Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ спортсменне Николай Алексеевич Михайлова халалласа ирттернĕ йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусене хутшăннă
20.03.2017Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ спортсменне Николай Алексеевич Михайлова халалласа ирттернĕ йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусене хутшăннă

 


Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче А.И.Тихонов ячĕллĕ Спорт шкулĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ спортсменне Николай Алексеевич Михайлова асăнса ирттернĕ йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусене хутшăннă.    Чăваш Республикин  Пуçлăхĕ ăмăртусене пухăннисене саламланă май, спортăн çак тĕсне ытларах халăх хушшинче сармаллине палăртнă. Çынăн характерне спорт çирĕплетнине, пурнăçра çитĕнӳсем те тума пулăшнине асăннă.  «Ăмăртусенче чи маттуррисем çĕнтереççĕ. Пурне те пĕрне пĕри савăк кăмăл парнелеме, çĕнĕ çитĕнӳсемпе палăрма сĕнетĕп», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Биатлонпа вун пиллĕк хутчен СССР чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, тĕнче шайĕнче вунпĕр хутчен чемпион ятне илнĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, тăватă хутчен Олимп чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Александр Тихонов хăйĕн сăмахĕнче – йĕлтĕрпе чупасси спортăн çав тери йывăр тĕсĕ тесе каланă. Унпа ăсталăха туптама ансат маррине çирĕплетсе хăварнă. «Спортăн çак тĕсĕпе çитĕнӳсемпе палăрас пулсан, сахал мар вăй хумалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   Паллă чемпион Чăваш Енре пурăнакансене Татьяна Акимова биатлон енĕпе пăхăр медале тивĕçнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă.  Çитес Олимп вăййисенче те вăл çитĕнӳсемпе палăрассине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă. Ултă хутчен СССР чемпион ятне тивĕçнĕ, тĕнче чемпионĕ, Олимп чемпионĕ, йĕлтĕрпе чупассипе СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ ята çĕнсе илнĕ Владимир Воронков Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кулленех спорта çӳренине, йĕлтĕрпе чупнине, республикăра сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçе, спорта аталантарассине пысăк витĕм кӳнине каланă.  Тĕрлĕ шайра иртекен спорт ăмăртăвĕсем яланах регионта  тивĕçлĕ иртнине çирĕплетсе хăварнă. Калăпăр, чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Канашра В.Я.Григорьев тата В.П.Воронковăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрпе чупассипе республика шайĕнче спорт ăмăртăвĕсем иртнине пĕлтернĕ.

Влад Иванов Шупашкарта пурăнать. Ăмăртусенче пĕрре мар хутшăннă. «Пĕлтĕр 30 çухрăм йĕлтĕрпе чупса пиллĕкмĕш вырăна тухрăм. Спорта питĕ юрататăп. Кăçал çитĕнӳсем татах та тăвасшăн», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне. Марий Элран килнĕ Алексей Ерошкин пĕлтĕр 50 çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна тухнă.  Кăçал та çитĕнӳпе палăрма шухăшлать.  Трасса çав тери лайăх тесе каланă вăл. Спортсменсем 10,15,30,50 çухрăмсем чупнă.  «Çурхи тумлам» ятлă ăмăртусене 1994 çулта йĕркелесе ирттерме пуçланă.  Çултан çул çак ăмăртусене хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссе пырать.

Фоторепортаж

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика