Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче кăҫал ҫурхи ĕҫсене ытти ҫулхисенчен чылай лайăхрах пурнăҫласа пыраҫҫĕ
20.05.2019Чăваш Республикинче кăҫал ҫурхи ĕҫсене ытти ҫулхисенчен чылай лайăхрах пурнăҫласа пыраҫҫĕ

Ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председтелĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов паянхи кун тĕлне республикăра ҫурхисене 209,7 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнине хыпарланă.  Планпа пăхса хăварнинчен 87,2 процент пулать тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май. Чи нумай лаптăксем акса хăварнă районсем пирки те чарăнса тăнă, вĕсем: Елчĕксем, Патăрелсем. Палăртнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ вăл.  

Кăҫал ҫурхисене акма ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче тухнă. Пĕлтĕрхинчен 11 кун маларах тухни сисĕнет.  Уй-хир ĕҫĕсене ăнăҫлă хатĕрленнине кура, кăҫал кăлтăксемсĕрех ҫурхисене акса пынине палăртнă вăл. Кĕрхисем пĕтĕмпех лайăх упранайман, ăна пула юрăхсăра тухнă ҫĕр лаптăкĕсене ҫĕнĕрен тирпейлесе хăвармалла, ҫак ĕҫ те кун йĕркинчех тăнине асăннă вице-премьер.  Республикăра пурĕ кĕрхисем 50,9 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче вăй илменни сисĕнкелет. Паянхи кун палăртнă кăтартуран 41,3 пин га ҫĕр лаптăкне ҫĕнĕрен  акса хăварма та ĕлкĕрнĕ.

Регион кăҫалхи ҫул 439,6 млн тăкак тӳснĕ. Ĕҫ хучĕсене пĕтĕмпех тĕрĕслев витĕр кăларса Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствине илсе ҫитернине каланă сăмаха тăсса вице-премьер.  Республикăра рапс сахал мар акса хăварнă. Кăҫал кăтарту 9,7 пин га танлашать. 2018 ҫулта ҫак культурăна 4,5 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă пулнă.

Ҫĕр улмине 4,4 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче лартнă. Пĕлтĕр ҫак тапхăрта пурĕ 4,2 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тирпейленĕ.   

Регионта хăмла лартса ҫитĕнтерес ĕҫ те хĕрӳ пырать, хуҫалăхсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  

Пахча ҫимĕҫ культурисене те аванах хуҫалăхсем лартаҫҫĕ: кишĕр, кăшман, купăста уйĕсем ешерсех пыраҫҫĕ. Сухан хуҫалăхсем чылай лартаҫҫĕ, ăна сутсан тупăшĕ пысăк пулнине лайăх чухлакалаҫҫĕ хресчен фермер хуҫалăхĕсем.

2019 ҫулта Чăваш Енри АПК тĕрев пама патшалăх енчен 2,7 млрд пăхса хăварнине асăннă вице-премьер.  

Уйри ĕҫсене вăхăтра пурнăҫласа пыни, тухăҫлăха ӳстерет тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, выльăх апатне хатĕрлессипе те ҫак кунсенчех хуҫалăхсем тухма пултарĕҫ, апла пулан, вăл ыйтăва та вăхăтра татса пама чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика