Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республики инвестици тытăмĕнче пысăк стандартсемпе ĕҫленине палăртнă, малта пыракан регионсен шутĕнче тăнине каланă
27.12.2017Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республики инвестици тытăмĕнче пысăк стандартсемпе ĕҫленине палăртнă, малта пыракан регионсен шутĕнче тăнине каланă

Президент России Владимир Путин назвал Чувашию в группе регионов-лидеров, которые задают высокие стандарты в инвестиционной сфереРаштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх канашĕн пĕтĕмлетӳ ларăвне ирттернĕ, ĕҫе пухăннисем умĕнче   Чăваш Республики инвестици тытăмĕнче пысăк стандартсемпе ĕҫленине палăртнă, малта пыракан регионсен шутĕнче тăнине каланă.

Ĕҫ климатне лайăхлатса пырассипе чи ăнăҫлă ĕҫлекенсене тупса палăртассипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле тенĕ РФ Президенчĕ хăйĕн докладĕнче.

«Вĕсен ĕҫ тухăҫлăхне бизнесăн хакламалла… Шăпах та, Наци рейтингĕнчи инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвне пăхса тухнă чухне  хаклава тĕпе хумалла.  Паха опытсем яланах ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тăмалла, вĕсем ĕнтĕ ĕҫ климатне ырă енне улăштарса пыма витĕм кӳрекеннисем», - тенĕ Владимир Путин.   

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Пысăк Кремль керменĕнче РФ Патшалăх канашĕн лару ĕҫне хутшăнать.  Ĕҫе пухăннисем регионсенче ĕҫ климатне лайăхлатассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра анлăн сӳтсе яваҫҫĕ.   

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре влаҫпа бизнес пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫленине кура, 2017 ҫулта РФ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе Чăваш Республики Раҫҫейри 85 субъект хушшинче хисеплĕ иккĕмĕш вырăн тухни пурсăмăра та малалла ăнтăлма, ĕҫлеме хавхалантарать.

  «Эпир кулленех бизнес-пĕрлешӳсемпе тачă ҫыхăнура. Пĕрне-пĕри хисеплесе, ăнланса ĕҫлеме тăрăшатпăр.  Регионта влаҫ органĕсенче тимлекенсем предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансемпе тухăҫлă ĕҫлени куҫкĕретех.  Республикăра вак тата вăтам предпринимательлĕх сферине патшалăх пулăшăвĕ те тĕллевлĕн куҫать. Пĕр сăмахпа каласан, предпринимательсене аталанса пыма ҫав тери лайăх условисем. Чăваш Республикинче НФЦ хута кайни пушшех те меллĕ, патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене илме аван.   Пысăк ҫитĕнӳсене ҫирĕплетсе параканни – регионта ют ҫĕршыв компанийĕсен предприятийĕсемпе организацисем хута кайни», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика