Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енпе Квалификацисене аталантармалли наци агентстви хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну вăй илсе пырать
22.10.2020Чӑваш Енпе Квалификацисене аталантармалли наци агентстви хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну вăй илсе пырать

Чувашия развивает сотрудничество с Национальным агентством развития квалификаций

Юпа уйăхĕн 21-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Квалификацисене аталантармалли наци агентствин генеральнӑй директорӗпе Александр Лейбовичпа тӗл пулнӑ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенче вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан цифра трансформацийӗн чи лайӑх практикине ӗҫе кӗртмелли проекта Чăваш Ен хутшӑнассине сӳтсе явнă.

Тӗл пулура Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ, "Квалификацисене аталантармалли наци агентстви" коммерциллӗ мар организаци тата Чӑваш Республикин Суту-илӳпе промышленность палати килĕштерсе ĕҫлесси пирки калакан документа алӑ пуснă.

Республикӑри предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме килĕшӳ витĕм кӳресси паллă. Ертӳҫĕсем ĕҫ ресурсӗсен пахалӑхне йӗркелеме тата кадрсене хатӗрлемелли  тытăма лайӑхлатма тӗллев лартнӑ.

"Эпир ахаль ҫынна, ҫав шутра ҫамрӑксене, ӗҫ рынокӗнче хӑйсен вырӑнне тупма, мӗнле квалификацисем кирлине, вӗренӳ программисене мӗнле юранине ӑнланма май паракан условисем хатĕрлĕпĕр", – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Александр Лейбович.

Республика Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – кадр вӑй-хӑватне аталантарасси пулнине палăртнă Олег Николаев.

Чӑваш Енĕн Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче экономика валли пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлесси ҫинчен калакан  сахал мар мероприятисем пăхса хăварнă. Регионта ӗҫ ресурсӗсен, производство шайӗн тата пулас компетенцисен рынокне тарӑн тишкерӳ тăвас ĕҫ хĕрӳ пырать. Кадр резервĕ йĕркелеме  ҫӗнӗ майсем шыраҫҫĕ, профессионалсене пысăк конкурс витĕр тĕрĕслесе илеҫҫĕ.

Алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ – шăпах та, цифра сервисӗсене ӗҫе кӗртме пулӑшакан инструментсенчен пӗри тесе хакланă регион Пуҫлăхĕ.

"Документ пире  ĕҫсене цифрӑлас, конкретлӑ хатӗрсемпе сервиссене пурнăҫа кӗртес енӗпе йышӑннӑ   мероприятисене йĕркелесе ирттерме пулăшĕ. Ку енӗпе малалла та  пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ĕҫлĕпĕр, тӗрлӗ формӑсем шырăпăр", –хушса каланă Олег Николаев.

Квалификацисене аталантармалли наци агентствин ертӳҫи Чӑваш Ен кадр вӑй-хӑватне аталантарас енĕпе тĕллевлĕн ĕҫленине асăннă, регионăн потенциалĕ чăнласах та, пысăк тесе хакланă.  "Чӑваш Ен Пуҫлӑхне, вӗренӳ организацийӗсене ĕҫсене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе пынăшăн тав тӑватӑп", – тенӗ сăмахне пĕтĕмлетсе сумлă хăна.

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика