Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Архив иртнипе хальхине пĕрлештерет
17.11.2015Архив иртнипе хальхине пĕрлештерет

Элĕкри муниципалитет архивĕ хăйĕн ĕçне планпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Кăçалхи тăхăр уйăхра архив «Чăваш патшалăх архив» учрежденине архив фондĕнчи вĕренÿ, культура пайĕсен, кинофикаци, çĕрпе ял хуçалăх управленийĕн, 1935-1992 çулсенчи Элĕк район сучĕн тата халăх депутачĕсен Канашĕн ĕçтăвкомĕн финанс уйрăмĕн 888 ĕçне панă.

Архивра пурнăçăн, пулăмсен истроийĕ упранать. Пирĕн тĕллев - халăхăн пуян историйĕпе культура еткерлĕхне упраса хăварасси. Планпа килĕшÿллĕн ĕç докуменчĕсене пăхсах тăратпăр. Пĕтĕмпе 209 ĕç документне çĕленĕ тата 5, 140, 2-мĕш номерлĕ архив фончĕн ĕçĕсене юсанă. Кăçалхи 9 уйăхра 8 фондăн докуменчĕсене тĕрĕсленĕ: социаллă хÿтлĕх пайĕ, вĕренÿпе культура, кинофикаци, ял хуçалăхĕ, апат-çимĕçпе суту-илÿ, сывлăх сыхлавĕпе депутатсен канашĕнче ĕçлекенсен ĕçтăвкомĕн районти план комиссийĕ. Этмен, Мăн Вылă, Ехремкасси, Йăлкăш, Шĕмшеш, Урпаш, Çулавăç, Юлăш ял Совечĕсен тата ял администрацийĕсен, çавăн пекех районти финанс пайĕпе Элĕкри тĕп больницăн 2444 ĕçне картун курупкасене пуçтарса хунă.

Элĕкри муниципалитет архивĕ кăçалхи 9 уйăхра Тенипе Крымсарайка ял тăрăхĕсен 237 ĕçне тата «Звезда» хуçалăхăн 302 ĕçне упрама илнĕ. Юнтапа, Крымсарайка ял тăрăхĕсен тата «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕн ĕçĕсен номенклатурине тума килĕшÿ тунă.

Архив пулăшăвĕпе 1456 çын усă курнă, вĕсене 22 ĕçпе тивĕçтернĕ, ĕç докуменчĕсене 87 копи тунă. Архивра ĕçлекенсем район администрацийĕн пуçлăхĕн отчечĕн кунĕ тĕлне «Элĕк районĕ 1941-1945 çулсенче аталанни» курав йĕркелерĕ, апрель уйăхĕнче «Архиври каç» акцие те хастар хутшăнчĕ.

Литература çулталăкне халалласа Элĕк шкулĕнче 4 «б» класра вĕренекенсемпе архивра экскурси ирттертĕмĕр. Ачасене районти архив историйĕпе, «Манăн культура учрежденийĕ - историпе хальхи» сăн ÿкерчĕксен куравĕпе паллаштартăмăр.

Çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Муниципалитет учрежденине пурĕ 296 ыйту килнĕ. Вĕсенчен 246-шне пăхса тухрăмăр, 210 ыйтăва тивĕçлĕ хурав патăмăр. Архив справкисемпе вăхăтра тивĕçтерессине те малти вырăна хуратпăр.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика