Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  2017 çулта Чăваш Ен халăхĕ валли тата та 2 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленет
20.03.20172017 çулта Чăваш Ен халăхĕ валли тата та 2 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен планеркăра, 2017-мĕш çулта кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республика хыснине епле пурнăçланине, Чăваш Енре промышленноç аталанăвĕн малтанласа палăртнă ĕç кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерсе тухнă.  Чи малтан Михаил Игнатьев кăçал икĕ уйăх хушшинче промышленноç производствин калăпăшĕ 106, 2 процента çитнине ырă хыпара каланă, республика бюджечĕн тупăш пайĕ те сахал мар ӳснине палăртнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимр Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, çӳлерех асăннă тапхăра регионта таварсен калăпăшĕ чылай хăпарнине пĕлтернĕ. «Республика импорта улăштарассипе йышăннă программăна туллин тивĕçтерет. Республикăра кĕçех уйрăм организацисем çĕршывшăн паха таварсем калăплама пуçлĕç.  Хальхи вăхăтра промышленноç предприятийĕсем пĕтĕмпе çĕнĕ 43 проект пурнăçа кĕртеççĕ, вĕсене валли 30 млрд ытла тăкаклама палăртнă. Вĕсенчен 18 проектне кăçал республикăра хута ярасшăн.  Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, халăх валли тата та 2 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленет», - тенĕ Владимир Аврелькин.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджечĕн тупăш пайĕ  çӳлерех асăннă тапхăрта 5652,3 млн танлашнине каланă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 126,4 процент ӳснĕ. Бюджетăн харпăр хăй тупăшĕ вăй илсе пырать, 36,1 процента çитнĕ, налуксем те чылай пуçтарăнаççĕ, ӳсĕм 40 процентпа танлашать. «Республика Правительстви федераци министерствисемпе килĕшӳ хучĕсене сахал мар алă пусса çирĕплетнĕ. Çаксем пĕтĕмпех халăх ыйтăвĕсене туллин тата вăхăтра пурнăçлама витĕм кӳреççĕ», -  тенĕ Михаил Игнатьев

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем муниципалитет пурлăхĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Чăваш Енри тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова хăйĕн докладĕнче муниципалитет ертӳçисене парăмсем пур предприятисемпе тата организацисемпе çивĕчрех ĕçлеме хушнă. Енчен те парăмсем çĕршер миллион пухăнса кайнă пулсан, вĕсене явап тыттармаллине каланă.  

 Мурманск облаçĕнче официаллă çулçӳревре пулни пирки  каласа кăтартнă ертӳçĕсем.  Килĕшӳ ĕç хутне алă пусса çирĕплетнине тепĕр хут аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев. Çитес вăхăтра икĕ субъект хушшинчи анлă ĕçлĕ çыхăнусене сарма тĕллевсем палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика