Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕ Андрей Чибис ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ
22.02.2019Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕ Андрей Чибис ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Андрей Чибис: «Созданная в Чувашии база позволит сделать быстрый рывок в реализации проекта «Умный город»Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕ Андрей Чибис ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа хулан хутлăхне хăтлăлатас тата ăслă хула проектсем пирки тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев   Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерствине Чăваш Ене пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕпетнĕ указа  регионта пурнăҫа кĕртессипе сахал мар тĕрев панине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Енре наци проекчĕсем хăватлăн пурнăҫланса пыраҫҫĕ. Вăл шутран хула хутлăхне хăтлăлатасси те кирлĕ пек шайра пулса пырать. 20172018-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе 15 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче 116 объекта тирпейленĕ, ҫуртсем таврашĕсене илемлетнĕ. Спорт, культура, социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене тĕпрен ҫĕнетнĕ.   Пурĕ тĕрлĕ бюджетран 600 млн тăкакланă, вĕсенчен федераци бюджетĕнчен – 533,7 млн, республика хыснинчен – 28,5 млн, вырăнти бюджетран – 31,6 млн уйăрнă. Халăх массăллă канакан вырăнсене хăтлăлатма 2019 ҫулта 400 млн уйăрма тĕллев лартнă, кăтарту сахал мар, 1,4 хут пысăкрах пĕлтĕрхинчен.

«Чувашия – сердце Волги»  туризм енĕпе пăхса хăварнă комплекса хута яма Чăваш Ен 1,8 млрд тивĕҫессине хыпарланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  2019 тата 2020-мĕш ҫулсенче 500 млн, 2021-мĕш ҫулта 800 млн куҫасси те планра пуррине асăннă вăл. Хулан Мускав ҫыран хĕррине ҫĕнетсе улăштарма, Хĕрлĕ тӳреме реконструкцилеме пулăшу куҫать.   Объектсене тĕпрен вĕҫлеме палăртнă.

«Халăхпа тăтăшах тĕл пулса канашламалла, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илмелле. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемелле»,  палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕ Андрей Чибис хăйĕн сăмахĕнче министерство РФ субъекчĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.

«Маншăн уйрăмах питĕ кăмăллă  пирĕн регион ҫине тимлĕх уйăрни. Хулан хутлăхне хăтлăлатас проекта пурнăҫа кĕртессишĕн те сахал мар тĕрев куҫарни сисĕнет. Пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсене пăрахăҫласа ҫĕннисене хута ярасси ыйту та кирлĕ пек пулса пырать. Атăла сыватассипе пăхса хăварнă проект пурăҫа курăмлăн кĕрет», тенĕ Андрей Чибис.   Ҫитес 4 ҫул хушшинче 4 млрд ытла тенкĕ тăкакланасси те куҫкĕретех тенĕ сăмаха тăсса. Халăха паха шывпа тивĕҫтересси кун йĕркинче, ăна та пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла.

«Ăслă хула» проектпа ĕҫлессипе Шупашкар хули тĕслĕх вырăнĕнче. Хамăр ҫĕршывшăн кăна мар, тĕнчешĕн те пĕлтерĕшлĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕ право хуралĕнче тăрăшакансен ĕҫне пысăка хурса хакланă, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине палăртнă. Хуласенче фотофиксаци ăнăҫлă ĕҫлет, шăпах та вĕсем хулана хăрушсăрлăхпа тивĕҫтереҫҫĕ тенĕ вăл. «Ҫулсем ҫинче тирпейлĕх хуҫаланать, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех. Питĕ паха. Ыттисемшĕн регион ырă тĕслĕх вырăнĕнче»,   палăртнă вăл.  

«Эпир тапхăр-тапхăррăн «Ăслă хула» проекта пурнăҫа кĕртсе пыратпăр. Ĕҫсене комплекслă пурнăҫлама тăрăшатпăр. Тĕп тĕллев халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартасси», тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Канашлура ертӳҫĕсем Чăваш Енри пĕр аслă вĕренӳ учрежденийĕн ҫумĕнче смарт-сити факультет уҫасси пирки ыйту ҫинчен те чарăнса тăнă.  «Ҫĕршывра нихăш регионта та кун пекки ҫук.  Наукăна ҫĕнĕ ӳсĕм кĕртĕ.  Чи кирли вара, пултаруллă ҫамрăк яш-кĕрĕме тупса палăртма меллĕ пулĕ.  Пысăк технологине ăнланса пыракансен йышне те ӳстерме пулăшĕ», – тесе сăмаха  хушса каланă Андрей Чипис.  

Ларура  ертӳҫĕсем ытти актуаллă ыйтусем тавра та сăмахланă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика