Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре Раҫҫей кунне анлăн паллă тунă
13.06.2018Чăваш Енре Раҫҫей кунне анлăн паллă тунă

Чувашия отметила День России Ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче  Шупашкарта Раҫҫей кунне анлăн паллă тунă.

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Валерий Филимонов,   Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев,  Чăваш Енри Пĕтĕм Раҫҫейри халăх фрончĕн председателĕн ҫумĕ Николай Казаков, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский, Пĕтĕм Раҫҫейри ырă ĕҫ тăвакансен юхăмĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи, сывлăх сыхлавĕн пайĕпе ĕҫлекен проектăн пуҫаруҫи  Ольга Брагина саламланă.   

Паллă пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă: «Ку уяв нумай нациллĕ аслă Раҫҫей ҫыннисене пĕрлештерет. Эпир Раҫҫейпе мăнаҫланатпăр, вăл аталантăр, чечеклентĕр тесе мĕн пур вăя паратпăр, ҫитĕнӳсене нумайлататпăр. Эпир Тăван ҫĕршыва юратни, тăрăшса ĕҫлени ырлăх кӳтĕр, ҫĕршыва аталантарма тата ҫирĕплетме пулăштăр! Чăваш Енре пурăнакансене ҫирĕп сывлăх, ăнăҫу тата ҫĕршыв ырлăхĕшĕн, ыранхи куншăн ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп», – тенĕ вăл.

Кашни ҫул ҫак уява анлă паллă тăваҫҫĕ Чăваш Енре.  Планпа килĕшӳллĕн республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче курăмлă иртеҫҫĕ уявсем.  Палăртма кăмăллă, республикăри тĕп хулара туслăх парадĕнче 20 тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр чăмăра пухăнса хаваслă юрă-кĕвĕ юрласа ҫынсене савăнтарнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тата ҫакна та палăртнă, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раҫҫейшĕн, унăн тивĕҫлĕ пуласлăхĕшĕн тата граждансен тăнăҫлăхĕшĕн пирĕн палăртнă тĕллевсем патне ҫирĕппĕн пĕрле утмалла тени уйрăмах хаклă тенĕ. Ҫак кун Регион Пуҫлăхĕ ҫамрăксене, 14 ҫул тултарнисене, РФ гражданинĕн паспорчĕсене парса чысланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов мероприятине пухăннисене чун-чĕререн саламланă: «Ҫак уяв Раҫҫейĕн ҫĕнĕ историйĕн ҫĕнĕ тапхăрне сăнласа парать, иртнине тата пуласлăхри ҫитĕнӳсем пирки кăтартса пырать. Вăл пире ҫĕршывăн хальхи пурнăҫĕшĕн тата пуласлăхĕшĕн яваплă пулмаллине аса илтерет», – тенĕ.  

«Пĕрлĕхре пирĕн вăй, тĕрлĕ халăх пĕрлешсе, туслăн пурăннине ҫирĕплетет. Пĕрле пулсан, эпир кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пултарайратпăр», – тенĕ хăйĕн саламĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов Раҫҫей кунĕ пурсăмăра та пĕр чăмăра пухнине каланă. «Пирĕн ҫав тери вăйлă ҫĕршыв. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин пуриншĕн те ырă тĕслĕх.  Вăл ҫĕршывра пурăнакансен ырлăхĕшĕн сахал мар вăй хуни куҫкĕретех», – тенĕ.   Ҫакăн пекех саламсем ҫумне Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский хутшăннă, эпир пĕр ҫемьери пек туслă, Раҫҫей пуласлăхĕшĕн ĕҫлетпĕр тенĕ.     

Мероприяти яланхиллех уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.  Пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Ҫак кун мероприятинче виҫĕ пин ытла ҫын хăйсен кăмăлне тултарнă. Пĕтĕмĕшле Чăваш Енре вара 66 пин ҫын тĕрлĕ мероприятисенче хутшăнса пĕрне-пĕри савăк кăмăл парнеленĕ.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика