕ ĕҫ хучĕ тата та пысăкрах проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрессине палăртнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    Субъектсен социаллă пурнăҫĕпе экономика пайĕ ҫирĕпленесси те кҫкĕретех. Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем те пĕрне пĕри пулăшса тĕрлĕ ыйтусемпе тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма витĕм кӳрессине ĕненетпĕр.    Промышленноҫ тытăмĕ хăватланĕ. Суту-илӳ вăй илсе кайĕ, таварсен ҫаврăнăшĕ ӳсĕ. Культура, вĕренӳ, спорт енĕпе те экологи, туризм, сывлăх сыхлавĕ ыйтăвĕсене пĕрле сӳтсе явассине плана кĕртнĕ тенĕ пуҫлăхсем.   

Чăваш Республикинчен Ленинград облаҫĕнчен сахал мар тавар килет. Уйрăмах атă-пушмак, выльăх-чĕрлĕх апачĕ, строительство хатĕрĕсем тата ытти те.

Чăваш Енрен вĕсем патне вара сĕт-ҫу, пылак ҫимĕҫ, кĕпе-тумтир, савăт-сапа, строительство хатĕрĕсем ăсатăнаҫҫĕ.

Экспертсем палăртнă тăрăх, 2018 ҫулта икĕ регион хушшинчи таварсен суту-илӳ ҫаврăнăшĕ 350 млн танлашнă, 2017-мĕш ҫулхинчен 5 процента яхăн пысăкрах.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика