Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи консультаципе канашлу органĕсен ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пыма палăртать
31.01.2020Олег Николаев Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи консультаципе канашлу органĕсен ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пыма палăртать

Олег Николаев заявил о намерении повысить эффективность консультативно-совещательных органов, созданных при Главе республикиКăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки канашланă, Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене РФ Федераци Собранийĕнче пĕрле сӳтсе явма витĕм кӳресси пирки те канашланă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чăваш Республикин Олег Николаев Министрсен Кабинетне отставкăна яни пирки  пĕлтернĕ.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи тĕрлĕ канашлусен ĕҫ   тухăҫлăхне ӳстерме палăртнине те каласа хăварнă уҫă калаҫу вăхăтĕнче.  

«Пысăк бизнесра тăрăшакансем экономика политикине ҫирĕп пăхăнса, ăна вăй илтерсе пыма хатĕр», -  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.   Ертӳҫĕсем республика Правительствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, патшалăх корпорацийĕн представителĕсен, бизнесра тăрăшакансен, экспертсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине палăртнă, кĕске вăхăтра Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн чи кирлĕ ыйтусене татса пама тăрăшмаллине каланă. Калаҫу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă.   

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика