Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Сергей Шелтукова асăнса «Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче хоккейла выляссипе ăмăрту иртнĕ
14.09.2018Сергей Шелтукова асăнса «Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче хоккейла выляссипе ăмăрту иртнĕ

Чăваш Республикин спорт министрĕ пулса ĕҫленĕ Сергей Шелтукова асăнса «Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче хоккейла выляссипе Республика Правительствипе Патшалăх Канашĕн команди хушшинче ăмăрту иртнĕ. Ку хутĕнче спорт вăййине тухнисем хура лента ҫыхса хурлану кунне паллă тунă. Юлташла  ăмăртăва пĕр минутлăха шăплăха тытнинчен пуҫланă.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Сергей Шелтуков спортра яланах тĕп вырăн йышăннине, Чăваш Республикин Правительствин спорт ушкăнĕнче ăна ҫитекенни пулман тесе хакланă. «Кирек епле ыйтăва тухăҫлă татса парас тесе вăл ялан тĕрĕс ҫул-йĕр шыранине каланă. Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн вăл ырми-канми тăрăшнине те асăннă регион Пуҫлăхĕ. Командăна пĕрлештерсе тăракан вăй яланах ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳрет», палăртнă республика Ертӳҫи.

Паллă ентешĕмĕре асăнса йĕркеленĕ турнир ăмăртăвĕ, Сергей Шелтуков Чăваш Республикин Правительствинче вăй хунă  команда мала тухнипе вĕҫленнĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика