Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышĕн тӗп тĕллевĕсене палӑртнă
13.02.2020Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышĕн тӗп тĕллевĕсене палӑртнă

Олег Николаев обозначил главные задачи нового состава Кабинета Министров Чувашии Нарăс уйăхĕн 13-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышӗн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ.

Вӑл тӗп тӗллевсене палӑртнă, экономика ӳсĕмĕ  социаллӑ ыйтусене татса парас тата граждансен ырлӑхне ӳстерес тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ пулса тӑнине асăннă.

Наци проекчӗсене хастарлӑн пурнӑҫламаллине палăртнă вăл. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ҫĕнĕ йышĕн туххăмрах  ĕҫсене пурнăҫлама тытăнмаллине чĕнсе каланă.  Чӑваш Республики федерацин наци проекчĕсен 67 программинчен 52-шне хутшӑнать.

"Ҫынсен цифрăсем пирки кăна илтмелле мар,  туса лартнӑ шкулсен, ҫулсен, культура ҫурчӗсен тата социаллӑ инфратытӑмӑн ытти объекчӗсен ырлăхне туймалла", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Республика бюджетне улшӑнусем кӗртес ӗҫ малалла пырать. Влаҫ органӗсенчен  сĕнӳсем сахал мар кĕрсе пыраҫҫĕ.  Олег Николаев саккун проекчӗ тӗлӗшпе хӑвӑртрах ӗҫлеме хушнă, ăна  нарăс уйăхĕ вĕҫлениччен Чӑваш республикин Патшалӑх Канашĕнче сӳтсе явмалла пултăр тенĕ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ шайра ирттермелли пирки те палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.  

"Пирӗн ҫак мероприятисене культура тата ӗҫлӗ программӑпа тивӗҫтермелле, пӗр енчен эпир республикӑн тĕп пуянлӑхне кӑтартăпăр, тепӗр енчен – унӑн имиджне тата ӗҫлӗ климатне лайӑхлатма тăрăшăпăр", – тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Олег Николаев ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулни ҫинчен те каласа панă. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм положенийӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырассине хыпарланă.

"Ҫитес вӑхӑтра республика хушма укҫа-тенкӗ-пӗр миллиард ытла – пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама тивĕҫет", – пӗлтернĕ вăл,  сăмах май Чӑваш Ен представителӗсемпе парламентӑн ҫӳлти тата аялти палатисенче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине палӑртса. 

Олег Николаев пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама пӗтӗмӗшле вӑй-хал, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени кирлӗ тенĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика