Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани
06.07.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн са­лам­ланине йы­шӑнсамӑр!

Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗнче виҫӗ пине яхӑн ӗҫчен вӑй хурать. Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра пула почта уйрӑ­мӗсен тытӑмӗ йӗркеллӗ аталанать, пу­лӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсем йыш­­лӑ­ланаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтри технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ.

Кӑҫал черете тытса пыма пулӑшакан тытӑма ӗҫе кӗртес­сипе ҫыхӑннӑ проект пурнӑҫланать, оборудование тата прог­рамма тивӗҫ­те­рӗвне ҫӗ­нетмелли анлӑ ӗҫ вӗҫленет. Логисти­кӑ­па тех­нологи процесӗсене лайӑхлатни почтӑпа яракан япа­ла­сен ӳссе пыракан калӑпӑшне туллин пурнӑҫлама тата кӳрекен пу­лӑшу ӗҫӗсен паха­лӑхне лайӑхлатма май параҫҫӗ.

Чӑваш Енре Раҫҫей почти хаҫат-журнал салатакан тӗп ты­тӑм шут­­ланать. Хаҫат-журналпа тивӗҫтерсе тӑрас енӗпе республика Раҫҫей­ре 7-мӗш вырӑн йышӑнать.

Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫ­ӗшӗн чунтан тав тӑватӑп.

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене чун-чӗререн ҫирӗп сыв­­лӑх тата ырлӑх сунатӑп! 

 

 Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                          Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика