Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Наци проекчĕсене пурнăҫа епле кĕртсе пынине тĕрĕслекен ятарлă ушкăн Чăваш Республикин ĕҫне пысăка хакланă, наци тĕллевĕсене хăватлăн пурнăҫласа шанса каланă
15.04.2019Наци проекчĕсене пурнăҫа епле кĕртсе пынине тĕрĕслекен ятарлă ушкăн Чăваш Республикин ĕҫне пысăка хакланă, наци тĕллевĕсене хăватлăн пурнăҫласа шанса каланă

Группа контроля за реализацией нацпроектов высоко оценила готовность Чувашской Республики к достижению национальных целейАка уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн Генеральнăй канашĕн Президиумĕн тĕрĕслев ушкăнĕ Чăваш Республикинче пулнă.

Ятарлă ушкăн наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн хута кайнă объектсене тĕрĕслесе тухнă. Экологи, халăха ĕҫпе тивĕҫтересси, сывлăх сыхлавĕпе демографи лару-тăрăвĕсене тарăн тĕпченĕ вĕсем, строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Пăр керменĕпе, Кадет корпусĕнче те пулнă, «Ҫеҫпĕл» АХО тата ытти тĕрлĕ предприятисемпе организацисене те ҫитсе килнĕ.

Ĕҫлĕ ҫул ҫӳрев хыҫҫăн, Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле канашлу ирттернĕ.    

Канашлу вăхăтĕнче тĕрĕслев  ушкăнĕ хăйсен сĕнĕвĕсене тăратнă, республика наци проекчĕсемпе пысăк ҫитĕнӳсем туса пыма хатĕррине ҫирĕплетнĕ. Сăмах май, хăш-пĕр сĕнӳсем панă.

РФ Федераци Канашĕн Комитет членĕ, тĕрĕслев ушкăнĕн ертӳҫин ҫумĕ Владимир Кравченко хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче ырă енсем пуррине, ĕҫлесе пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклине ҫирĕплетнĕ.

 «Наци проекчĕсем пурнăҫланас умĕн мĕнпур объектсене туллин пăхса тухса хакларăмăр. Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтăва та тĕплĕн сӳтсе яврăмăр. Предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсемпе тĕл пулса калаҫрăмăр, граждансен  сĕнĕвĕсене шута илтĕмĕр, чăнласах та ĕҫ тухҫлăхне, ҫитĕнӳсене курса ĕнентĕмĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май.

Владимир Кравченко объектсенче уйрăм ыйтусем пирки те чарăнса тăнине асăннă, федераци шайĕнче татса памалли пирки те сăмахланă вăл. Калăпăр, «Ҫеҫпĕл» предприятийĕн таварĕсене экспорта куҫарасси те кун йĕркинче. Промышленноҫа аталанма витĕм кӳресси актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Чăваш Енре ĕҫлĕ визитпа тĕрĕслев ушкăнĕ пулнă хыҫҫăн, вĕсем хăйсен сĕнĕвĕсене тăратĕҫ, Чăваш Республикине анчах мар, Раҫҫей Федерацийĕн мĕнпур субъекчĕсене тĕрев памалли пирки ыйтусене хускатĕҫ.   

Наци проекчĕсенчи палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе регионти предприятисемпе организацисем курăмлă ĕҫлесе пынине те каланă ертӳҫĕсем.  Сывлăх сыхлавĕпе спорта, экологи ыйтăвĕсем ҫине те пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Ытти субъектсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар тенĕ вĕсем.

Хăнасем ҫак палăртнă кун, республикăри районсенче ФАПсем кулленех ҫĕнелсе пынине курса ĕненнĕ. Палăртма кăмăллă, 2018 ҫулта пурĕ ҫĕнĕ 50 ФАП хута янă.  Халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси те кирлĕ пек шайра пулса пырать Чăваш Республикинче. Халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсас тĕллевпе те республикăра чылай программа ăнăҫлă пурнăҫа кĕрсе пырать. Арҫынсен сывлăхне упрасси ҫине те сахал мар тимлĕх уйăраҫҫĕ республикăра, патшалăхăн ятарлă программине те пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.    

Спорт ыйтăвĕ хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕслев ушкăнĕн пайташĕсем федераци шайĕнче «Атăл» стадиона инвестици программине кĕртсе хăвармалли пирки каланă, вăл ĕҫе тума хатĕррине хыпарланă.   

Пихтулинри ҫӳп-ҫап пухмалли вырăна рекультиваци туни те хăнасен кăмăлне ҫĕкленĕ.  Тĕнче шайĕнчи паха ĕҫ опытне тĕпе хурса, хăш-пĕр енсене пурнăҫа кĕртме сĕнсе  хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин депутачĕсене, РФ Федераци Канашĕн членĕсене пирĕн региона килнĕшĕн тав тунă, объектсенчи ĕҫсене курса пысăк хак панăшăн мухтанă. Ертӳҫĕсем айăккинчен курса хаклани, пире малашне тата та курăмлăрах ĕҫлесе пыма хавхалантарать тенĕ Пуҫлăх хăйĕн сăмахĕнче.    

«Кашни регионăн ырă енсем те пур, ҫав вăхăтрах ҫитмелĕхсем те ҫук мар. Ҫавăнпа та тăтăшах пĕр-пĕринпе курса, паха ĕҫ опычĕсемпе паллашмалла. Ырă енсене вĕренсе пымалла. Эсир, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Федераци Канашĕн пайташĕсем пулнă май, Раҫҫейри мĕнпур субъектсене ĕҫлеме хавхалантаратăр, май килнĕ таран тĕрев паратăр. Регионсен интересĕсене те хӳтĕлеме тăрăшатпăр. Чăваш Енре пурăнакансен ячĕпе сире пурсăра та тав тăватăп», — тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме регионти мĕнпур шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем хатĕр тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Канашлура парти тĕрĕслевĕн тытăмĕн презентацийĕ пулнă. Ăна тĕпе хурса, регионсенчи «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти уйрăмĕсем те ĕҫлеме кӳлĕнĕҫ. Обществăлла политика тĕрĕслевĕн алгоритмĕ пирки тарăн сӳтсе явнă.   

«Депутатсен уйрăмах анлăн тимлемелле. Ытларах вĕсем халăхпа тачă ҫыхăннă. Час-часах вĕсен умĕнче хăйсен ĕҫĕсем пирки каласа параҫҫĕ.  Енчен те пĕр-пĕр объекта хăпартса лартма йышăну тăвиччен, халăхпа курнăҫмалла, вĕсен шухăшне ыйтса пĕлмелле. Тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе граждансене явăҫтармала. Кирек-епле ыйтăва та халăхпа, специалистсемпе, экспертсемпе канашламалла, вĕсен шухăшĕпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса пымалла»,  тесе ҫирĕппĕн каланă Владимир Кравченко.     

Пурне те пĕлме:  Тĕрĕслев ушкăнне кăҫал пуш уйăхĕнче йĕркелесе янă. Ăна РФ «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн Председателĕ Дмитрий Медведев пуҫарнă.   Унăн тĕп тĕллевĕ – РФ регионсенчи ĕҫсене тухса тĕрĕслесси. Тĕрĕслев ушкăнĕн йышне 66 сенатор тата Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем кĕреҫҫĕ.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика