Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри ҫамрăксемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫи Александр Бугаев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче уҫă калаҫу ирттернĕ
11.06.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри ҫамрăксемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫи Александр Бугаев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче уҫă калаҫу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев и руководитель Росмолодежи Александр Бугаев встретились со студентами ЧГУ им. И.Н УльяноваҪĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри ҫамрăксемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ертӳҫи Александр Бугаев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче уҫă калаҫу ирттернĕ. Тĕлпулăва студентсем, тĕнче шайĕнче иртĕ конкурссенче мала тухнисем хутшăннă.  

Мероприятине ертсе пыраканĕ Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулнă. Актуаллă ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кдряшов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров хутшăннă.  

Паллă пулăма пуҫличчен, чи малтан хăнасем университетăн пурнăҫĕпе паллашнă.  Спорт комплексĕнче пулнă, хĕрсен ушкăнĕпе курнăҫнă. Ҫамрăксем баскетбол выляссипе ыттисем хушшинче чăн-чăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  

Чăваш патшалăх университетĕнче хатĕрлесе тăратнă куравсемпе те паллашнă официаллă ҫынсем пĕр пухăннă пек чухне. Паха проектсене курса хакланă. Пĕлтĕр аслă шкулта вĕренекенсем 15 проект хӳтĕлесе патшалăх грантне тивĕҫнĕ.    Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ҫамрăк яш-кĕрĕмпе пĕрле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те канашланă, тăван тăрăха юлас тесен, епле условисем хатĕрлесе тăратмалли ҫинчен сӳтсе явнă.

Калаҫăва  онлайн  мелĕпе йĕркеленĕ. Социаллă ҫыхăнура яш-кĕрĕм хăйсен ыйтăвĕсене ертӳҫĕсем патне илсе ҫитерме пултарнă.

Раҫҫейри ҫамрăксен ушкăнăн ертӳҫи Александр Бугаев хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксене пĕр-пĕринпе калаҫма Интернетра тĕрлĕ меслетсем пуррине асăннă. Тĕнчери кирек-хăш ҫĕршыва та ҫитсе килме пулнине, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашма майсем йĕркеленние каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăксене ҫĕршыва хӳтĕлеме манма юраманнине, хамăр тăрăхрах паха проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмаллине асăннă. РФ социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывмаллине чĕнсе каланă.

Сăмах май, республикăра чылай ҫĕнĕ производствăсем уҫăлнине, халăх валли тĕрлĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленнине пĕлтернĕ ҫамрăксене ертӳҫĕсем. Пысăк технологи те пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.    

И.Н. Ульянов  ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров предприятисемпе организацисене ҫамрăксемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, аслă шкулсенчен вĕренсе тухсан, тӳрех хăйсем патне ĕҫе илме тăрăшмаллине каланă. Пысăк тавракурăмлă яш-кĕрĕме социаллă пулăшу памалла, грантсемпе хавхалантармалла, пурăнма условисем хатĕрлесе тăратмалла тенĕ вăл.

Студентсем регионта ҫав тери чаплă пурăнма тенĕ. Пĕлӳ илме те аван, специалистсем тарăн вĕренсе пыраҫҫĕ тесе ҫирĕплетсе каланă. Вĕсем хăйсен проекчĕсене ют хуласенче пурăнакан ҫамрăксене явăҫтарасси пирки ыйтăва хускатнă.  Пысăк проектсене федераци шайĕнче йышăнса хăварсан тата та лайăх пулнă пулĕччĕ теҫҫĕ вĕсем.   

Ҫамрăксен пуҫарăвне ялан хавас пулнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Чи маттуррисене наградăсем парса хавхалантарнă палăртнă кун ертӳҫĕсем. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика