Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев хушнипе ачаллă ҫемьесене республикăн амăшĕн капиталĕн укҫи-тенкинчен пӗр хутчен тӳлемелли ҫӗнӗ мера йӗркеленӗ
20.04.2020Олег Николаев хушнипе ачаллă ҫемьесене республикăн амăшĕн капиталĕн укҫи-тенкинчен пӗр хутчен тӳлемелли ҫӗнӗ мера йӗркеленӗ

По поручению Олега Николаева введена новая мера поддержки семей с детьми – единовременная выплата из средств республиканского маткапитала

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Амăшĕн капиталне республика шайĕнче ӳстерессине тата ăна укҫан илме май парассине палӑртакан ĕҫ хутне пăхса тухса йышăнса хăварнă ларăва пухăннисем.

Аса илтеретпĕр, амăшĕн капиталне ҫемьере виҫҫĕмĕш ача ҫуралсан, е тата усрава илсен, ун хыҫҫӑнхи ачасемшĕн илеҫҫĕ.  Ку темĕн  республика шайĕнче тивĕҫтерекен амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕпе танлашнă.  

«Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕрен 150 пине ҫитет.  Палăртса хăваратпăр, амăшĕн капиталне республикăра 2012-мĕш ҫултанпа пĕрре те пысăклатман пулнă.  Пысăклатнă виҫене 2020 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен сертификатпа усă курман ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ», - тенĕ Чăваш Республикин ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова

Кунсăр пуҫне тепĕр пысăк пулăшу та пур, ҫемьесем амăшĕн капиталне тивĕҫнĕ пулсан, вĕсене пĕр хутчен укҫа 20 пин тенкĕ парса хавхалантараҫҫĕ.

Республика шайĕнче нумай ачаллă ҫемьесем валли тата та тепĕр пулăшу пулĕ.  «Амăшĕн капиталне, республика енчен куҫакан пая, тӳрех илме пултараҫҫĕ, ӑна ҫемьери ыйтусене татса пама тăкаклама юрать.  Кун пек пысăк пулăшу тахҫантанпах пулман.  Ун пирки халăхра нумай сăмах хускатнă.  Халĕ саккун проектне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухатпăр, кайран вара ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăрататпăр», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика