Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕн кунĕпе саламлани
12.01.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕн кунĕпе саламлани

Хисеплĕ прокуратура ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ – Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕн кунĕпе – саламлатăп!

I Петĕр патша никĕсленĕ Раççей прокуратури çĕр çул ытла «патшалăхăн шанăçлă куçĕ», обществăри йĕркелĕхпе саккунлăха шантаракан тытăм шутланать. Паян Чăваш Ен прокуратурин органĕсенче пысăк ăсталăхлă тата хăйсен ĕçне чунпа парăннă юристсем тăрăшаççĕ, вĕсем мĕнпур тытăмра саккуна пăхăннине витĕмлĕ сăнаса тăраççĕ. 

Эсир преступниксемпе тата коррупципе ăнăçлă кĕрешетĕр. Служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пынăран республикăра общество-политика тăнăçлăхĕ упранать, çынсем патшалăх влаç органĕсен ĕçне пысăка хума пуçларĕç. Прокуратура ĕçченĕсем малашне те граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хÿтĕлессе шанатăп. 

Сире çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, ĕçре çитĕнÿ сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                       М. Игнатьев 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика