Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Пĕрлехи сасăлав кунĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» парти членĕсем 46 мандадран 44-шне ҫĕнсе илнĕ
09.09.2019Пĕрлехи сасăлав кунĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» парти членĕсем 46 мандадран 44-шне ҫĕнсе илнĕ

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе тата Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем Чăваш Енре иртнĕ суйлав ĕҫĕн малтанхи кăтартăвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă.

Раҫҫей Федерацийĕн 85 регионĕнче авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикинче регионти Патшалăх Канашне депутатсене сасăламалли хушма суйлав пулнă. Кунсăр пуҫне халăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи депутатсене те суйлавра сасăланă.  

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче республикăра суйлав лайăх иртнине хыпарланă.  Республикăра Патшалăх Канашĕн пĕр депутатне тата вырăнти хăй тытăмлăхăн 45 депутатне суйланă. Суйлав, ун шучĕпе, ăнăçлă иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлава хастар хутшăннă — чылай районта кăтарту 90% та иртнĕ. Пур çĕрте те мандатсен хуçисем паллă. Палăртмалла, уйрăм районсенче хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче суйлава халăх 90 процент ытла хутшăннă. Кăтартусем тăрăх ҫакă паллă: Патăрьелсем, Вăрнарсем, Канашсем, Каҫал енсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Сĕнтĕрвăррисем, Вăрмарсем, Ҫĕрпӳсем, Ҫĕмĕрле районĕсем  ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Шупашкар  хулинче  22,4 процент халăх суйлава хутшăннă.  

Суйлавра ку хутĕнче мĕнпур суйлавҫăсенчен  47,4 проценчĕ Елена Васильевăшăн сасăланă, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма шаннă. Вăл Пĕтĕм Раҫҫейри  «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн членĕ. Суйлавра иккĕмĕш вырăна Николай Каракулов тухнă (КПРФ парти членĕ) уншăн 18,66 процент халăх хăйсен сассисене панă, виҫҫĕмĕш вырăна Андрей Никитин  («Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» парти членĕ)  уншăн 16,27% суйлавҫăсем сасăланă, тăваттăмĕш вырăна  Олег Паутов (СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ) тухнă, вăл кандидатшăн 12,99 процент сасăланă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче сасăлав йĕркеллĕ иртнĕ, халăх ытларах «ЕДИНАЯ РОССИЯ» парти членĕсемшĕн сасăланă. Паллă, вĕсем ыттисене кая хăварса мала тухнă.  

Суйлава хутшăннисене пурне те Александр Цветков тав тунă. Ку хутĕнче те палăртнă мероприяти ҫӳллĕ шайра иртнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Суйлав комиссийĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман, кандидатсем кăмăллă. Право хуралĕнче тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлани те куҫкĕретех», –  тенĕ  Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем республикăра суйлав саккунпа килĕшӳллĕн ҫӳллĕ шайра ирттĕр тесе самай витĕм кӳнине палăртнă.  Суйлавра вăтамран 50 пин ытла ҫын хутшăннине хыпарланă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те тӳрĕ кăмăлпа саккунсене пăхăнса яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав тунă.  Чăваш Енре 2020-мĕш ҫулта пысăк ĕҫ пулать тесе каланă регион Ертӳҫи. «Пирĕн тĕллев – малашне те таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлесе пырасси. Ҫивĕч тупăшусенче яланах таса чунлă кандидатсем мала тухмалла», – тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика