Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2024-мĕш ҫулчченхи пайăр программи регионта начар пурăнакансен шутне икĕ хут та чакарма витĕм кӳрĕ
11.11.2019Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2024-мĕш ҫулчченхи пайăр программи регионта начар пурăнакансен шутне икĕ хут та чакарма витĕм кӳрĕ

 Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Республикăн 2024-мĕш ҫулччен социаллă пурнăҫĕпе экономикине вăй илтермелли харпăр-хăй программи пирки тарăн сӳтсе явнă.  Енчен те программăна кĕртсе хăварнă ĕҫсене туллин пурнăҫласан, республикăра начар пурăнакансен шучĕ 2018 ҫулхинчен икĕ хут та чакасси куҫкĕретех пулĕ, ĕҫсĕррисен йышĕ те пĕчĕкленĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăн проектне, ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, нумаях пулмасть, чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа ĕҫ хутне тĕплĕн пăхса тухнине хыпарланă.   «Проектăн мĕнпур ĕҫĕсене туллин тишкернĕ, финиша тухнă, пуринпе те килĕшӳ тунă», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов проект программи виҫĕ пысăк пайран тăнине пĕлтернĕ. Тĕп мероприятисене тĕпе хурса пĕтĕмпе 52 пункт пăхса тухса ҫирĕплетнĕ.  Хушма пайсем вара – 19 тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Программăри тĕп мероприятисене пурнăҫа кĕртме федераци центрĕнчен 10 млрд укҫа куҫĕ.  Вăл пулăшусем индустри тата агропромышленноҫ паркĕсене хута яма тăкакланĕҫ.  Приоритетлă  инвестици проекчĕсемпе те ĕҫлеме меллĕ, тĕрев сахал мар куҫать.  Ҫулсене сарасси, сывлăх сыхлавне аталантарма та укҫа-тенкĕ самай пăхса хăварнă бюджетра. Канашра, Ҫĕнĕ Шупашкарта индустри паркĕсем вăй илĕҫ, промышленноҫ хăватланĕ, социаллă сфера аталанĕ.  Программăна хушма мероприятисем те самай кĕртнĕ. 2020–2024-мĕш ҫулсем валли – 37,3 млрд кирлĕ пулать.  Вăл шутран федераци бюджетĕнчен 36,2 млрд куҫасси паллă. АПК пайĕнче те инвестициллĕ проектсем сахал мар. Ку енĕпе те чылай объект хăпартса лартма плана кĕртнĕ.

Ялти ӗҫлӗ пуҫарусене пулӑшассине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫĕ регионта. Паян хушма хуҫалӑхсем экономикӑн тулли секторӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем республикӑри пӗтӗм ял хуҫалӑх продукцийӗн ҫурринчен ытларах пайне туса илеҫҫӗ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли наци проекчӗн шайӗнче агропредпринимательлӗхе пулӑшу памалли хушма майсем, хушма хуҫалӑха хресчен-фермер хуҫалӑхӗ шайне ҫитерме, ял ҫыннисене вара ял хуҫалӑх кооперацийӗсен ӗҫне явӑҫтарма пулӑшакан майсем, ӗҫе кӗреҫҫӗ. Юлашки ҫулсенчи ял хуҫалӑхӗн тата апат-ҫимӗҫ промышленно­ҫӗн вӑйлӑ аталанӑвне малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртме отрасле пысӑк инвестицисем хывни тивӗҫтернӗ. Кирек-епле мероприятисем пĕтĕмпех комплекслă пуласси те паллă. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ вăй илĕ, инфратытăм ҫĕнелет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика