Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство членĕсемпе эрнесерен пулакан планеркăра уй-хир ĕҫĕсене тарăн сӳтсе явнă
07.10.2019Правительство членĕсемпе эрнесерен пулакан планеркăра уй-хир ĕҫĕсене тарăн сӳтсе явнă

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе эрнесерен пулакан планеркăна ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем уй-хир ĕҫĕсене тарăн сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта пурĕ 712 пин тонна тыр-пула тĕшĕленĕ, пĕр гектартан тухăҫа 27 центнер пухса илнĕ.   

Республикăра 9 районта ҫĕр улмине тĕпрен пухса кĕртнĕ.  Хăш-пĕр хуҫалăхсен 700 га тухăҫа пуҫтарса илмелли паянхи куна тăрса юлнă-ха.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр хуҫалăхсенче ҫĕр ĕҫченĕсем тавар илемлĕ упрантăр тесе комбайн пур ҫĕртен алăпа пуҫтарма кăмăл тунине хыпарланă, 1 кг ҫĕр улмине халăх 6-7 тенкĕпе туянать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Вăрнар районĕнче кукурузăна 66 га пуҫтарса илнĕ, пĕтĕмпе 479 тонна тĕшĕленĕ. Пахча-ҫимĕҫе 259 га пухса кĕртнĕ. Палăртмалла кăҫал тыр-пул, пахча ҫимĕҫ пĕлтĕрхинчен самай чаплă, тухăҫ пысăк пулни те куҫкĕретех. Кăтарту 2 хут пысăк тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем. Хуҫалăхсм кĕрхисене 92 пин га ҫинче ӳсен-тăран курăкне акса хăварма та ĕлкĕрнĕ. Силос хатĕрлессипе те ҫĕр ĕҫченĕсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Пурĕ 104 пин тонна утă хатĕрленĕ выльăхсене валли. Сенаж – 293,2 пин тонна, силос вара пĕтĕмпе 230,7 пин тонна. Куславккара, Муркашра, Вăрмарта выльăхсене валли ятарлă ҫăнăх хатĕрлессипе тимлеҫҫĕ.

«Нимĕн те пăшăрханма кирлĕ мар, пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ ĕҫсем», – тесе каланă ял хуҫалăх министрĕ.

Мускавра юпа уйăхĕн 9–12-мĕш кунĕсенче Ылттăн кĕркунне Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче  XXI-мĕш курав иртет. Ăна валли регионтан сумлă делегаци кайма хатĕрленнине хыпарланă вăл сăмаха ҫавăрса. Делегаци Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн ĕҫлĕ ҫул ҫӳреве тухать.  «Ылттăн кĕркунне  2019» куравра ертӳҫĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене те алă пусса ҫирĕплетме тĕллев лартнă.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика