Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани
29.09.2018Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ  ветерансем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак уяв – ҫӗршывӑмӑрпа тӑван республика аталанӑвне калама та ҫук пысӑк тӳпе хывнӑ аслӑ ӑру ҫыннисене хисеп тунин ырӑ тӗс­лӗхӗ.

Ҫитӗнекен ӑрӑва лайӑх воспитани парса ӳстерес енӗпе тӑвакан си­рӗн ӗҫӗр уйрӑм тав сӑмахне тивӗҫ. Кӑмӑл-сипетпе этеплӗх хаклӑхӗсен та­та йӑла-йӗрке управҫисем пулнӑ май, эсир ҫамрӑксене пур­­нӑҫри хӑ­вӑрӑн паха опытӑрпа тата пӗлӗвӗрпе паллаштаратӑр. Эсир ӑс парса вӗ­рент­ни вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме, ӗҫре чӑн-чӑн ӑстаҫӑ пулса тӑма пулӑшать.

Аслӑ ӑрушӑн тӑрӑшасси патшалӑхпа обществӑн тӗп тӗллевӗ шутланать. Чӑваш Енре ватӑ ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси, ка­нӑ­вӗпе пушӑ вӑ­хӑтне йӗркелесси тата вӗ­сене медицина пулӑшӑвӗ па­расси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Ятран тата кир­­лине шута илсе паракан со­­циаллӑ пулӑшӑвӑн ҫӗнӗ тӗсӗсен шучӗ ӳсет. Пенси ҫулне ҫитсе пыракан ҫын­сене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли йы­шӑнусем вӑя кӗреҫҫӗ.

Паян сире пурнӑҫра унчченхи пекех хастар пулма, обществӑпа куль­тура пурнӑҫне йӗркеллӗн хутшӑнма мӗнпур майсем туса панӑ.

Хаклӑ ветерансем! Эпир сирӗнпе чӑннипех мухта­натпӑр! Сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑр, хастарлӑхӑр тата чун-чӗре ҫамрӑк­лӑхӗ ни­хӑ­ҫан та ан ик­­сӗл­ч­чӗр, пурнӑҫӑрта вара ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшине тата тим­лӗх­не тул­лин туймалла пултӑр.

 Сире нумай ҫуллӑха ҫирӗп сывлӑх, телей тата савӑк кӑмӑлпа хас­тарлӑх сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                  Михаил Игнатьев 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика