Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗпе Денис Мантуровпа Чăваш Республикин аталанӑвӗн программине сӳтсе явнă
13.02.2020Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗпе Денис Мантуровпа Чăваш Республикин аталанӑвӗн программине сӳтсе явнă

Олег Николаев обсудил с Министром промышленности и торговли Российской Федерации Денисом Мантуровым программу развития ЧувашииНарăс уйăхĕн 12-мӗшӗнче Мускавра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаевпа Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗ Денис Мантуров ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пурнӑҫламалли пирки ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви енчен пирĕн кураторпа программӑн мероприятийӗсене, регион аталанӑвӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрне, резервсем тата конкурентлӑ майсем пурри ҫинчен канашланă.

 Денис Мантуров хăйĕн сăмахĕнче регионăн вӑй-хӑвачĕ IT-технологисен сферинче уйрăмах пысăккине палӑртнă. Ун шучӗпе, Чӑваш Енре энергетикӑпа промышленноҫри наци хӑрушсӑрлӑх центрне туса хума пӗтӗм май пур. Уйрӑмах альтернативлӑ энергетика аталантарас енӗпе ҫитӗнӳсем пысăк тесе хакланă. "Хевел" тулли мар яваплă обществăн инвестици проекчĕ кăтартуллă пулнине палăртнă.

Калаҫу вăхăтĕнче пуҫлăхсем  Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин резерв фондӗнчен республикӑри электричество транспортне ҫӗнетме хушма укҫа-тенкӗ уйӑрассине те сӳтсе явнӑ.

"Эпир Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пурнӑҫламалли майсем пирки калаҫрăмăр. Вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстермелли конкретлӑ инструментсене пăхса тухрăмăр», - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех вӑл троллейбуссене туянас пайра тунӑ килĕшӳсем пирки те пӗлтернӗ. "Пире 1 миллиард 172 млн тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Укҫана обществӑлла транспорта туянма тăкакланăпăр. Эпир производительсемпе хутшӑнса ӗҫлеме калаҫса татӑлтӑмӑр, укҫа кӗнӗ хыҫҫӑн техника Чӑваш Республикине килсе халӑха пулӑшма тытӑнтӑр", – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Тӗлпулăва ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынокӗпе  ĕҫлекен Комитетăн председателӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Петр Чекмарев хутшӑннӑ.

Анатолий Аксаков тӗлпулура малашнехи ĕҫре мӗн-мӗн тумаллине палӑртнӑ. "Олег Алексеевич объектсене хута яма проектсем хатӗрленессе пӗлтерчӗ. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗр тытмалла тата экспертиза вӑхӑтра иртмелле", - палӑртнă РФ Патшалăх Думин Комитечӗн председателӗ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика