Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Тырă тухăçĕ пысăк
09.09.2019Тырă тухăçĕ пысăк

Ĕççи пырать — ун пирки ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа пачĕ. Тĕш тырă пÿлмесене планпа пăхнинче ытларах кĕнĕ ĕнтĕ — 645 пин тоннăна яхăн. Лаптăксен 92% пушаннă, эппин, асăннă кăтарту татах пысăкланĕ — пĕтĕмĕшле кăтарту 700 пин тонна урлă та каçас шанăç пур.

Тырă тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах — кашни гектартан 2,5 центнер нумайрах пухса кĕртнĕ. Хăш-пĕр районта пĕтĕмлетÿллĕ цифрăсем те паллă мар-ха — хуçалăхсем уçăмлатма васкамаççĕ иккен. Анчах министр пĕлет: удобренисемпе усă курман çĕрте те тухăç кăçал пĕлтĕрхинче пысăкрах пулмалла. Çĕр улми те лайăх тухать — кăлармалли тата чылай-ха. Кĕрхи культурăсене 105 пин гектар акма палăртнă, хальлĕхе 68% ытларах акнă.

Михаил Васильевич тĕп ĕçсене çак эрнере вĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ. Чăн та, вăл «кам вĕçлеймест — вĕсем наянсем» тенине Сергей Артамонов кăшт «тÿрлетме» хăюлăх çитерчĕ: «Куккурус, техника культурисем пиçсе çитеймен-ха…» Çапах хресчене кăшт хистени пăсмасть — çакă та паллă. Михаил Васильевич çуркунне чылайăшне япăх хĕл каçнă кĕрхи калчасене пăсса çĕнĕрен акмалли пирки каланине аса илтерчĕ. Хăшĕсем çакна хăлхана чикмен те — гектартан 15 центнертан ытла тырă илеймен. Кам çĕнĕрен акнă — тухăçĕ виçĕ хут пысăкрах, вĕсем пĕтĕм тăкака саплаштарса аван тупăш илеççĕ.

Хаксене илес пулсан – кунта та «тÿрлетмелли» самантсем пур. Михаил Игнатьев çак кунсенче хуçалăхсен çĕр улмине килограмне 3-5 тенкĕпех сутма тивнине палăртрĕ. Хулари лавккасемпе пасарсенче вара иккĕмĕш çăкăр 15-20 тенкĕ тăрать. «Посредниксем виçĕ хут хаклатса услам тăваççĕ», — кăмăлсăрланчĕ регион ертÿçи.

Канашлу коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлессине пырса тивекен ыйтупа вĕçленчĕ. Строительство министрĕ Алексей Грищенко çак кунсенче республикăна 4 пин ытла контейнер кÿнине çирĕплетрĕ, тата 1,1 пин ытла — çул çинче. Вĕсене çывăх вăхăтрах ялсенче вырнаçтарĕç. Михаил Игнатьев халăхран каяшсемшĕн укçа пухас ĕçе лайăхлатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Чылай çĕрте çак кăтарту аван, çав вăхăтрах хăш-пĕр районта 30% шайĕнче кăна — çакăнпа çырлахма юрамасть.

Николай КОНОВАЛОВ.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика