Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне Ҫырупа тухнă
01.03.2018Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне Ҫырупа тухнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в церемонии оглашения ежегодного Послания Президента России Владимира Путина Федеральному СобраниюПуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне Ҫырупа тухнă, мероприяти Мускаври «Манеж» Тĕп курав центрĕнче иртнĕ. 

Палăртнă мероприятине Федераци Канашĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Правительствин пайташĕсем, Аслă судсен ертӳҫисем, Раҫҫейри субъектсен Пуҫлăхĕсем, РФ регионĕсенчи Патшалăх Канашĕсен Председателĕсем, обществăлла организацисен ертӳҫисем, РФ МИХсенче ĕҫлекенсем пуҫтарăннă. Асăннă пулăма Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Енри Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков пулнă. 

Ҫĕршыв Президенчĕ хăйĕн Ҫырăвĕнче социаллă тата экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсем пирки анлăн чарăнса тăнă. Раҫҫей оборонине ҫирĕплетсе вăйлатассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра каланă, халăха хăрушлăхсăрпативĕҫтересси малти вырăна тухса тăнине палăртнă. 

Владимир Путин ҫĕршыва пĕтĕмпех хăрушсăрлăхпа тата тăнăҫлăхпа туллин тивĕҫтернине пĕлтернĕ. Пурнăҫăн кирек-епле сфери валли те ҫителĕклĕ таран условисем хатĕрлесе тăратнине асăннă. «Паянхи пурнăҫ таппинче Раҫҫей чи хăватлă та вăйлă ҫĕршыв пулса тăчĕ. Оборона, экономика ҫирĕп вăй илсе аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, потенциал та пысăк», - тенĕ вăл. 

Ҫемьесенче ҫителĕклĕх хуҫаланни, халăхăн ырă пурнăҫне ҫирĕплетсе парать. Калăпăр, 2000-мĕш ҫулсенче 42 миллион ҫын чухăннисем шутĕнче тăнă. Ҫак ҫĕршыври мĕнпур граждансенчен 30 проценчĕ шутланнă. 2012-мĕш ҫул тĕлне ҫак кăтартăва 10 процента ҫити чакарма май килнĕ. Пуҫласа халăхăн вăтам ĕҫ укҫин шайĕ пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫипе танлашрĕ. 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ҫак ĕҫ пурнăҫа кĕме пуҫлать. Кун пек йышăну туни ҫĕршыври 4 млн ҫыннăн пурнăҫне ырă енне улăштарма витĕм кӳресси те паллă. 

Владимир Путин халăха тивĕҫлĕ ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтермелли пирки те чарăнса тăнă. Енчен те ҫынсен ĕҫ укҫи лайăх пулсан, вĕсен ĕҫлеме кăмăлĕ те хăпарать, малашлăх патне туртăнни те куҫкĕретех пулĕ. Ҫитес вунă ҫул хушшинче граждансен тупăшне ӳстерсе пырассишĕн пурин те тĕллевлĕн ĕҫлеме пуҫламаллине каланă, ăна пурнăҫа кĕртме ятарлă комплекслă план йышăнса хăвармаллине асăннă. Ултă ҫул хушшинче вара чухăннисен шутне вăтамран пĕр икĕ хут та пĕчĕклетме тĕллев лартмаллине уйрăммăн палăртнă. 

Аслă ҫулсенчи ҫынсене те социаллă пулăшусемпе тивĕҫтересси кун йĕркинче пулмаллине каланă паянхи Ҫырура ҫĕршыв Президенчĕ. 

Экономика ыйтăвне хускатнă май, Владимир Путин тĕнчери чи вăйлă аталанса пыракан пиллĕк ҫĕршыв хушшинче кăна Раҫҫейĕн тăмалла мар, чи малти вырăна ҫитессишĕн ĕҫлемеллине каланă. «Тĕллев пысăк – анчах пирĕн ăна пурнăҫлассишĕн тăрăшмалла. Эпĕ ҫакна шансах тăратăп», – тенĕ ҫĕршыв Президенчĕ. 

Виҫĕ ҫул хушшинче яслисенче 270 пин ытла ачана вырнаҫтармаллăх вырăн хатĕрлеме тĕллев лартнине асăннă ҫĕршыв Президенчĕ.  Ҫак ыйтăва туллин пурнăҫлама РФ регионĕсене федераци хыснинчен 50 млрд тенкĕ куҫарма пăхса хăварнă. «Вĕрентĕве аталантарас» патшалăх программипе килĕшӳллĕн, федераци бюджетĕнчен 2018–2019-мĕш ҫулсенче 336 млн 104,6 пин тенкĕ тивĕҫесси те паллă.  Икĕ ҫултан пуҫласа виҫĕ ҫула ҫитекен ачасене ача пахчине вырнаҫтарма хушма 2,5 пин  вырăн йĕркеленесси куҫкĕретех. Тепĕр пысăк самант пирки те чарăнса тăмалла, халăхăн пурăнас ĕмĕрне 80 ҫула ҫитиччен тăсасси.  «Сывă ĕҫлеме пултаракан ҫынсене упраса хăварасси тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Чир аптратман ҫын вăл яланах активлă, унăн пурнăҫ ҫулĕ те пĕр тикĕс аталанса пырать», – тенĕ вăл.

Чăваш Республикинче пуҫласа историлле пулăм пулса тăчĕ, халăх 72 ҫултан та иртсе пурăнни пурсăмăра та хавхалантарать. Кун пекки тахҫантанпах лайăх кăтарту регионта пулман тесен те йăнăш мар. Сывлăх сыхлавĕн пайне виҫĕ шайлă аталантарса пыни, пысăк технологиллĕ  медицина хатĕрĕсемпе ĕҫлени ҫынсене вăраха кайса чирлекеннисен йышне самай пĕчĕклетме витĕм кӳнĕ. «Ҫулран ҫул йывăр чирлисен шучĕ сахалланса пырать, халăха вăхăтра чир-чĕртен сыватни куҫкĕретех. Ҫав вăхăтрах пирĕн ҫакна лайăх ăнланмалла, медицина ҫине кăна шанса пурăнмалла мар, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассишĕн тăрăшмалла, сывлăха упрама вĕренмелле, тĕрĕс апатланмалла, спорта ытларах кăмăлламалла», – тесе каланă кăҫал нарăс уйăхĕнче Сочире иртнĕ инвестици форумĕнче «Сывлăх сыхлавне ҫĕнĕлле аталантарас» темăпа  ирттернĕ канашлура, хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

РФ Федераци Канашне янă Ҫырура ҫĕршыв Президенчĕ  хуласемпе ял тăрăхĕсене аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та сăмах хускатнă. Ку енĕпе йышăнакан программăсене тата та анлăлатмалли пирки палăртнă. Ҫитес 6 ҫул хушшинче программăсене пурнăҫа кĕртме тăкаксен пайне  икĕ хут та ӳстерсе пымаллине асăннă.

Ялсенче инфратытăма ҫĕнетесси те кун йĕркинче пулмаллине каланă. Хуласен сăн-сĕпатне улăштарасси, ҫул-йĕрсене тирпейлесе тăрасси те кулленхи ĕҫре тăмалла тенĕ. «Халăхăн пуҫаруллă шухăшне яланах тĕпе хумалла, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла.  Кун пирки эпир пĕр хуччен ҫеҫ мар калаҫу хускатнă.  Халĕ те эпĕ ячĕшĕн кăна каламастăп, тĕллевсене пурин те туллин пурнăҫламалла», – тесе ҫирĕппĕн каланă Раҫҫей Президенчĕ.

Иртнĕ ҫултан пуҫласа Чăваш Республикинче «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем», «Хула пурнăҫне хăтлăлатасси» патшалăх программисем хăватлă пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Ҫак пуҫаруллă проектсене РФ Президенчĕ пĕтĕмпех йышăнса хăварнă. Ялсемпе хуласенче пурăнма условисем лайăхланнишĕн, халăх ҫав тери хĕпĕртет. Палăртса хăвармалла, ҫак проектсемпе Чăваш Республикинче пĕтĕмпе ҫуртсем таврашĕнчи 73 объекта тĕпрен ҫĕнетнĕ, 95 ҫухрăтм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене сарнă, пĕр сăмахпа каласан, сахал мар ĕҫ йĕркелесе ирттернĕ субъектра. Кăҫал та ҫак ҫӳлерех асăннă программăсемпе малалла ĕҫлеме плана кĕртсе хăварнă.  

Ҫулсерен Раҫҫейре пурăнакан 5 млн ҫемьесен хăйсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалла тесе каланă ҫирĕппĕн РФ Президенчĕ Владимир Путин.  Апла пулсан, граждансен шалу укҫин виҫине ӳстерессишĕн тăрăшмалла, кредитсен ставкисене те пĕчĕклетмелле тенĕ вăл Ҫырăва малалла вуланă май.

Пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтересси те РФ Федераци Канашне янă Ҫырура тĕп вырăн йышăнать. 2019–2024-мĕш ҫулсенче вăтамран ҫулталăкра  уйăракан укҫан виҫи 4 процента ҫити хăпарса пымалла, анчах та 5 процентран та иртсе пырсан ҫав тери чаплă пулĕ тенĕ вăл.  Ытларах паянхи пурнăҫра профилактика ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă ҫĕршыв Пуҫлăхĕ.  Рак чирĕпе чирлекенсене сиплеме комплекслă мерăсем йышăнмалли те малти вырăна тухса тăмаллине палăртнă. Онкологи центрĕсене модернизацилесси те кун йĕркинчех пулмаллине асăннă.   Чир-чĕре малтанхи тапхăрсенче тупса палăртса сиплени, халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ҫынсем рак чирĕсенчен хăтăлса юлассине асăннă.

Чăваш Республикинче виҫĕ шайлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ҫав тери лайăх пулса пырать.  Медицина ĕҫченĕсем хăйсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыни куҫкĕретех. 2013 ҫултан пуҫласа регионта пĕтĕмпе хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 152 ФАП уҫнă, 2020-мĕш ҫул тĕлне регионти кашни виҫҫĕмĕш ФАПа тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртсе хăварнă. Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче 11 ҫĕнĕ поликлиника хута янă.  Ачасем, аслă ҫулсенчисем валли сиплев учрежденийĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килеҫҫĕ. Республикăра 44 сиплев учрежденине тĕпрен юсанă.

Онкологи центрĕ республикăра ҫирĕп аталанса пырать, чирлисене ҫĕнĕлле технологисене тĕпе хурса сиплесе пыраҫҫĕ. Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче Чăваш Республикинче ракпа чирлесе вилнисен шучĕ  8 процента ҫити чакнă, апла пулсан медицина хăватлă пулни куҫкĕретех. Халăх ҫак чиртен сыхланса юлни, сывă пурнăҫа таврăнни сисĕнет. Тахҫан маларах, чирпе аптракансен, пурăнас пирки шанăҫ ҫухалнă пулсан, халĕ вĕсем пачах та урăхла ҫак усал чир ҫине пăхаҫҫĕ, медицина пайĕнче тăрăшакансем вĕсене пурнăҫ парнелени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кун пирки шикленмеҫҫĕ, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ пурне те чир-чĕрсенчен ҫăлса хăварнине ĕненеҫҫĕ. Пуласлăхра тепĕр пысăк терапи – ядерлă медицина вăй илесси паллă, ăна та онкологи центрĕнче уҫма плана кĕртнĕ.

Раҫҫей Президенчĕ хăйĕн Ҫырăвĕнче халăхăн ĕҫ  укҫине ӳстерсе пымалли пирки асăннă, экологи ыйтăвĕ, культура, вĕренӳпе наука, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе те курăмлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.

Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстересси, халăха  пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтересси региона лайăх пулса пырать.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики ку асăннă ыйтупа Раҫҫей Правительстви палăртнă пилотлă 16 субъект хушшине кĕрсе юлнă. 2018 ҫултан пуҫласа республикăри пысăк предприятисем ҫак ĕҫе пурнăҫа кĕртсе пырассипе тăрăшасси те паллă. Вĕсем хăйсен организацийĕсене модернизацилеме тĕллев лартаҫҫĕ, тухăҫлăха ӳстерме плана кĕртеҫҫĕ,  чи кирли – шалу укҫине ӳстерсе пырассипе те кулленех тăрăшма палăртаҫҫĕ.

Ҫырура Раҫҫей Президенчĕ хăрушсăрлăх теми ҫине те тимлĕх уйăрнă. Хĕҫ-пăшаллă вăйсем хăватлăн ҫирĕпленсе пынине уҫăмлăн каланă, тулаш политика ыйтăвĕсем те пысăк вырăн йышăннине асăннă.  

РФ Президенчĕ Ҫырăва пĕтĕмлетнĕ май, ҫапларах каланă: «Пирĕн пĕрлешсе ĕҫлени – пысăк ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳрет. Ҫитес ҫулсенче тата та хăватлăрах аталанса пырассишĕн тăрăшмалла.  Пурсăмăрăн та пĕрле тăрăшса, пĕр чăмăра пухăнса, лартнă тĕллевсем патне ҫитессишĕн, мĕнпур вăйсене пухса, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пымалла», - тенĕ ҫĕршыв Президенчĕ.    

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика