Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей-Куба Ĕҫ Канашĕн X-мĕш ларăвне тата куравне хутшăннă
18.09.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей-Куба Ĕҫ Канашĕн X-мĕш ларăвне тата куравне хутшăннă

Михаил Игнатьев в Москве приветствовал участников X заседания Делового Совета Россия – Куба и посетил выставку «Куба в России – 2019»  Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Мускав хулинче. Унта Пуҫлăх паян Раҫҫей-Куба Ĕҫ Канашĕн X-мĕш ларăвне хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче мероприятине пухăннисене саламланă май Чăваш Енпе Куба хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнине хыпарланă. Суту-илӳпе экономика пайĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленине те асăнса хăварнă.

«Экономикăн тĕп секторĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр. Ытти направленисемпе те тĕллевлĕн ĕҫлени куҫкĕретех.  Икĕ ен хушшинчи ҫыхăну ҫирĕпленсе вăй илсе пырать. Чăваш Республикин тĕп хулипе – Шупашкарпа тата  Куба  хулипе Санта–Клара 2004-мĕш ҫултанпах туслă ĕҫлĕ ҫыху тытса пыраҫҫĕ.  Ҫĕршыв экономикине модернизацилессипе Куба ертӳлĕхĕ ятарлă курс ирттерет. Чăваш Енĕн предприятийĕсем вăл ĕҫе хутшăнма хатĕр. Куба экономикине ҫĕр вуншар пине яхăн тĕрлĕ тавар кăтартса пама пултараҫҫĕ. Калăпăр медицина тытăмĕнчи ҫĕнĕлĕхсем уйрăмах питĕ кăсăклă.  Чăваш Республикинче пысăк медицина технологисен витĕмлĕхĕпе ĕҫлекен учрежденисем чылай.   Вĕсенчен пĕри – Федерацин травматологи, ортопеди тата и эндопротезировани центрĕ, МНТК «Микрохирургия глаза» тата ыттисем те. 2018 ҫулта пирĕн регионта медицина кластерĕ 22 пин ытла операци ĕҫне пурнăҫланă», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  

Паянхи пурнăҫ таппинче, глобализаци тапхăрĕнче гуманитари сфери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Культура пайĕнче те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырассишĕн тăрăшмалла. Чăваш Республикишĕн Куба Республикипе культура тытăмĕнче ăнланса ĕҫлесе пырасси - приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Икĕ республика пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем пурнăҫлассишĕн тимлеҫҫĕ, пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма пикенеҫҫĕ. Гуманитари ҫыхăнăвĕсене анлăлатас тĕлĕшпе, ҫамрăксене вĕрентсе пырас, Куба культурине, историне ҫитĕнекен ăрăва парнелес тесе 2017 ҫулта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта Раҫҫей Обществипе Куба туслăхĕ регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн регионти уйрăмне йĕркелесе янă.

«Раҫҫей Обществипе Куба туслăхĕн ертӳлĕхне Алексей Михайлович Лаврова тата  Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин  Чрезвычайлă тата  и Полномочиллĕ Посолне Херардо Пеньяльвер Портала Чăваш  Республикипе Куба хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене тытса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем калатăп.   Малашне те Чăваш Ен Куба Республикипе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр. Экономикăра анчах мар, культура пайĕнче те ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртсе пыма шантаратпăр. Пĕр-пĕрин пуян опытне ăша хывса пысăк ҫитĕнӳсем тăвассишĕн яваплăха туйса ĕҫлеме тăрăшăпăр.  Пирĕн туслăх ҫирĕп, регион Сире яланах хапăл туса кĕтсе илет!», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫей-Куба Ĕҫ Канашĕн X-мĕш ларăвĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, сумлă хăнасемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куба Республикин куравне пăхса ҫаврăннă, ҫĕнĕлĕхсене курса хакланă, наци культурипе паллашнă.  

«Экспоцентр» территорийĕнче темиҫе кун хушши  тĕрлĕ уҫă куравсем пулĕҫ.  Ҫĕнĕлĕхсемпе паллашма условисем хатĕрлесе тăратнă.  Куба Республикин йăла-йĕркипе культура тытăмĕ ҫинчен анлăрах хăнасем паллашма пултарĕҫ. Куба партнерĕсемпе унта мероприятисенче  «ЧЕТРА» ТМЯО, НПП «ЭКРА» ТМЯО, АБС Электро, «Хевел» тата ытти предприятисем уҫă калаҫусем ирттерме тĕллев лартнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика