Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫуллен яракан Ҫырăвĕпе паллаштарчĕ
23.01.2019 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫуллен яракан Ҫырăвĕпе паллаштарчĕ

Михаил Игнатьев обратился с ежегодным Посланием Государственному Совету Чувашской РеспубликиКăрлачăн 23-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫуллен яракан Ҫырăвĕпе паллаштарчĕ.

 Ҫырура региона аталантарас ҫул-йĕрпе, республикăри Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен умри тĕп ыйтăвĕсене палăртрĕ. 

Ĕҫ хутне хатĕрленĕ чухне йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Енре пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен представителĕсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене шута илнĕ.

Паллă мероприятине тӳрĕ эфирпа республикăри радио-телевидени, интернет урлă пăхма тата итлеме май пулчĕ.  

Фоторепортаж 1  

Фоторепортаж 2

Фоторепортаж 3

Тĕплĕнрех:

 

 

Хаклӑ ентешсем! Хисеплӗ депутатсем!

2018 ҫулта Чӑваш Ен мӗн пур йывӑрлӑха ҫӗнтерсе ҫирӗппӗн малалла утрӗ.

Эпир тӑван халӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлӗн упратпӑр, пуласлӑха хӑюллӑн пӑхатпӑр.

Кулленхи пурнӑҫа ҫӗнӗлӗхсем кӗртни, ҫынсен пуҫарулӑхӗ, халӑх пултарулӑхӗ пире хаклӑ ачасем валли лайӑхрах пурнӑҫ пултӑр тесе ҫитӗнӳсем тума пулӑшать.

Шанӑҫпа, пӗрлӗхпе вӑйлӑ эпир!

Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем! 

Пирӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем уҫӑлӑхпа тӳрӗлӗх, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси пулнӑ та, пулаҫҫӗ те.

2018 ҫулхи чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗ пулчӗ.

Хамӑн маларахри Ҫырура эпӗ Чӑваш Енре пурӑнакансене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн – обществӑри ҫирӗплӗхӗн, ҫӗршывӑмӑрӑн хумханусемсӗр тата шанчӑклӑ аталанӑвӗн гаранчӗн – суйлавӗнче хастарлӑх кӑтартма, хамӑрӑн пӗрлехи малашлӑхшӑн, пирӗн ачасен пуласлӑхӗшӗн эпир пурте яваплӑ пулнине ӑша хывма чӗнсе каларӑм.

 Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ, республикӑра пурӑнакан ҫынсенчен ытларах пайӗ – ҫирӗп те пӗр шухӑшлӑ ушкӑн, вӑл йывӑрлӑхсене ӳпкелешмесӗр тухӑҫлӑ ӗҫлеме те пултарать тата яваплӑ йышӑнусем тума та хатӗр.

Суйлава хутшӑннӑ суйлавҫӑсен (76%) ытларах пайӗ (77%) пирӗн наци лидерӗшӗн – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗшӗн Владимир Владимирович Путиншӑн – сасӑларӗ.

Ҫӗршыв ертӳлӗхӗн ҫирӗплӗхе тӗпе хуракан, анлӑ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме, Раҫҫей ят-сумне тӗнче шайне ҫӗклеме, ҫынсен ырлӑхне ӳстерсе пыма палӑртакан ҫул-йӗрне ырласа йышӑннине витӗмлӗн ҫирӗплетни ҫакӑ!

Эпир Раҫҫей Президенчӗн 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи Указӗнче палӑртнӑ ҫирӗп тӗллевлӗ йышӑнӑвӗсем Тӑван ҫӗршывӑмӑра малалла вӑйлӑн аталантарма пулӑшасса шанса тӑратпӑр! Тӗллевсем питӗ курӑмлӑскерсем. Граждансен ытларах пайӗ пирӗнпе пӗр шухӑшлӑ, ҫавӑнпа та эпир вӗсене, паллах, пурнӑҫлатпӑр!

Чӑваш Республикинче регион шайӗнчи 47 проекта 3 ҫул хушшинче мӗн пур шайри укҫа-тенкӗ ҫӑл куҫӗсен шучӗпе пурнӑҫлама 120 миллиард ытла укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ. 6 ҫул хушшинче вара ку кӑтарту 250 миллиард ытла тенкӗпе танлашмалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Сӑмахпа та, ӗҫпе те шанчӑклӑ пулни, усӑсӑр нимӗн те шантарманни – ман пурнӑҫ йӗрки.

Аса илтерес тетӗп: 2015 ҫулта «Пӗрле пурӑнмалла – пӗрле ӗҫлемелле!» халӑх программине туса хатӗрленӗччӗ.

Унӑн малаллахи тӑсӑмӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн суйлав умӗнхи «Чӑваш Ен – пурӑнма хӑтлӑ регион. Аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрӗсем» программи пулса тӑчӗ.

Экономикӑн чӑн секторне пулӑшмалли, промышленноҫпа строительствӑна, агропромышленноҫ комплексне аталантармалли тата апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли, социаллӑ сферӑна ҫӗнетмелли, ҫулсен пахалӑхне лайӑхлатмалли, картишсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртмелли ӗҫсем асӑннӑ документсен никӗсне хыврӗҫ.

Тулли яваплӑхпа палӑртатӑп – пирӗн ҫынсен наказӗсен тӗп пайӗ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать.

Сӑмахран, республика Правительстви умне 2020 ҫул тӗлне 250 миллиард тенкӗрен кая мар инвестицисем явӑҫтарма, ҫулсерен сахалтан та ҫӗнӗ 5 производство уҫма, ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеме тата халь ӗҫлекеннисене ҫӗнетме бюджет тулашӗнчи ҫӑл куҫсенчен 85 миллиардран кая мар укҫа-тенкӗ явӑҫтарма тӗллев лартнӑ.

Малтанхи хаклав тӑрӑх, 2016 ҫултан пуҫласа республика экономикине 150 миллиард тенкӗ ытла инвестицисем хывнӑ. Эпир ку кӑтарту 2020 ҫул тӗлне хамӑр малтан палӑртнӑ пек 250 мар, 260 миллиард тенкӗ ытла пуласса шанатпӑр.

Ҫӗнӗ производствӑсем уҫма тата халь ӗҫлекеннисене ҫӗнетме, хаклав тӑрӑх, бюджет тулашӗнчи ҫӑл куҫсенчен 125 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ явӑҫтарнӑ, 2020 ҫул тӗлне вара 220 миллиард тенкӗ ытла явӑҫтарма палӑртнӑ.

Инвестици проекчӗсене пурнӑҫланине пула юлашки 3 ҫулта республикӑра экономикӑн мӗн пур сферинчех 7 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. 2020 ҫул тӗлне 11 пине яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелле.

Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫин шайне палӑртнӑ тӗллев те пурнӑҫланать: 2020 ҫул тӗлне вӑл 30 пинрен кая мар шая ҫитмелле. 2018 ҫулта, хаклав тӑрӑх, чӑн ӗҫ укҫин шайӗ 27165 тенкӗпе, е ун умӗнхи ҫулпа пӑхсан, 107 процентпа танлашнӑ. Прогноз тӑрӑх, 2020 ҫулта вӑл 32000 яхӑн тенкӗ шайне ҫитмелле. Ӗҫ укҫин шутласа палӑртнӑ виҫи 2025 ҫулта 45000 ытла тенке ҫитет, 2030 ҫул тӗлне 62000 тенке ҫити ӳсмелле.

2017 ҫултан тытӑнса Чӑваш Республикинчи пилӗк монохулана – Улатӑра, Канаша, Ҫӗнӗ Шупашкара, Сӗнтӗрвӑррине, Ҫӗмӗрлене – комплекслӑн аталантармалли программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсен аталанӑвне 15 миллиард ытла укҫа-тенкӗ хывнӑ.

Хула хутлӑхне аталантарни, ҫынсене юхӑннӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен урӑх вырӑна пурӑнма куҫарни, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсани – ҫакӑ пурте хуласен сӑн-сӑпатне лайӑхлатма май парать.

Канашра Монохуласене аталантаракан фонд пулӑшнипе инфратытӑм объекчӗсене тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ пырать, ҫакӑ бизнес-пӗрлӗхӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне инфратытӑмпа ҫыхӑннӑ чарусене сирме пулӑшать.

Унсӑр пуҫне, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, Раҫҫей Правительствин йышӑнӑвӗпе Канаш хулине социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территори тесе палӑртнӑ. 10 ҫулта кунта пӗр пинрен кая мар ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле тата 7 миллиард тенкӗ ытла инвестици хывмалла.

 Ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ шутланакан сферӑсенче – сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен тытӑмра – тӗллевсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Эпир вунӑ ҫул хушшинче шкулсенче 15000 ытла вырӑн йӗркелемелли, 32 шкул тумалли тата юсаса ҫӗнетмелли, кивелсе ҫитнин кӑтартӑвӗ 50 процентран иртекен 64 шкула тӗпрен юсамалли ҫинчен каланӑччӗ.

Пӗрремӗш тапхӑрта 4 шкул тунӑ, 3-шне – юсаса ҫӗнетнӗ, 22-шне тӗпрен юсанӑ. Пӗтӗмпе ҫак вӑхӑтра ку чухнехи 3719 вӗренӳ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫапла вара палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫланӑ. Ку пӗлтерӗшлӗ кӑтарту! Ҫапах та пирӗн тата  нумай тумалла-ха.

2015 ҫулта эпир Чӑваш Енре тӗнче шайӗнчи электротехника кластерӗн специалисчӗсене вӗрентсе хатӗрлекен сайра йышши вӗрентӳ вырӑнӗ туса хума тӗллев палӑртнӑччӗ.

Республика Раҫҫейри регионсен хушшинчи компетенцисен центрӗсене туса хурассипе ҫыхӑннӑ анлӑ проекта пурнӑҫлакан 7 регион йышне кӗчӗ.

Шупашкарти электромеханика колледжӗн никӗсӗ ҫинче промышленноҫ тата инженери технологийӗсен «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специализаци енӗпе регионсен хушшинчи компетенцисен центрне йӗркеленӗ. Ӑна аталантарма хывнӑ инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 700 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Ҫакӑ ҫӗршыври промышленноҫ тата инженери технологийӗсен сферинче малта пыракан предприятисен ҫӳллӗ шайри требованийӗсене тивӗҫтерекен пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫе пурнӑҫлама май пачӗ.

Палӑртса хунӑ пекех, Республикӑри онкологи диспансерӗн ҫӗнӗ хирурги корпусне ӗҫе кӗртнӗ; Шупашкар хулинче ҫӗнӗ поликлиникӑсем уҫнӑ; 50 фельдшерпа акушер пункчӗ тунӑ. Проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ тапхӑртанпа – 2013 ҫултанпа – кивелсе ҫитнӗ кашни виҫҫӗмӗш фельдшерпа акушер пунктне пӑсса вӗсен вырӑнӗсенче ку чухнехи 179 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ.

Эпир социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсене стационарлӑ майпа тивӗҫтермелли сусӑр ҫынсем валли 220 хушма койка-вырӑн йӗркелемелли ҫинчен, ҫавӑн пекех Улатӑр тата Патӑрьел районӗсенче пӗр йышши ҫӗнӗ интернат ҫуртсем тумалли ҫинчен каланӑччӗ.

Уҫҫӑн пӗлтеретӗп: паянхи кун тӗлне стационарлӑ социаллӑ учрежденисенче 90 хушма вырӑн йӗркеленӗ. Атратьри психоневрологи интерначӗн ҫывӑрмалли корпусне тума тытӑннӑ. Ӑна ҫак ҫулталӑк вӗҫнелле хута яма палӑртатпӑр.

Чылай ҫул-йӗр енӗпе эпир хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене татса паратпӑр кӑна мар, пурнӑҫланӑ ӗҫсен калӑпӑшне, федераци центрӗн пулӑшӑвне пула, ӳстерсе пыратпӑр.

Эпир физкультурӑпа тата спортпа туслашма халӑхӑн мӗн пур ушкӑнӗсем валлиех лайӑх майсем туса хумалли ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Ҫак ҫулсен хушшинче Шупашкарти «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене йӑлтах ҫӗнетнӗ; Маунтинбайка аталантармалли Раҫҫейри чи лайӑх центра хута янӑ; шкулсен пӗрлехи 9 стадионне, унта футболла вылямалли искусствӑллӑ уй, чупу вырӑнӗсем, хоккей площадки тата урама лартакан тренажерсем пур, ӗҫе кӗртнӗ.

Ҫакӑ йӑлтах ҫынсемшӗн! Эпир хамӑр ачасем валли лайӑх малашлӑх хыватпӑр!

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Малалла тухӑҫлӑн утӑмламашкӑн халиччен тунӑ ӗҫсене пӑхса тухса пӗтӗмлетни, юлса пынин сӑлтавӗсене тӗплӗн тишкерни, ҫивӗч ыйтусене татса памалли ҫул-йӗрсене палӑртса хуни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Эпир татса паман ҫивӗч ыйтусем ҫинчен ҫынсемпе уҫҫӑн тата тӳррӗн калаҫатпӑр, хамӑрӑн йӑнӑшсене йышӑнатпӑр. Ҫитӗнӳсем тӑвас тесен хамӑр ҫине тиркевлӗн пӑхма пӗлмелле, ҫынсемпе йӗркеллӗн хутшӑнса ӗҫлемелле.

Шел пулин те, республикӑри агропарка, кунта продукцие упрама, ӗҫлесе тирпейлеме тата ӑна сутма хатӗрлеме май пулнӑ пулӗччӗ, тӑвас тӗлӗшпе тивӗҫлӗн ӗҫленин кӑтартӑвӗсене курсах каймастӑп.

Республикӑри апат-ҫимӗҫӗн электронлӑ площадкине туса хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе, унӑн вырӑнти ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемшӗн посредниксемпе тата улшуҫсемпе ҫыхланмасӑрах рынока тухассине ҫӑмӑллатмаллаччӗ, ҫителӗксӗр тесе уҫҫӑнах калама пултаратӑп.

Влаҫ органӗсен ертӳҫисене чӗнсе калатӑп – программӑллӑ тӗллевсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ яваплӑхран сире никам та хӑтарман. Пирӗн паянхи кун хистевӗсене тивӗҫтермелле кӑна мар, ҫӗнӗ чӗнӳсене татса пама та хатӗр пулмалла.

Политикӑри пирӗн хӑш-пӗр оппонентсем вӑйра тӑракан влаҫа тӗрлӗ ҫитменлӗхшӗн айӑплама пӑхнӑ чухне кашнинчех паянхи кун тӗлне татса паман ыйтусемпе витӗмлӗн усӑ кураҫҫӗ. Патшалӑх Канашӗн сессийӗсенче вӗсем халӑх ырлӑхӗ ҫинчен хитрен те нумай калаҫаҫҫӗ. Анчах та республика бюджетне йышӑнма вӑхӑт ҫитсен, ҫав ырлӑхсене тӑвассине шӑпах вӑл тивӗҫтерет, оппозицири депутатсем темшӗн яланах «хирӗҫ» сасӑлаҫҫӗ.

Калаҫу тӗрлӗ ҫитӗнӳ, ҫав шутра ҫӗнӗ социаллӑ объектсем уҫни ҫинчен хускалсан вара пачах тепӗр майлӑ ӳкерчӗк куратпӑр. Ун пек чухне пирӗн оппонентсем тӳрех малти ретелле иртме тата ҫав хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсене пӗр хӑйсем кӑна тунӑ пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх каларӑшле, ҫӗнтерӗвӗн тусӗсем нумай, ӑнӑҫсӑрлӑх вара – яланах хӑр тӑлӑх. 

Хисеплӗ ӗҫтешсем, политикӑри хирӗҫӳлӗхсене пӑхмасӑр, эпир хамӑр республика пуласлӑхӗшӗн пурсӑмӑр та яваплӑ шутланатпӑр. Ыйтатӑп: политика тавлашӑвӗсенче хӗрсе кайнӑ самантра республикӑн ҫитӗнӗвӗсемпе ҫӗнтерӗвӗсене чакартса кӑтартма, унӑн сӑн-сӑпатне япӑхлатса сӑнарлама ан хӑтлансамӑр.

Хӑш чухне объективлӑ, тепӗр чухне вара субъективлӑ сӑлтавсем пуррине пӑхмасӑр, палӑртнӑ мӗн пур тӗллеве пурнӑҫласси пирки никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар. Эпир вӗсене татса памалли ҫул-йӗре питӗ лайӑх курса тӑратпӑр!

Халӑх каларӑшле: «Пӗр ҫын утать – йӗр юлать, ҫӗр ҫын утать – ҫул пулать».

Палӑртса калатӑп: Чӑваш Ен чи ҫирӗп, кал-кал аталанакан тата пурӑнма хӑтлӑ регионсенчен пӗри пулнӑ та, пулать те!

Ҫакна витӗмлӗн ҫирӗплетни эпир экономика ӳсӗмӗн пысӑк хӑвӑртлӑхӗсемшӗн паракан гранта 2017 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх тивӗҫнӗ федерацин 40 субъекчӗ шутне кӗни пулса тӑчӗ. Пирӗн республика 193 миллион тенке яхӑн хушма дотаци илчӗ. Грант укҫи-тенкин тӗп пайне професси вӗреневӗн тытӑмне тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма янӑ.

Унсӑр пуҫне, республикӑра преступленилӗх шайӗ чакнин ырӑ туртӑмӗ сыхланса юлать. Ыйтӑм кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикине ҫынсен тата вӗсен пурлӑхӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, халӑха преступлениллӗ ӗҫсенчен хӳтӗлес енӗпе чи ӑнӑҫлӑ регион пек хак панӑ. 2017 ҫулхи шайпа танлаштарсан, пӗлтӗр пирӗн патра 8 процента яхӑн сахалрах преступление шута илнӗ. Республикӑра хӑрушсӑрлӑх ҫӳллӗ шайра пулнине тата лару-тӑру ҫирӗплӗхне кӑтартакан тепӗр лайӑх тӗслӗх ҫакӑ.

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем! 

2018 ҫул, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, Чӑваш Еншӗн черетлӗ аталану ҫулӗ пулчӗ.

Эпир хамӑрӑн бюджет тытӑмӗн вӑрах вӑхӑтри шайлашулӑхне тата финанс ҫирӗплӗхне тивӗҫтеретпӗр, республика хӑй ҫине илнӗ мӗн пур обязательствӑна йӗркеллӗн пурнӑҫласа пынӑран бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗсен ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхне сыхласа хӑваратпӑр.

Иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, пӗрлештернӗ бюджет тупӑшӗсен ӳсӗмӗ, 2017 ҫулхи шайпа илсе пӑхсан, 12 яхӑн процентпа танлашнӑ, ҫав хушӑрах Раҫҫей бюджет тытӑмне кӗрекен бюджетсенчен тӳлевсӗр куҫарса панӑ укҫа-тенкӗ шайӗ 15,6 процент чухлӗ ӳснӗ.

Палӑртса хӑварас тетӗп: кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ йышӑнусене тата бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗсен тӳрлетӗвне шута илсе тӑкаксен пайне 8,3 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳстерме палӑртакан кӑҫалхи бюджет кӑтартӑвӗсене улшӑнусем кӗртессине (пӗрремӗш тӳрлетӳ) сӳтсе яватпӑр. Шутлавпа, федераци центрӗнчен тӳлевсӗр куҫарса паракан укҫа-тенкӗ ӳсӗмӗ, 2018 ҫулхипе илсе пӑхсан, 21 процентран кая мар шайпа танлашмалла. Ҫакӑ эпир Раҫҫей Правительствипе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине, бюджета тухӑҫлӑ тытса пынине тата хамӑр ҫине илнӗ пӗтӗм обязательствӑна пурнӑҫланине ҫирӗплетет.

Патшалӑх парӑмӗн калӑпӑшӗпе бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗсен хушшинчи шайлашу обществӑллӑ укҫа-тенке тытса пырас ӗҫ пахалӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ кӑтартӑвӗ шутланать.

Тӗслӗхрен, 2010 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Ен ҫак кӑтарту тӗлӗшпе Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче юлашки 14 вырӑнта пулнӑ тата ҫав парӑма тивӗҫтерме эпир 400 миллион ытла укҫа-тенкӗ тӑкакланӑ. Паян пирӗн республика 6-мӗш вырӑнта тӑрать.

13 миллиарда яхӑн шайри парӑм калӑпӑшне тивӗҫтерме каякан тӑкаксене эпир 32 миллион тенке ҫити, урӑхла каласан, 14 хут чакартӑмӑр. Ку факт.

Патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме каякан тӑкаксен шайне чакарни пире юлашки икӗ ҫулта 820 миллиона яхӑн укҫа-тенкӗ перекетлеме май пачӗ. Ҫак нухрат цифра майӗсемпе тивӗҫтернӗ ку чухнехи инновациллӗ, пинрен сахал мар вӗренӳ вырӑнӗллӗ шкул хакӗпе танлашать!

Экономикӑн чӑн секторӗ енӗпе статистика кӑтартӑвӗсене тата оперативлӑ информацие илсе кӑтартатӑп.

Хаклав тӑрӑх, промышленноҫ производствин индексӗ пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх 1,5 процент чухлӗ ӳснӗ, кӑҫал вара вӑл 105 процентпа танлашмалла.

Республикӑри предприятисем Раҫҫей Президенчӗ импорта улӑштармалли политикӑна пурнӑҫлас тӗлӗшпе лартнӑ тӗллевсене татса парас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.

Хӑш-пӗр тӗслӗх ҫинче чарӑнса тӑратӑп. Тӗнчери футбол чемпионачӗ тӗлне Калининград, Самар, Чулхула тата Волгоград хулисенче туса лартнӑ стадионсене тата инфратытӑм объекчӗсене (котельнӑйсене, хӑна ҫурчӗсене, тренировка ирттермелли центрсене, кафесене) энерги хӳтӗлевӗпе тивӗҫтерекен оборудование пирӗн «Бреслер», Шупашкарти электроаппарт завочӗ, «ВНИИР», «Релематика» , «ЭКРА» тата ытти предприятисем тӑратнӑ.

Нефть упранакан шельф вырӑнӗсене алла илмелли про­граммӑсен шайӗнче ку чухнехи атомлӑ пӑр ҫӗмӗрен карапсем, атомлӑ станцисем тӑваҫҫӗ. Шупашкарти электромеханика завочӗ, Шупашкарти электроаппарат завочӗ, «Релематика» хӑйсен таварӗсене пирӗн юратнӑ Раҫҫейӗн ҫав стратеги пӗлтерӗшлӗ объекчӗсене тунӑ ҫӗре яраҫҫӗ.

Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче «ЭКРА» наукӑпа производст­во предприятийӗ хутшӑннипе «Сколково» инноваци центрӗн территорийӗнчи объектсене электроэнергипе тивӗҫтерсе тӑракан Раҫҫейри пӗрремӗш «Медведевская» цифра подстанцине хута янӑ.

Иртнӗ ҫул «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсен производство калӑпӑшӗсем йӗркеллӗн ӳссе пынипе асра юлчӗ. Паянхи кун тӗлне Концернӑн мӗн пур производство лаптӑкӗсенчех ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ тата ӗҫлекенсен штатне пысӑклатаҫҫӗ. Предприятисен планӗнче – кризисченхи тапхӑрти калӑпӑшсен шайне ҫитесси. Палӑртнине пурнӑҫлама туса кӑларакан продукци лайӑх сутӑнни тата таварсен номенклатурине анлӑлатса пыни пулӑшма тивӗҫ.

Паян Чӑваш Енри промышленноҫ предприятийӗсен инвестици портфелӗнче пӗрлехи бюджечӗ 26 миллиард тенкӗрен те иртекен 70 ытла проект шутланать.

Инвестици проекчӗсене пурнӑҫлакан промышленноҫ предприятийӗсене патшалӑх паракан пулӑшӑвӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ, 2018 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 2 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ ун умӗнхи ҫулхи шайран 26 процент пысӑкрах.

Иртнӗ ҫул суту-илӳпе экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫленин ӑнӑҫлӑхне кӑтартса пачӗ, ҫавнашкал туслӑ ҫыхӑнӑва чикӗ леш енчи 96 ҫӗршывпа йӗркеленӗ.

Тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр АПШ 550 яхӑн миллион доллар шайӗпе е, ун умӗнхи ҫулхипе пӑхсан, 111 процентпа танлашнӑ. Экспорт тӗллевӗпе ӗҫлекен предприятисен шучӗ ҫуллен-ҫул ӳснине тата пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх ҫак хисеп 337-е ҫитнине палӑртса хӑварас тетӗп.

Кӑҫал тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ АПШ 600 миллион доллар шайне ҫитмелле. Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлама, сӑмахран, «Химпром» продукцине Азипе Лӑпкӑ океан регионне кӗрекен ҫӗршывсене, Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятин савӑчӗсемпе танк-контейнерӗсене «Sakhalin Oil and Gas» проектӑн яппун операторне тӑратни пулӑшать.

«Каскад» наукӑпа производство пӗрлешӗвӗ, «ВНИИР», Шупашкарти электроаппарат завочӗ нимӗҫ, яппун тата итали компанийӗсемпе пӗрле продукцине каярахпа Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсен рынокне тӑратма электротехника изделийӗсем туса кӑларас ӗҫе йӗркеленӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, пӗчӗк тата вӑтам бизнес ӗҫ рынокӗ тӗлӗшӗнчен те, ҫӗнӗ йышӑнусемпе инновацисене ӗҫе кӗртес енӗпе те экономикӑн пысӑк шайри ҫаврӑнӑҫулӑхне тивӗҫтерет.

Пӗтӗм регион продуктӗнчи пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тӳпи 2018 ҫулта, хаклав тӑрӑх, 34 яхӑн процентпа танлашнӑ. 2025 ҫулта асӑннӑ кӑтарту 38 процента ҫитмелле.

Кӑҫалтан пуҫласа республика «Пӗчӗк тата вӑтам предпри­нимательлӗх тата уйрӑм предпринимательсен пуҫарӑвне пулӑшасси» наци проектне пурнӑҫлама хутшӑнать. Эпир пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем патӗнче ӗҫлекенсен йышне 2018 ҫулхи 157 пин ҫын шутӗнчен 2024 ҫул тӗлне 205 пин ҫын шутне ҫитерме палӑртатпӑр.

Экономика аталанӑвӗпе промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви умне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле бизнеса йӗркелемелли тата тытса пымалли ӗҫсене ансатлатас, цифра технологийӗсен мелӗсемпе май пур таран ытларах усӑ курас, предпринимательлӗх субъекчӗсен таварӗсене хамӑр ҫӗршыври рынока кӑлармалли майсене сарас, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалли мелсене лайӑхлатас тата анлӑлатас енӗпе тӑвакан ӗҫсене малалла тӑсма тӗллев лартатӑп.

Кӑҫал «Манӑн бизнес» проекта пурнӑҫланӑ шайра бизнеса пулӑшу паракан мӗн пур организацие пӗр лаптӑкра пӗрлештерес ӗҫ вӗҫленет. Пулӑшу паракан финанс институчӗсем пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем кредит ресурсӗсемпе усӑ курма пултармалли тытӑма ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавна май чи пӗчӗк заемсем илмелли сроксем кӗскелеҫҫӗ тата вӗсене илме паракан заявленисене пӑхса тухас ӗҫ ансатланать, ҫавнашкал заемсен ставки 8,5 процент шайӗнчен иртмест. Унсӑр пуҫне, республикӑри монохуласенче ӗҫлеме предпринимательсем валли лайӑхрах майсем палӑртаҫҫӗ.

Регионти бизнес хутлӑхӗн тӑрӑмӗ стратегиллӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче юлать. Республика Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи инвестици климачӗн тӑрӑмӗн наци рейтингӗнче пӗрремӗш теҫеткери лидерсен йышӗнчи вырӑна тӑваттӑмӗш ҫул сыхласа хӑварать.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен яваплӑ тивӗҫӗ – бизнеса аталантарма тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшакан лайӑх майсем тӑвасси. Республикӑра иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ бизнеса тытса пымалли ӗҫсене ансатлатмалли тӗллевлӗ модельсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Черетлӗ утӑм – вӗсене муниципалитет шайӗнче пурнӑҫа кӗртесси.

Ҫавна шута илсе муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене сӗнетӗп: пӗрремӗшӗнчен, 2019 ҫулта хӑйсен муниципалитет пӗрлӗхӗсенче бизнеса тытса пымалли ӗҫсене ансатлатмалли тӗллевлӗ модельсене кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе кӗртессине тивӗҫтерме.

Иккӗмӗшӗнчен, инвесторсене ирӗклӗ лаптӑксене явӑҫтарас ӗҫе хӑйсен те хастарлӑн хутшӑнма.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне хула округӗсен тата муниципаллӑ районсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗл тухӑҫлӑхне хак пама ҫулталӑк хушшинче явӑҫтарнӑ инвесторсен шучӗн тата тӗп капитала хывнӑ инвестицисен калӑпӑшӗн индикаторне ҫирӗплетме сӗнетӗп.

Предпринимательсен пӗрлӗхӗпе тӑтӑшах тӗл пулса калаҫни бизнес влаҫа шанассине ӳстерме кӑна мар, ҫавӑн пекех инвестици климатне тата ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалли нормативлӑ право никӗсне йӗркелеме те пулӑшать.

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем!

Агропромышленноҫ комплексне аталантарас енӗпе тӑвакан пирӗн пӗтӗм ӗҫ тӗп тӗллевсене – халӑха лайӑх пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине тата пурӑнма илӗртӳллӗ ку чухнехи ял хутлӑхне туса хурассине – пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна тума агроэкспорта, агронаукӑна аталантармалла, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелле тата ял территорийӗсене хутлӑх тӗлӗшӗнчен аталантармалли, агропромышленноҫ комплексне туллин цифрӑламалли ыйтусене татса памалла.

Юлашки пилӗк ҫулта ял хуҫалӑх таварӗсен экспорчӗн калӑпӑшӗ 2,5 хут ӳснӗ, 2024 ҫул тӗлне вӑл тата 3 хутран кая мар ӳсмелле. Ҫавӑнпа та республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсен умӗнче ял хуҫалӑх производствине ӳстерсе пырассине тата продукцие тарӑннӑн та пахалӑхлӑн тирпейлессине тивӗҫтермелли тӗллев тӑрать.

2018 ҫулта республикӑри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем продукци туса кӑларас енӗпе плансене пурнӑҫланӑ, ял хуҫалӑх продукцийӗсен производствин индексӗ 101,2 ытла процентпа танлашнӑ, плансене пурнӑҫлама чылай хуҫалӑхшӑн ҫӑмӑл пулмарӗ пулсан та. Республикӑн уйрӑм районӗсенче чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине йышӑнма тиврӗ, вӑраха кайнӑ шӑрӑх ҫанталӑк ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене сиен кӳчӗ. Ҫавнашкал хӑрушлӑхсенчен сыхланас тесен, паллах, агростраховани тытӑ­мӗпе хастарлӑрах усӑ курмалла.

Агропромышленноҫ комплексӗнче цифра технологийӗсене аталантарни, «ӑслӑ» ял хуҫалӑхне йӗркелени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Паян ҫӗрсемпе усӑ курмалли тытӑм уҫӑмлӑ, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсем ҫинчен пӗлтерекен информацие Федерацин пӗрлехи информаци тытӑмне кӗртнӗ.

Министрсен Кабинечӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне агропромышленноҫа цифрӑлас ӗҫе комплекслӑн йӗркелеме тӗллев лартатӑп, ҫакӑ акӑнакан ҫӗрсен лаптӑкӗсене, чӗр тавар туса илмелли тата ӑна тирпейлемелли калӑпӑшсене ӳстерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тухӑҫлӑн ертсе пыма май парать.

Хӑмла туса илессине чӗртсе тӑратас ӗҫ ҫирӗппӗн вӑй илет. Ӑна тивӗҫтерме пирӗн ӑслӑлӑх никӗсӗ те, кадрсем те пур. Тӑтӑшах иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ 20 гектара яхӑн хӑмла пахчи хывса хӑвараҫҫӗ. 2018 ҫулта хӑмла татмалли хамӑрӑн пӗрремӗш комбайна туса кӑларнӑ, кӑҫал хӑмлана малтанхи майпа тирпейлемелли тулли комплекс хута каймалла.

Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви умне республикӑри хӑмла туса илессине аталантармалли комплекслӑ плана Правительствӑна пӑхса тухма тӑратмашкӑн тӗллев лартатӑп.

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес ӗҫри ырӑ туртӑмсене сыхласа хӑварассине тата малалла аталантарассине ял хуҫалӑх выльӑхӗсен йышне пысӑклатса пынин шучӗпе тивӗҫтермелле. Ҫакӑ ӳсен-тӑран ӳстерес ӗҫ продукцийӗ кирлӗ пулассине те, аграрисен ҫирӗп тупӑшне те шанчӑклӑн ҫирӗплетет.

Ҫитес икӗ ҫулта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫри производство калӑпӑшӗсен ӳсӗмне 5 процентран кая мар шайра тивӗҫтермелле.

Ҫӗршыв Правительстви вӑрлӑх материалӗсен импорчӗпе ҫыхӑннӑ пӑхӑнулӑха ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес отрасльсенче хамӑр ҫӗршыври селекци ӗҫне чӗртсе тӑратни шучӗпе чакарма тӗллев лартать.

Чӑваш Ен Федерацин ял хуҫалӑхне аталантармалли наукӑпа техника программине пурнӑҫлама хутшӑнать. Республикӑра туса хунӑ ҫӗр улмин элитлӑ вӑрлӑхӗсене ӳстерекен селекципе вӑрлӑх центрӗ аграрисен «иккӗмӗш» ҫӑкӑра туса илессипе ҫыхӑннӑ тӑкакӗсене тата вӑрлӑх импорчӗпе ҫыхӑннӑ пӑхӑнулӑха чакарасси ҫине ырӑ витӗм кӳрӗ.

Эпир ялти ӗҫлӗ пуҫарусене пулӑшассине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Паян хушма хуҫалӑхсем экономикӑн тулли секторӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем республикӑри пӗтӗм ял хуҫалӑх продукцийӗн ҫурринчен ытларах пайне туса илеҫҫӗ.

Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли наци проекчӗн шайӗнче агропредпринимательлӗхе пулӑшу памалли хушма майсем, хушма хуҫалӑха хресчен-фермер хуҫалӑхӗ шайне ҫитерме, ял ҫыннисене вара ял хуҫалӑх кооперацийӗсен ӗҫне явӑҫтарма пулӑшакан майсем, ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ҫакӑ пӗчӗк агробизнес позицийӗсене вӑйлатма пулӑшать, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ чухне, туса илекен чӗр тавара ӗҫлесе тирпейлессине аталантармашкӑн, ял хуҫалӑх продукцине сутакан рынокра «тавар туса кӑларакан – потребитель» схемӑпа конкуренцие ӳстермешкӗн вӑйсене пӗрлештерни шучӗпе те.

Юлашки ҫулсенчи ял хуҫалӑхӗн тата апат-ҫимӗҫ промышленно­ҫӗн вӑйлӑ аталанӑвне малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртме отрасле пысӑк инвестицисем хывни тивӗҫтернӗ.

2018 ҫулта агропромышленноҫ комплексне патшалӑх инвестицийӗсене кӑна 3 миллиард тенке яхӑн янӑ. Инвесторсемшӗн ӗҫе хывнӑ укҫа-тенкӗ тухӑҫлӑ ӗҫлени, тупӑш кӳни пӗлтерӗшлӗ.

Тирпейлекенсене чӗр таварпа пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерсе тӑрассине гарантилекен мел ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен вӑрах вӑхӑтлӑха тӑвакан килӗшӳсем пулса тӑмалла, вӗсем хаксен ҫирӗплӗхне, бизнес тӗреклӗхне тивӗҫтерӗҫ.

Ҫынна, унӑн нушисем ҫине тимлӗх уйӑрасси, пурӑнма лайӑх майсем туса хурасси – аталаннӑ обществӑн тӗп тӗллевӗ.

Регионти экологи лару-тӑрӑвне сыхласа хӑвармалли тата лайӑхлатмалли задачӑсене мӗн пур шайри влаҫ органӗсем йӗркеллӗн татса памалла, ӑна нихӑш хулара та, нихӑш районта та япӑхлатма памалла мар.

Эпир ҫӗршывӑн экологи рейтингӗнче тивӗҫлипе малти вырӑнта тӑратпӑр.

Ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртни, экологишӗн стратегиллӗ шайри объектсене ҫӗнетни – пирӗн сывлӑха, ачасен сывлӑхне хывакан инвестицисем.

Кӑҫал «Экологи» наци проекчӗн шайӗнче Шупашкар хулин тӗп пайӗнче ҫумӑрпа каяш шывӗсене тасатакан вырӑнти сооруженисене тума тытӑнатпӑр.

Пӗлтӗр пирӗншӗн чӑннипех те истори пӗлтерӗшлӗ шутланакан чылай ҫивӗч ыйтӑва татса патӑмӑр. Федераци программине хутшӑннине пула Питтукассин ҫӳп-ҫап вырӑнне, ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫсене вӗҫленӗ.

Тата ҫӳп-ҫап 7 вырӑнне 2020 – 2024 ҫулсенче йӗркене кӗртсе ҫитермелле.

Ҫитес ҫулсенче Ҫӗмӗрле районӗнче, Вӑрнар поселокӗнче тата Канаш хулинче ҫӳп-ҫап тиесе пушатакан станцисем тума палӑртнӑ.

Халӑхпа ирттерекен тӗлпулусенче, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче унта та кунта ирӗк паман ҫӳп-ҫап вырӑнӗсем йӗркеленни пирки ӳпкелешсе калаҫни час-часах илтӗнет. Республикӑра пурӑнакансен пулӑшӑвне, «Халӑх тӗрӗслевӗ» проекта пула тип варсенче тата вӑрман тӑрӑхӗсенче ирӗк паман 294 ҫӳп-ҫап вырӑнне тупса палӑртнӑ тата тӗп тунӑ. Пуҫаруллӑ ҫынсене тӑван тавралӑхшӑн тӑрӑшнӑшӑн тавтапуҫ!

Палӑртса калатӑп: каяшсене тыткаламалли аталаннӑ тытӑм кӑна пире экологин хальхи «хӗрӳ» вырӑнӗсене пӗтерме тата ҫавнашкал ҫӗнӗ вырӑнсем йӗркеленесрен асӑрханма май парать.

Саккунпа килӗшӳллӗн эпир коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине куҫрӑмӑр. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра регионти оператор ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Республика, ытти регионсемпе танлаштарсан, коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине куҫма лайӑхрах хатӗрленсе ҫитрӗ. Анчах та хӑйне майлӑ «ҫӳп-ҫап» реформине тапратса яма хатӗрленнӗ вӑхӑтра татса паман ыйтусем сиксе тухрӗҫ.

Шел пулин те, ялсенчен ытларах пайӗ ҫав ыйтусене татса пама хатӗр марри палӑрчӗ: вӗсенче коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли вырӑнсем уйӑрман, ҫакӑ асӑннӑ пулӑшӑва кӳме чарса тӑракан тӗп чӑрмав шутланать.

Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ районсен пуҫлӑхӗсен поселенисен тата хула округӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле 2019 ҫул вӗҫӗччен халӑх пурӑнакан мӗн пур вырӑнтах, асӑннӑ ыйтӑва вырӑнта пурӑнакан ҫынсемпе сӳтсе явса, коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли лаптӑксем туса хумалла.

Чӑваш Ен Строительство министерствине ялта пурӑнакан ҫынсемшӗн коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли виҫесене, пухӑнакан каяшсен чӑн калӑпӑшӗсене шута илсе, ҫӗнӗрен пӑхса тухма хушатӑп. Ҫакна тума мана ял ҫыннисем ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Конкурент политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин регионти операторӑн сӑлтавланӑ пӗрлехи тарифне ҫирӗплетмелле, ӑна граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен тӳлев ӳсӗмӗн Раҫҫей Правительстви палӑртнӑ чи юлашки (чи пысӑк) шайри индексӗсемпе килӗшӳллӗн палӑртмалла.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме каякан тӑкаксем ҫемьен пӗтӗмӗшле тупӑшӗн 22 процентӗнчен пысӑкрах шутланакан граждансене республика Правительстви ятран субсидисем уйӑрса пама шантарать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Ресурссемпе вырӑнлӑ усӑ курни, хупӑ тата каяшсӑр технологисене ӗҫе кӗртни, производствӑпа потребленин чавса чикме юраман мӗн пур каяшӗсене иккӗмӗшле майпа тирпейлени – ҫакӑ пурте тавралӑх хутлӑхӗ ҫине кашни ҫын тата пӗтӗм общество яваплӑн пӑхнине ҫирӗплетни шутланать.

Пӗлме, паянхи кун тӗлне Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пухӑнакан коммуналлӑ хытӑ каяшсен 10 процентне яхӑн пайӗ кӑна иккӗмӗшле тирпейленӗ ҫӗре каять.

Тӗнче практики, унта каяшсен 70 процентне иккӗмӗшле тирпейленӗ ҫӗре яраҫҫӗ, ҫакна кӑтартса парать – каяшсене ӗҫе яни тупӑшлӑ бизнес. Эпӗ Чӑваш Енре те ҫӗнӗ отрасль йӗркеленессе тата иккӗмӗшле майпа тирпейленине пула вӑл ҫут ҫанталӑка кӳрекен сиене чи пӗчӗк шая ҫити чакарма май парасса шанса тӑратӑп.

Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк, Строительство тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене коммуналлӑ хытӑ каяшсене ӗҫе ярас сферӑра инвестици проекчӗсене пулӑшу памалли пайӑр майсем туса хатӗрлеме хушатӑп. Ҫак сферӑри пӗтӗм ӗҫ-хӗле йӗркелесе тӑракан тулли тытӑм туса хумалла, лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме пулӑшакан администраци ӗҫӗн тата рынокӑн витӗмлӗ мелӗсемпе усӑ курмалла.

Хисеплӗ депутатсем, хисеплӗ ӗҫтешсем! 

Строительство отраслӗнче ырӑ туртӑмсем палӑрчӗҫ. Хаклав тӑрӑх, 2018 ҫулта «Строительство» енӗпе тунӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ 40,5 миллиард тенкӗпе е, пӗлтӗрхи шайпа пӑхсан, 115 процентпа танлашнӑ. Мӗн пур шайри бюджетсенчен строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата ҫул-йӗр отраслӗсене 16 миллиард тенкӗ ытла инвестици хывнӑ.

Ҫапла вара, строительствӑпа ҫул-йӗр ӗҫӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнчи патшалӑх гарантиленӗ заказ тӳпи 40 процентпа танлашнӑ.

Иртнӗ ҫулта нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ хӑвӑртлӑхӗсем ӳсрӗҫ. Ҫакӑ пурӑнмалли пӳлӗмсене туянма пултараслӑх ӳснипе те, ипотека кредичӗсен программисене пурнӑҫланипе те ҫыхӑннӑ.

Пӗлтӗр нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 460 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашакан пурӑнмалли вырӑн туса хута янӑ, ҫакӑ 2017 ҫулхи шайран 4,4 процент нумайрах.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе ӳстерме ҫавӑн пекех ипотека кредичӗсен процент ставкисене пӗчӗклетни пулӑшрӗ.

 Сӑмахран, малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, Чӑваш Республикинче пӗлтӗр 17,6 пин ҫын 27 миллиард тенкӗ ытла ипотека кредичӗ илнӗ, ҫакӑ 2017 ҫулхи шайран тивӗҫлӗн 22 тата 26 процент пысӑкрах. Питӗ лайӑх кал-кал аталану!

Палӑртса хӑварас тетӗп – патшалӑх ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пулӑшас тӗллевпе усӑ куракан майсем ипотека кредичӗсем илесси ҫине ырӑ витӗм кӳчӗҫ. Республикӑра пурӑнакан ҫынсем юлашки 3 ҫулта илнӗ ипотека кредичӗсен шучӗ, 2015 ҫулпа танлаштарсан, 2 хутран кая мар ӳснӗ.

Ҫав хушӑрах, уйрӑм ҫынсем илекен ипотека кредичӗсен калӑпӑшӗ ӳснине пӑхмасӑр, кредит парӑмӗсен тӳпи пӗчӗк шайра сыхланса юлать – пӗр процентран та сахалрах.

Ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Республики Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ипотека кредичӗсен калӑпӑшӗ ытти потребитель кредичӗсен калӑпӑшӗнчен пысӑкрах шутланакан тата унӑн шайӗ халӑхӑн пӗтӗм ссуда парӑмӗн 55 проценчӗпе танлашакан пӗртен-пӗр регион пулса тӑрать.

Эпир пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса памалли ҫӗнӗ мелсене тӑтӑшах шыратпӑр. Патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗрне арендӑна памалли программа, «Ипотека тата тӳлесе илме ирӗк панӑ арендӑри ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫланаҫҫӗ.

Раҫҫей Президенчӗн ҫу уйӑхӗнчи Указне пурнӑҫлас тӗллевпе эпир «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр» регион проектне туса хатӗрлерӗмӗр. Унӑн шайӗнче ҫитес ултӑ  ҫулта пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин калӑпӑшне 920 пин тӑваткал метр лаптӑка ҫити ӳсмелле, ҫакӑ 2017 ҫулхи кӑтартуран 1,5 хут пысӑкрах. Кӑҫал 670 пин тӑваткал метртан кая мар пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр хваттер условийӗсене лайӑхлатма палӑртакан ҫынсемшӗн туянма юрӑхлӑ пулмалла. Ҫавӑнпа та граждансен тӗрлӗ ушкӑнӗсене патшалӑх енчен пулӑшасси тӗп тӗллевсен шутне кӗрет.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр программисен шайӗнче 2018 ҫулта 4100 ытла ҫемьене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма тӗрлӗ шайри бюджетран 1 миллиард та 600 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.

Строительство отраслӗн ӳсӗмӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр тунипе кӑна ҫыхӑнман. Социаллӑ объектсем, инфратытӑм объекчӗсем тӑвас ӗҫ калӑпӑшӗсем те курӑмлӑ. Пӗлтӗр 30 вӗренӳ объекчӗ тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ, сывлӑха сыхлас ӗҫӗн – 30, культурӑн – 5, спортӑн – 16 объекчӗсене ҫӗкленӗ. Шупашкар хулинче Мускав кӗперне хута янӑ.

 «Таса шыв» регион проекчӗ шайӗнче тумалли капиталлӑ строительство объекчӗсен ҫӗнӗ йышне йӗркелесе ҫитернӗ. Ҫитес ултӑ ҫулта Чӑваш Республикинче 100 пин ытла ҫынна шывпа тивӗҫтермелли 320 километр тӑршшӗ 20 объект тума 2 миллиард та 200 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Кӑҫал Пӑрачкав районӗнче тата Шупашкар агломерацийӗнче вӑтӑр пилӗк километр ытла шыв пӑрӑхӗсен сетьне тума тытӑнаҫҫӗ.

Шупашкар хулишӗн аталану валли лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ. Чӑваш Ен тӗп хули федераци шайӗнчи конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Аталанӑвӑн Ҫӗнӗ банкӗ БРИКС  уйӑракан укҫа-тенке илме тивӗҫнӗ Раҫҫейри пилӗк хула шутне кӗнӗ. Шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли тытӑмсене аталантармалли 10 проекта пурнӑҫлама 4 миллиард тенкӗ яма палӑртнӑ, ҫакӑ пысӑк шайри синергетика эффекчӗпе палӑрӗ: хулари экологи лайӑхланать, инфратытӑмпа ҫыхӑннӑ чарусем сирӗлеҫҫӗ, шыв пахалӑхӗ ӳсет. Ҫав пысӑк суммӑна Хӗвел анӑҫри финанс институчӗсем санкцисене пула Раҫҫейре проектсене пурнӑҫлама пӑрахнӑ вӑхӑтра уйӑрса панӑ. Парӑма тивӗҫтересси тата парса татасси федераци бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе пулса пымалла. Раҫҫей Президентне тата ҫӗршыв Правительствине Чӑваш Республикине пулӑшнӑшӑн халӑх ячӗпе тав тӑватӑп!

Хула хутлӑхӗн пахалӑхне тата хӑтлӑлӑхне тытӑмлӑн ӳстер­мелли майсем туса хурас тӗллевпе Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн «Хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси» приоритетлӑ проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла тӑсӑлать. Картиш территорийӗсене Ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенки шучӗпе, ҫавӑн пекех пуҫаруллӑ бюджетировани майӗпе тирпей-илем кӗртетпӗр.

191 картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 72 ҫула юсанӑ.

 Ҫавнашкал калӑпӑшлӑ обществӑллӑ территорисене тирпей-илем кӗртессине тӗпрен улӑштаракан ӗҫсене халиччен нихӑҫан та туман. Ҫакӑ пирӗн ҫынсемшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ.

2019 ҫулта 140-рен кая мар картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 50 ҫула юсама йышӑннӑ.

2024 ҫулччен тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама 300 пине яхӑн ҫынна явӑҫтарма, 138-тан кая мар обществӑллӑ хутлӑха тирпей-илем кӗртме, хула хутлӑхӗн пахалӑх индексне 30 процента ҫити пысӑклатма палӑртнӑ.

Эпир 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ишӗлекен тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондӗнчен ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫарас ӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӑмӑр. Асӑннӑ ӗҫе малалла тӑсатпӑр.

«Юрӑхсӑра тухнӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне ҫирӗппӗн чакарса пырассине тивӗҫтересси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ишӗлекен тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондӗнчен ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли ӗҫсене пурнӑҫлама пирӗн республика валли 1 миллиард та 200 миллион тенкӗ палӑртса хӑварнӑ.

Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 37 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашакан тата 3 пине яхӑн ҫын пурӑнакан нумай хваттерлӗ 88 ҫурта пӑсма палӑртнӑ.

Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки темиҫе сӑмах.

2018 ҫулта Ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенкин калӑпӑшӗ 5 миллиард ытла тенкӗпе танлашрӗ.

Ҫул-йӗрпе строительство ӗҫӗсен тапхӑрӗнче республикӑра 42 километр тӑршшӗ автомобиль ҫулне тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Регион тата вырӑн пӗлтерӗшлӗ ҫулсене 305 километра яхӑн юсанӑ.

2019 ҫулта Шупашкарти Сӑкӑт кӗперне тӗпрен юсассипе, Иван Яковлев проспектне юсаса ҫӗнетессипе, Улатӑр еннелле каякан шоссене ҫутӑпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене туса ирттерме палӑртнӑ.

Федераци программисем тӑрӑх республикӑра ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫулсем тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать.

«Ипотека тата арендӑна паракан ҫурт-йӗр» приоритетлӑ программӑна пурнӑҫланӑ шайра эпир Шупашкар хулин халь ҫӗкленекен микрорайонӗсенче автомобиль ҫулӗсем тума тытӑнтӑмӑр.

Республикӑра пурӑнакансем тата хӑнасем палӑртнӑ тӑрӑх юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫулсем палӑрмаллах лайӑхланчӗҫ, анчах та тата нумай тумалла-ха.  Эпир ҫӗнӗ проектсене, ҫул-йӗр программисене пурнӑҫлама хатӗр.

Пурте усӑ куракан автомобиль ҫулӗсен сечӗсен тӑрӑмне ла­йӑхлатас тата республикӑри ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе Чӑваш Ен Транспорт министерствине муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсемпе пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗнче палӑртнӑ тӗллевсемпе задачӑсене пурнӑҫлама пулӑшакан «Ҫул-йӗр сечӗ» тата «Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантармалли пӗрлехи тытӑмлӑ майсем» регион проекчӗсен мероприятийӗсене тата тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Юлашки ҫулсенче республикӑра пурӑнакансем уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи транспортпа турттарас ӗҫре йӗрке тума ыйтса, маршруткӑсен водителӗсем ҫул-йӗр правилисене тӑтӑшах пӑснине палӑртса ман пата чылай ҫырчӗҫ.

Пӗлтӗр Шупашкар хулинче транспорт реформи пурнӑҫа кӗме тытӑнчӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсен шутне чакарасси, обществӑллӑ транспорт ҫӳревне йӗркене кӗртесси пулса тӑрать.

Хуть хӑш ҫӗнетӳ пекех, вӑл ансатах мар пурнӑҫланать тата кашнинех тивӗҫтерме пултараймасть. Чылайӑшӗ хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗрки пӑсӑлнине тата обществӑллӑ транспорт ҫӳревӗн логистики улшӑннине палӑртать.

Хаклӑ туссем! Палӑртса хӑварас тетӗп: ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхӗ пуринчен те пӗлтерӗшли! Ҫавӑнпа та эпир реформӑна йӗркеллӗн, ҫынсен шухӑшне шута илсе, утӑмшарӑн пурнӑҫа кӗртсе пырӑпӑр.

Эпир ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсен шучӗ 2019 ҫулта палӑрмаллах чакасса, обществӑлла транспортпа пассажирсем турттарас ӗҫ пахалӑхӗ лайӑхланасса шанатпӑр. 2024 ҫул тӗлне ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсене пула вилекенсен шучӗн кӑтартӑвӗ 100 пин ҫын пуҫне 4-ран иртмелле мар, 2030 ҫул тӗлне вара – йӑлтах пӗтмелле.

Чӑваш Ен Транспорт министерствине муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсемпе пӗрле пӗтӗм республикипех пӗр пӗтӗм транспорт сетьне, хальхи маршрутсен сетьне лайӑхлатса, туса хурас ӗҫе вӗҫлеме, ҫавӑн пекех республика территорийӗнче транспорт хатӗрӗсен куҫӑмне ертсе пырас ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме май паракан пӗр пӗтӗм навигаципе информаци хутлӑхне йӗркелеме хушатӑп. 

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ку чухнехи информаци технологийӗсем экономикӑн пӗтӗм отраслӗпе социаллӑ сферӑна аталантармалли, патшалӑха тата муниципалитета тытса пырас ӗҫе лайӑхлатмалли майсем пулса пыраҫҫӗ.

Аталаннӑ информаци инфратытӑмӗ паян республикӑри хуласемпе районсемшӗн питех те кирлӗ.

 Интернет – информаци лаптӑкӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех вӑл патшалӑха тытса пымалли, патшалӑх тата муниципалитет пахалӑхлӑ пулӑшу ӗҫӗсем памалли, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗ енӗпе пулӑшусем памалли ҫӗнӗ шайри витӗмлӗ ресурс.

Паян пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа Чӑваш Енри мӗн пур хуланах тивӗҫтернине палӑртса хӑвармалла. Эпир ку ыйтӑва ялсенче те йӗркеллӗ татса паратпӑр.

Сӑмахран, 2018 ҫул вӗҫне 3G сечӗсемлӗ карас ҫыхӑнӑвӗн абоненчӗсен йышӗ 90 процентран та иртнӗ.

Юлашки 5 ҫулта кӑна республикӑри 111 салара тата ялта пурӑнакан 50 пин ытла ҫынна интернетпа усӑ курмалли майсем туса панӑ. Ҫакӑн валли пине яхӑн километр ытла чӗлкӗмпе оптика ҫыхӑнӑвӗн линийӗсене хывнӑ. Асӑннӑ ӗҫ хулари тата ялти пурнӑҫ условийӗсене пӗр тан тӑвас тӗллевпе тунӑ тепӗр утӑм.

Ҫитес икӗ ҫулта чӑн малтан пурнӑҫламалли тӗллевсенчен пӗри республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене сарлака ярӑмлӑ «Интернет» сечӗпе усӑ курмалли майсемпе тивӗҫтересси пулса тӑрать. Чӑваш Ен Информаци политикин министерствине отрасль ведомствисемпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле ҫак задачӑна 2021 ҫул вӗҫӗччен татса пама хушатӑп.

Паян патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн пӗтӗм тытӑмне цифрӑлас ӗҫ ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр.

6 ҫул хушшинче республикӑра патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене электронлӑ майпа памалли тухӑҫлӑ тытӑм туса хунӑ. Паян Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен 70 процентӗнчен ытларах пайне Патшалӑх паракан пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче шута илнӗ.

2018 ҫулта министерствӑсемпе ведомствӑсен, ҫавӑн пекех муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен администрацийӗсен сайчӗсене ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ анлӑ проекта вӗҫленӗ. Ҫакӑ мӗн пур шайри влаҫ органӗсен уҫӑмлӑхне тата уҫҫӑнлӑхне палӑрмаллах ӳстерме май пачӗ.

Электронлӑ документсен ҫаврӑнӑшӗн тытӑмне ҫӗнетнине пула влаҫ органӗсен хушшинчи хут документсен ҫаврӑнӑшне йӑлтах пӑрахӑҫламалли майсем йӗркеленчӗҫ, электронлӑ документсене шаннин шайӗпе вӗсен пӗлтерӗшӗ ӳсрӗ.

Анчах та ҫӗнӗ тытӑма ӗҫе кӗртни электронлӑ документсен сыхлавлӑхне тивӗҫтерес тӗлӗшпе нормативлӑ право акчӗсене йӗркелесе ҫитерме хистет.

Чӑваш Ен Культура министерствине Чӑваш Ен Юстици тата Чӑваш Ен Информаци политикин министерствисемпе пӗрле ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем электронлӑ документсен формипе туса хатӗрлемелли, упрамалли тата усӑ курмалли документсен переченьне туса хатӗрлес тӗлӗшпе сӗнӳсем хатӗрлеме хушатӑп.

Информаци инфратытӑмне шанчӑклӑн ӗҫлеттерме республи­кӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хӑйсен ӗҫ-хӗлӗнче  хамӑр ҫӗршывра туса хатӗрленӗ тивӗҫтерӳ программисемпе ытларах усӑ курни  пулӑшать.

2021 ҫул тӗлне республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче усӑ куракан хамӑр ҫӗршывра туса хатӗрленӗ офисри тивӗҫтерӳ программисен тӳпи 50 процента ҫити ӳсмелле.

Паян «Цифра экономики» наци программине пурнӑҫлас  ӗҫ пырать, унӑн тӗп тӗллевӗ цифра экосистемине туса хурасси кӑна мар, ҫавӑн пекех социаллӑ пурнӑҫпа экономика ӗҫ-хӗлӗн мӗн пур сферинчех бизнес процесӗсене ҫӗнӗлле йӗркелесси пулса тӑрать.

Экономикӑн тӗрлӗ отрасльне «Ӑслӑ хула», «Цифра энергетики», «Цифра ял хуҫалӑхӗ», «Сывлӑха сыхлас ӗҫре пӗр пӗтӗм цифра ӗлкине туса хурасси», «Цифра вӗренӗвӗн хутлӑхӗ», «Цифра культури» евӗр ведомство проекчӗсен витӗмӗпе цифрӑлани пирӗншӗн хӑнӑхнӑ пурнӑҫӑн пӗтӗм сферинех улӑштарма пулӑшӗ.

Мӗн пур влаҫ органӗн ертӳҫисене тата бизнес-пӗрлӗхне республика экономикин пӗтӗм отраслӗпе социаллӑ сферӑна цифра никӗсӗ ҫине куҫарас тата цифра майӗпе аталантарас ӗҫе хастарлӑн хутшӑнма чӗнсе калатӑп.

Хисеплӗ депутатсем, ӗҫтешсем!

Информаци технологийӗсем вӑйлӑ аталанакан саманара «Информаципе хуҫаланакан – тӗнчепе хуҫаланать» текен паллӑ каларӑш уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулса пырать. Кулленхи тӗрӗс информацие халӑх патне илсе ҫитерес ӗҫри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пӗлтерӗшне сиртен кашниех питӗ лайӑх ӑнланать.

Ҫырӑнса илекен пичет кӑларӑмӗсемпе тивӗҫтернин пӗтӗм Раҫҫейри рейтингӗнче Чӑваш Ен Раҫҫейре 10-мӗш тата Федерацин Атӑлҫи округӗнче 2-мӗш вырӑнта тӑрать.

2018 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулти ҫырӑнтару кампанийӗ вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем «Раҫҫей почти» уйрӑмӗсем урлӑ 210 пине яхӑн хаҫат-журнал ҫырӑнса илнӗ.

Республикӑра пурӑнакан пӗр пин ҫын пуҫне ҫырӑнтару урлӑ илсе тӑракан 169 экземпляр хаҫат-журнал тивет, ҫакӑ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 2 хут пысӑкрах.

Тиражсене сыхласа хӑварни республика тата район шайӗнчи пичет кӑларӑмӗсене халӑх шаннине ӗненмелле ҫирӗплетет.

Республика тата район шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисем суту-илӳ сечӗсен, потребитель кооперативӗсен хуҫисемпе хаҫатсем салатас тӗлӗшпе туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав сетьсен хуҫисем – паллӑ, хисеплӗ ҫынсем тата вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ шутланать. Паян вӗсем пурте кунта, ҫак залра, ҫавна май пичетленекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсемшӗн вӗсен пулӑшӑвӗ питӗ вырӑнлӑ пулӗччӗ.

Влаҫ органӗсемпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинчи ҫыхӑну пирки… Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисем пӗр-пӗр проблемӑллӑ лару-тӑру сиксе тухсан, ун пирки шарламасӑр тӑма хӑтланнӑ фактсем ят илттереҫҫӗ. Вӗсем ҫапла туни хӑйсемшӗн ахалех иртессе шанаҫҫӗ, ахӑртнех. Никамшӑн та ахаль иртмест.

Ҫӳлерех каланине пӗтӗмлетсе Чӑваш Ен Информаци политикин министерствине Чӑваш Ен Финанс тата Юстици министерствисемпе пӗрле пичет кӑларӑмӗсене халӑх патне илсе ҫитерекен альтернативлӑ служба туса хума хушатӑп.

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисен ӗҫ тухӑҫлӑхне хакланӑ чухне ҫавӑн пекех вӗсен информаци хутлӑхӗнчи ӗҫне те хак пама кирлӗ тесе шухӑшлатӑп.

Хаклӑ ӗҫтешсем!

Юлашки ҫулсенче социаллӑ сетьсем питех те кирлӗ хутшӑну лаптӑкӗсем пулса тӑнине пурте куратпӑр. Тӗрӗслӗхе пӑсса, вӑхӑтра мар пӗлтерекен хыпар темле лайӑх информацие те япӑххисен шутне кӗртет тата хамӑрӑн ҫитӗнӳсенех хамӑра хирӗҫ ӗҫлеттерме пултарать. Мала иртсе тӑвакан ӗҫ тата сиксе тухакан ҫивӗч ыйтусем ҫинчен уҫҫӑн ӑнлантарса пани кӑна регионти лару-тӑрӑва ҫирӗп шайра сыхласа хӑварма май парать.

Ҫавӑнпа та влаҫ органӗсен яваплӑ йышӑнусем тунӑ чухне халӑх шухӑшне пӗлес шутпа хӑйсен ӗҫӗнче социаллӑ сетьсемпе май пур таран тухӑҫлӑн усӑ курмалла.

Хӑш-пӗр ертӳҫӗ социаллӑ сетьре ахаль ҫынсемпе хутшӑннӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫинчен нумай ҫӗннине, ҫав хушӑрах пит кӑмӑллах маррине те, пӗлме пултарассине те асра тытатӑп. Ҫапах та вӗсем ҫавнашкал майпа чи ҫивӗч ыйтусем ҫине васкавлӑн хурав пама тата ҫынсене хумхантаракан йывӑрлӑхсене татса парас тесе тӑрӑшма пултараҫҫӗ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫре ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Хисеплӗ депутатсем, ӗҫтешсем!

Эпир харпӑрлӑх объекчӗсене шута илес ӗҫре йӗрке турӑмӑр, пурлӑха тытса пырассин уҫҫӑнлӑхне тата уҫӑмлӑхне тивӗҫтертӗмӗр.

 Пурлӑха шута илессине автоматизацилени патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗн пӗрлехи реестрӗнчи объектсен шутне 2012 ҫулхи 11 пинрен пуҫласа 2018 ҫулта 70 пин таран объекта ҫити ӳстерме пулӑшрӗ. Ку питӗ лайӑх кӑтарту.

Анчах та муниципалитет пурлӑхӗн реестрӗн кӑтартӑвӗсем Росреестр базипе тӳр килмен уйрӑм тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ.

Асӑннӑ задачӑна пурлӑх хутшӑнӑвӗсен сферинче цифра платформипе усӑ курма пуҫласан татса пама май килӗ. Ку тӗлӗшпе куҫман пурлӑх объекчӗсен патшалӑх кадастр хаклавне ҫӗнӗ йӗркесем тӑрӑх туни те пулӑшма тивӗҫ.

Куҫман пурлӑх объекчӗсене, ҫав шутра «Халӑх инвентаризацийӗ» акци вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене те, налук тата хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртес енӗпе тӑвакан ӗҫсене малалла тӑсмалла.

«Халӑх инвентаризацийӗ» акци вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ объектсене ҫаврӑнӑша кӗртес ӗҫе Шӑмӑршӑ, Етӗрне тата Елчӗк районӗсенче лайӑх йӗркеленӗ.

Кунта тупса палӑртнӑ пӗтӗм ҫӗр лаптӑкне арендӑна уйӑрнӑ тата тухӑҫлӑ усӑ куракансене харпӑрлӑха панӑ, ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене саккунпа килӗшӳллӗн уйӑрса панӑ. Унсӑр пуҫне, халӑх хушшинче куҫман пурлӑх объекчӗсене харпӑрлӑхра тытас правӑна регистрацилес тӗлӗшпе ӗҫ туса ирттернӗ. Асӑннӑ районсенче пурӑнакан ҫынсем куҫман пурлӑхӑн 270 объекчӗ тӗлӗшпе хӑйсен правине регистрациленӗ, еткерҫӗсем 107 объект тӗлӗшпе прависене ҫырса йӗркеленӗ. Ҫак опытпа ытти муниципаллӑ районта та усӑ курмалла.

Инвентаризаци ӗҫне туса ирттернӗ вӑхӑтра ҫавӑн пекех Шупашкар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн пушӑ ларакан палӑкӗсене тупса палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Культура министерствин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле культура еткерӗн пушӑ ларакан палӑкӗсемпе усӑ курассине тивӗҫтермелле, ҫакна тума вӗсене тухӑҫлӑ усӑ куракана арендӑна памалла, ҫав шутра ҫӑмӑллӑхлӑ майсемпе.

Муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курнӑшӑн илекен аренда тӳлевӗсем енӗпе пухӑннӑ парӑм ҫулталӑк хушшинче 25 процент чухлӗ чакнине пӑхмасӑр, парӑм  калӑпӑшӗ ҫаплипех пысӑк шайра юлать тата 562 миллион тенкӗпе танлашать.

Пӗтӗм парӑмӑн ытларах пайӗ, 87 проценчӗ, Шупашкар хулине тивӗҫет.

Парӑмсене сӗмсӗррӗн тӳлеменнисенчен пӗри – «Коммуналлӑ технологисем», Шупашкар хулин парӑмӗн 68 проценчӗ вӗсен. Муниципалитет пурлӑхне вӑрах вӑхӑтлӑха тӗллевлӗн арендӑна илесси ҫинчен тунӑ договор тӑрӑх пухӑннӑ вӗсен парӑмӗн шайӗ 331 миллион тенке яхӑн.

«Коммуналлӑ технологисем» договорпа килӗшӳллӗн уйӑрса панӑ муниципалитет пурлӑхне юсас енӗпе хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене те, ӑшӑ сечӗсен аталанӑвне хӑйӗн укҫи-тенкине хывмалли инвестици программине те ҫултан-ҫул пурнӑҫламан. Ҫакнашкал лару-тӑрупа текех килӗшсе тӑма юраман.

Тӗп хулара пурӑнакансене ӑшӑпа тата ӑшӑ шывпа пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерсе тӑрас, усӑ курнӑ ҫут ҫанталӑк газӗшӗн тӳлемелли парӑма ӳсме парас мар тӗллевпе Чӑваш Ен Правительстви тата Шупашкар хулин администрацийӗ тӑрӑшнипе 2018 ҫулта «Коммуналлӑ технологисемпе» тунӑ договора суд йӗркипе срокчен пӑрахӑҫланӑ.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен арендӑна панӑ муниципалитет пурлӑхӗшӗн тӳлесе татман парӑмсен шайне чакарас тата вӗсене пӗтерес тӗлӗшпе вӑхӑтлӑ тата витӗмлӗ ӗҫсем туса ирттермелле. Ҫавӑнпа та асӑннӑ ыйтӑва претензипе тавӑҫ ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫланине, ҫавӑн пекех парӑма шыраса илес енӗпе суд приставӗсен службипе пӗрле суд йышӑнӑвӗсен шайӗнче тӑвакан ӗҫе хушма майпа тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерес тӗллевпе муниципалитет пӗрлӗхӗсен депутачӗсен пухӑвӗнче пӑхса тухмашкӑн тӑратма сӗнетӗп.

Хисеплӗ депутатсем тата ентешӗмӗрсем!

Коррупципе кӗрешесси Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Эпир взятка илессипе тата «вӑрттӑн экономикӑпа» кӗрешме пулӑшакан мерӑсен тулли комплексне пурнӑҫа кӗртетпӗр.

Пирӗн килӗшӳллӗ ӗҫӗмӗре, право сыхлавӗн органӗсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫленине пула 2018 ҫулта коррупци преступленийӗсене тата саккуна коррупци майӗпе пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртма май килчӗ, вӗсем кӳнӗ сиен калӑпӑшӗ 245 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Илсе кӑтартнӑ укҫа-тенкӗн 60 процентне яхӑн иртнӗ ҫул вӗҫнелле бюджета тавӑрса панӑ, ҫакӑ ун умӗнхи ҫулти кӑтартуран 10 процент пысӑкрах.

Халӑх влаҫ органӗсене шанасси, обществӑри ҫирӗплӗх, ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗ коррупци преступленийӗсене тӗппипех пӗтернинчен тӳррӗн килет.

Пирӗн тӗллев – общество организацийӗсемпе тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе пӗрле халӑхӑн коррупцие ҫирӗппӗн хирӗҫ тӑмалли ӑнланулӑхне йӗркелесси, коррупци палӑрӑмӗсен ҫулне пӳлесси тата вӗсене тупса палӑртасси.

Чӑваш Енре ҫынсем юрист консультацине хӑвӑрт тата лайӑх шайра илме пултарччӑр тесе чылай тунӑ. Право пулӑшӑвне тӳлевсӗр парас ӗҫ малалла пырать. Ҫавнашкал пулӑшупа паян республикӑра пурӑнакан 280 пине яхӑн ҫын усӑ курнӑ.

2018 ҫултан тытӑнса «Юристсем – халӑха» проект пурнӑҫланать.

2 пине яхӑн ҫынна пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата ҫӗр ыйтӑвӗсене татса парас, пурӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсемпе тивӗҫтерес, социаллӑ пулӑшу илме пулӑшас ыйтусем тӗлӗшпе витӗмлӗ пулӑшу кӳнӗ. Асӑннӑ проект республикӑра пурӑнакан ҫынсемшӗн кирлине пурнӑҫ кӑтартса пачӗ.

Халӑхӑн право пӗлӗвне ӳстерес, ял ҫыннисене право пулӑшӑвӗ парас, пысӑк ӑсталӑхлӑ юристсем паракан пулӑшу ӗҫӗсен юрӑхлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе Чӑваш Ен Правительствин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле «Юристсем – халӑха» проекта пурнӑҫлас ӗҫе малалла тӑсмалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче халӑхӑн кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн виҫи йӗркеллӗн ӳссе пыни палӑрать. «Ҫу» уйӑхӗнчи указсене пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ вӑхӑтранпа, 2012 ҫултанпа, вӑл 3,2 ҫула ҫити пысӑкланчӗ тата халиччен пулман шая – 73,5 ҫула ҫитрӗ.

 Халӗ пирӗн умра пӗлтерӗшлӗ тӗллев тӑрать – пурнӑҫ тӑршшӗн виҫине ҫирӗппӗн ӳстерсе пырса ӑна 2024 ҫул тӗлне 78 ҫула ҫитересси.

Юлашки 6 ҫулта аслӑ ӳсӗмри ҫынсен шучӗ 25 процента яхӑн ӳснӗ, вӑрӑм ӗмӗрлисен, 100 ҫул урлӑ каҫнисен, шучӗ вара – 2 хута яхӑн (100 ҫын).

Паллах, пурнӑҫ тӑршшӗн виҫи пысӑкланни ытларах чухне лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвне пурӑнакан вырӑн хутлӑхӗнчех илме май пулнинчен килет. Ҫапах та ҫакӑ ҫынсен хӑйсен хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗ.

Виҫӗ сыпӑклӑ сывлӑх сыхлавӗ – пуҫламӑш сыпӑкран тытӑнса пысӑк технологиллӗ медицина центрӗсем таранччен – пире медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ҫултан-ҫул ӳстерсе пыма май парать.

Раҫҫей Правительствин пулӑшӑвне пула Шупашкар хулин варринче сменӑра 500 ҫынна йышӑнма май паракан нумай профильлӗ поликлиника тӑвас ӗҫ пырать. Ӑна ҫак ҫулталӑкӑн IV-мӗш кварталӗнче хута яма палӑртатпӑр.

Йӗркеленсе ҫитнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсен, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсен, поликлиникӑсен тытӑмӗшӗн вырӑна тухса ӗҫлемелли ӗҫ мелӗ лайӑх пулӑшу шутланать.

Сахал ҫынлӑ ялсенче пурӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ пама эпир пӗлтӗр кӑна куҫса ҫӳрекен 5 ФАП тата куҫса ҫӳрекен маммограф туянтӑмӑр.

Кӑҫал федераци укҫи-тенки шучӗпе тата ҫавнашкал 18 комплекс туянма палӑртнӑ, ҫакӑ кашни муниципаллӑ районтах куҫса ҫӳрекен комплекс пулассине тивӗҫтерет.

Сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмне кӗрекен пуҫламӑш сыпӑкӑн тухӑҫлӑ логистики пире кашни ҫулах халӑхӑн 70 процентран кая мар пайне профилактика тишкерӗвӗ туса ирттерме май парать.

Республикӑра «юн тымарӗсен программи» ӑнӑҫлӑн пурнӑҫла­нать: инфаркт е инсульт пулма пултаракан пациентсен 90 ытла процентне паян профильлӗ медицина организацийӗсене чи кӗске вӑхӑтра илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫавна пула эпир, Раҫҫей Федерацийӗпе танлаштарсан, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене пула вилессин пӗчӗк кӑтартӑвӗсене сыхласа хӑваратпӑр.

Ҫитес 6 ҫулта юн тымарӗсен центрӗсен пӗтӗм тытӑмне мӗн кирлипе ҫӗнӗрен тивӗҫтерме палӑртса хунӑ, ҫакӑ пире ҫулсерен ҫӗршер ҫын пурнӑҫне сыхласа хӑварма май парать.

Эпир онкологи чирӗсемпе ҫыхӑннӑ вилеслӗх кӑтартӑвӗсене чакарасси ҫине те тимлӗн пӑхатпӑр.

Шел пулин те, объективлӑ сӑлтавсем пире Ядерлӑ медицина центрне, малтан палӑртса хунӑ пек, 2018 ҫулта хута яма май памарӗҫ.

Ҫапах та республикӑра пурӑнакансен онкологи пулӑшӑвне памалли кластер модельне йӗркелессипе, онкологи службин кулленхи ӗҫ-хӗлне малта пыракан медицина технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем малалла тӑсӑласси пирки иккӗленӳ пулмалла мар.

Кӑҫалтан пуҫласа онкологи енӗпе пулӑшу паракан амбулатори центрӗсем ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Ҫакӑ онкологи чирӗсемпе чирлекенсене васкавлӑн сиплеме тытӑнмашкӑн май парать.

6 ҫул хушшинче «Сывлӑха сыхлас ӗҫ» наци проектне пурнӑҫланӑ шайра  Республикӑри онкологи диспансерне пысӑк технологиллӗ медицина оборудованийӗпе туллин тивӗҫтермелле. Ҫак тӗллев валли 1 миллиард ытла укҫа-тенкӗ яма палӑртнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пуҫарӑвӗсенчен пӗри – ачасене паракан медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхне тата пахалӑхне лайӑхлатасси.

2021 ҫул тӗлне республикӑри кашни ача-пӑча поликлиникиех ҫӗнелет, перекетлӗ производство йӗркине тата ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли хӑтлӑ майсем туса парассине тӗпе хурса ку чухнехи стандартсем тӑрӑх ӗҫлеме пуҫлать. Шупашкар хулинче ачасем валли инфекци стационарӗн ҫӗнӗ корпусне тума тытӑннӑ. Ӑна 2020 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче хута яма палӑртатпӑр.

2018 ҫулта эпир республикӑра пӗчӗк пепкесем вилессин кӑтартӑвне ӳсме чарма пултарайманнине чуна ыраттарса калатӑп. Ҫулталӑка ҫитичченхи кашни виҫҫӗмӗш пепкен вилӗм сӑлтавӗ – тулашри сӑлтав (30,3%). Ытти вилӗм сӑлтавӗсем – сахал виҫеллӗ пепкесен йывӑр чирӗсем тата ҫуралсанах палӑракан тӗрлӗ чир-чӗр.

Ачасен пурнӑҫӗ пирки калаҫнӑ чухне никам та тӳрре тухма пултараймасть!

Хальхи вӑхӑтра социаллӑ ӗҫченсемпе сывлӑх сыхлав ху­ралҫисем хӑйсем ятран паракан пулӑшусем ҫинчен, ҫав пулӑ­шусене заявлени йӗркипе кӳни ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ.

Сывлӑх сыхлавӗнчи малта пыракан технологисем пирки те калаҫма пулать, анчах та ҫемье хутшӑнмасӑр тата ашшӗ-амӑшӗн яваплӑхӗсӗр ачасене тӗрлӗ инкекрен сыхласа хӑварма май ҫук.

Пирӗн пӗчӗк ачасен вилеслӗхне асӑрхаттарас енӗпе вӑй хуракан мӗн пур субъект килӗштерсе ӗҫлессине тивӗҫтермелле. Уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп: ачасен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн пиртен кашнийӗнех ҫине тӑрса ӗҫлемелле!

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине, Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствине, Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑя, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствипе пӗрле пӗчӗк ачасен вилеслӗхне, чӑн малтанах тулаш сӑлтавсене пула вилессине, асӑрхаттармалли ӗҫсен пӗрлехи программине чи ҫывӑх вӑхӑтра туса хатӗрлеме хушатӑп.

Общество организацийӗсене – Хӗрарӑмсен канашӗпе Ашшӗсен канашне – ҫак ӗҫе хутшӑнма хытарсах ыйтатӑп. Пирӗншӗн кашни пепке, кашни ача пурнӑҫнех сыхласа хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Тулашри вилӗм сӑлтавӗсем – ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмри ҫынсемшӗн те чӑн инкек вырӑннех. Кашни ҫулах эпир ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмри пӗр пин ытла ҫынна упраса хӑварма май пулнӑ сӑлтавсенех ҫухататпӑр.

Уйрӑмах ку енӗпе арҫынсен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру пӑшӑрхантарать. Чӑваш Енре арҫынсемпе хӗрарӑмсен пурнӑҫ тӑршшӗн уйрӑмлӑхӗ 12 ҫулпа танлашать. Кунта пурте пӗлтерӗшлӗ: пурнӑҫ йӗрки те, киревсӗр йӑласем те. Арҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе врачсем патне сайра ҫӳрени, унта вӗсене е мӑшӑрӗ ертсе килни, е васкавлӑ пулӑшу машини илсе ҫитерни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Ҫавнашкал йӗркеллех мар лару-тӑрӑва эпӗ пуҫарнӑ «Арҫын сывлӑхӗ» проект улӑштарма пултарать. Вӑл пирӗн арҫынсен, чӑн малтанах ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмрисен, пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшмалла.

Малтанхи тапхӑрта эпир арҫын сывлӑхӗн центрӗсене йӗркелерӗмӗр тата вӗсене медицина оборудованийӗсемпе тивӗҫтертӗмӗр, ҫав тӗллевсем валли 50 миллиона яхӑн укҫа-тенкӗ ятӑмӑр.

Кӑҫал эпир асӑннӑ проекта анлӑлататпӑр – Раҫҫей Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин пуҫарӑвӗпе Чӑваш Ен халӑх сывлӑхӗн центрӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен 9 пилотлӑ субъект йышне кӗчӗ.

Чӑваш Ен Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствине ӑна республикӑра пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗшӗн пурнӑҫа кӗртессине тивӗҫтерме хушатӑп!

Эпир ҫавӑн пекех республикӑра ача ҫуратассине ӳстерес тӗлӗшпе хушма мерӑсем йышӑнатпӑр. 2019 ҫултан тытӑнса мӑшӑрланӑва регистрациленӗ мӗн пур ҫынна ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне пама пуҫлаҫҫӗ. Ҫав сертификатпа ҫамрӑк ҫемьесем медицина тишкерӗвне тӳлевсӗр тата перинаталь центрӗн специалисчӗсен йӑха тӑсма пултараслӑха хак панипе ҫыхӑннӑ консультаци пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ.

Пӗлтерӗшлӗ тӗллев – сывлӑха сыхлас ӗҫ отрасльне кадрсемпе тивӗҫтересси. Амбулатори пулӑшӑвӗ паракан больницӑсене врачсемпе тата медицина сестрисемпе тивӗҫтерес ӗҫ ҫаплипех ҫителӗксӗр шайра пулса пырать – 72 тата тивӗҫлӗн 78%.

«Чӑваш Ен медицина кадрӗсем» регион проектне пурнӑҫлама эпир 133 миллион тенкӗ яма палӑртатпӑр. Ҫакӑ медицина пулӑшӑвне амбулатори условийӗсенче паракан подразделенисене врач кадрӗсемпе, чӑн малтанах участокри терапевтсемпе, пӗтӗмӗшле практика врачӗсемпе тата участокри педиатрсемпе, тивӗҫтерессине лайӑхлатма май парать.

Граждансене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен. Эпир сирӗнпе социаллӑ тӗллевлӗ патшалӑх политикине тухӑҫлӑн пурнӑҫлатпӑр.

Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу пама кӑҫал 8 миллиард та 600 миллион тенкӗ ытла яратпӑр, ҫакӑ пӗлтӗрхинчен 7 процент ытларах.

 Кӑҫал ҫемьесене виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан (усрава илсен) кашни уйӑхра паракан тӳлев валли 483 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, асӑннӑ пулӑшӑва 5 пинрен кая мар ҫемье илет. 2 пинрен кая мар ҫемье пӗрремӗш ача ҫуралсан е усрава илсен паракан пулӑшӑва тивӗҫет.

Чӑваш Ен ҫемье йӑли-йӗркин ҫирӗплӗхӗпе палӑрса тӑрать. Паян республикӑра 12600 ытла нумай ачаллӑ ҫемье пурӑнать.

 2012 ҫулхипе танлаштарсан, вӗсен шучӗ 52 процент ӳснӗ. Ҫакӑ – Чӑваш Ен Правительстви ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх парас енӗпе йышӑннӑ мӗн пур тивӗҫе ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пынине ӗненмелле кӑтартакан тепӗр витӗмлӗ паллӑ.

Хаклӑ ҫыннӑмӑрсем!

Ҫемьене упраканӗ, кил ӑшшине сыхлаканӗ – аннемӗр.

«Тӑван ҫӗре савма та, ӗҫ-пуҫа та –

 Пурне те эс вӗрентнӗ-ҫке, анне!» – тесе каланӑ Чӑваш халӑх поэчӗ, тӑван чӗлхене, чӑваш культурине тӗнче шайне кӑлараканӗ – Геннадий Айхи. Ҫавна та аса илтерес килет, кӑҫал поэт ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитет.

Пилӗк е ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ хӗрарӑмсене кӑҫалтан тытӑнса Чӑваш патшалӑх наградипе – «Анне» мухтав паллипе чыслама йышӑнтӑмӑр.

Хаклӑ туссем! Кашни ҫемьерех анне – кил ӑшшине сыхлаканӗ, вӑлах пурнӑҫ йӗркине, йӑла-йӗркене тытса пырать. Ача амӑшӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫне пысӑка хурса хакланине ҫирӗплетсе, пӗлтӗр патшалӑх наградине – Чӑваш Республикин амӑш мухтавӗн «Анне» паллине – туса хутӑмӑр. Ӑна 5 е ытларах ача – Раҫҫей Федерацийӗн тивӗҫлӗ гражданӗсене – ҫуратса ӳстернӗ ача амӑшӗсем тивӗҫӗҫ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ачасем – пирӗн пуласлӑх!

Раҫҫей Президенчӗн ҫу уйӑхӗнчи Указӗнче Раҫҫей Федерацине пӗтӗмӗшле пӗлӳ пахалӑхӗ тӗлӗшпе тӗнчери малта пыракан 10 ҫӗршыв шутне кӗртме тӗллев лартнӑ.

Юлашки ҫулсенче вӗренӳ тытӑмӗнче калама ҫук пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Эпир виҫӗ ҫултан аслӑрах ачасене ача сачӗсенчи вырӑнсемпе тивӗҫтерме пултартӑмӑр. Халӗ пирӗн ясли ӳсӗмӗнчи пепкесем валли вырӑнсем йӗркелес тӗлӗшпе ӗҫлемелле. 2018 ҫулта 13 ача сачӗ тума пуҫланӑ.

Кӑҫал тата 3 ача сачӗ тума тата 1 ача сачӗн ҫуртне туянма палӑртнӑ. Ҫапла вара кӑҫалах 17 ҫӗнӗ ача сачӗ 3260 пепкене йышӑнӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене таврӑнӗ.

Федерацин «Шкул – 2025» проекчӗ ресурссемпе ӗҫ кӑтартӑвӗсен пӗлтерӗшлӗхӗ тӗлӗшӗнчен масштаблӑхӗпе палӑрса тӑрать.

2025 ҫул тӗлне республикӑра 29 шкул тумалла тата юсаса ҫӗнетмелле, ку чухнехи чи ҫӳллӗ шайри пахалӑх стандарчӗсене тивӗҫтерекен 13,5 пине яхӑн вӗренӳ вырӑнӗ йӗркелемелле.

Чӑваш Республики вӗренӳ пахалӑхне хак паракан пӗтӗм тӗнчери тата наци тӗпчевӗсене хастарлӑн хутшӑнать.

Сӑмахран, математика, вырӑс чӗлхи тата тӑван тавралӑх предмечӗсемпе вӗренӳ пахалӑхӗ тӗлӗшпе ирттернӗ наци тӗпчевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пирӗн шкул ачисен кӑтартӑвӗсем пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи кӑтартусенчен пысӑкрах пулнӑ.

Эпӗ пуҫарнӑ «Ӑслӑлӑха – шкула» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. 2018 ҫулта асӑннӑ проект шайӗнче никӗсри шкулсене физика тата хими предмечӗсене вӗрентме ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтернӗ, кӑҫал никӗсри 15 шкулти биологи пӳлӗмӗсене хальхи вӑхӑтри оборудованипе пуянлатмалла.

Черетлӗ утӑм вӗренӳ ресурсӗсен, ҫав шутра цифра вӗренӗвӗн ресурсӗсен навигаторӗ шутланакан ҫӗнӗ форматлӑ вӗренӳ порталне ӗҫе кӗртни пулса тӑрӗ тесе шухӑшлатӑп.

Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Кашни ача ҫитӗнӗвӗ», «Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ» проектсене пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пилотлӑ регион пулма Чӑваш Ене ҫирӗплетрӗ.

Пирӗн ачасен ӑс-хакӑл тата пултарулӑх вай-халне аталантармалли «Кванториум» технопарк, цифра вӗренӗвӗн «IT-куб» центрӗ, ял шкулӗсенчи гуманитарипе цифра профильлӗ вӗренӳ центрӗсем евӗр ятарлӑ вырӑнсем туса хума федераци бюджетӗнчен 590 миллиона яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Пӗрлехи кластера – Талантлӑ тата пултаруллӑ ачасене пулӑшу паракан тата аталантаракан республика центрне туса хума вӑхӑт ҫитрӗ тесе шухӑшлатӑп. Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Чӑваш Ен Финанс министерствипе пӗрле ҫак ыйтӑва татса пама хушатӑп.

Ачасене мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ профессипе паллашма майсем туса памалла. Шкулсенче ҫакӑн валли технологи урокӗсем пур тата вӗсене ку чухнехи вӗрентӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ пӳлӗмсенче ирттермелле.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Чӑваш Ен Финанс министерствипе пӗрле шкулсенчи технологи пӳлӗмӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне кирлӗ пек вӗрентӳ оборудованийӗпе пуянлатмалли йышӑнусен варианчӗсене ҫирӗплетме сӗнетӗп.

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикинчи вӑтам сыпӑкри пысӑк ӑсталӑхлӑ рабочисемпе специалистсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑмра палӑрмаллах лайӑх улшӑнусем пулса иртрӗҫ.

Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тытӑма аталантарма юлашки 5 ҫулта кӑна 7 миллиарда яхӑн тенкӗ инвестици хывнӑ.

Ҫакӑ вӑл этем капиталне хывнӑ питӗ пысӑк инвестицисем! Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр витӗмӗпе вӗренӳ заведенийӗсенчен ӗҫ паракансен чи ҫӳллӗ шайри требованийӗсене тивӗҫтерекен специалистсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Паллах, пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ҫитсех каймаҫҫӗ, анчах та эпир ӗҫ рынокӗ ыйтнине мӗнлерех майсемпе усӑ курса тивӗҫтермеллине лайӑх пӗлетпӗр. Ҫакӑн валли мӗн тӑвӑнать-ха?

Чӑваш Ен «Ҫамрӑк профессионалсем» юхӑма хастарлӑн хутшӑнать. Пирӗн пилӗк студент тӗнче чемпионатне хутшӑнма Ворлдскиллс Россия пӗрлештернӗ наци командин йышне кӗчӗ, вӑл кӑҫал Хусанта иртет. Компетенцисен специализациленӗ 175 центрӗнчен 5-шне пирӗн республикӑра уҫнӑ.

Професси енӗпе вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче «Ворлдскиллс» стандарчӗсем тӑрӑх кӑтартуллӑ экзамен йӗркелесе ирттермелли вырӑнсене ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтерес ӗҫе малалла тӑсмалла.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерстви умне тӗллев лартатӑп – ҫитес ҫулсенче техникумсенчен тата колледжсенчен вӗренсе тухнӑ чухне тытакан пӗтӗм экзамена пӗтӗм тӗнчери юхӑмӑн стандарчӗсем тӑрӑх кӑтартуллӑ экзамен майӗпе йӗркелесе ирттермелле.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ҫамрӑк ҫынсене пурнӑҫра хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма вӗрентсе хатӗрлесси – паллах, пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ тӗллев. Анчах та ҫамрӑксен ӑсӗшӗн чӑн-чӑн политика кӗрешӗвӗ пыракан лару-тӑрура пирӗн самантлӑха та хавшакланма ирӗк ҫук.

Халӑх пӗрлӗхне сыхласа упрама пулӑшакан хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх шутӗнчи кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен тытӑмӗ ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Пирӗн хамӑрӑн ачасене ҫав пархатарлӑ никӗс ҫинче воспитани памалла, вӗсене йӗркеллӗ те лайӑх ҫын пулса ӳсме пулӑшмалла.

Республикӑра ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас тата тивӗҫлӗ граждансем пек пӑхса ҫитӗнтерес тӗллевпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланать.

Ҫак ӗҫе вӑйлатмашкӑн Федерацин Атӑлҫи округӗн Александр Васильевич Кочетов Совет Союзӗн Геройӗ ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне хастартарах явӑҫтарма сӗнетӗп. Кадет корпусӗ ҫарпа патриот воспитанийӗ памалли ресурс центрӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсем тата право сыхлавӗн органӗсем валли специалистсем хатӗрлекен вӗренӳ заведенийӗсемпе хутшӑнса ӗҫлемелли пилот площадки пуласса шанса тӑратӑп.

Ырӑ тӑвакансен ҫулталӑкӗ республикӑра волонтер юхӑмне аталантармалли лайӑх мел пулчӗ. Хальхи вӑхӑтра ырӑ тӑвакансен йышӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан аллӑ пин ҫын ытла шутланать. Вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫре пирӗн шанчӑклӑ пулӑшакансем пулса тӑраҫҫӗ. Волонтер пӗрлешӗвӗсемпе коммерциллӗ мар организацисен пӗтӗм проектне эпир пулӑшнӑ та, пулӑшатпӑр та.

Кӑҫал эпир социаллӑ тӗллевлӗ ытти проекта та, уйрӑмах вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх парас ӗҫ енӗпе туса хатӗрленӗ проектсене, курма ӗмӗтленетпӗр.

Палӑртса хӑваратӑп: Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатин тӗпчев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республикинче ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлас ӗҫе ҫамрӑксен пӗтӗмӗшле йышӗн 70 яхӑн проценчӗ хутшӑнать. Пӗр енчен пӑхсан, ку лайӑх кӑтарту. Тепӗр енчен пӑхсан вара, кашни виҫҫӗмӗш ҫамрӑк ҫын хӑй пӗлнӗ пек пурӑнни курӑнать.

Хаклӑ туссем! Пирӗншӗн кашни ҫынах хаклӑ! Хамӑрӑн ачасене, тем тесен те, аркатуллӑ вӑйсен витӗмне лекме ирӗк памалла мар. Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле общество организацийӗсене, вӗренӳ заведенийӗсене явӑҫтарса ҫамрӑксене обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫе хутшӑнтармалли программӑна ҫывӑх вӑхӑтрах туса хатӗрлеме хушатӑп.

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем!

Массӑллӑ физкультурӑпа спорта аталантарасси пирӗн тӗп ҫул-йӗрсен шутӗнче тӑрать. 2018 ҫулта республикӑри халӑхӑн 43,5 проценчӗ физкультурӑпа спорта тӑтӑшах хутшӑннӑ. Ҫакӑ Чӑваш Ен халӑхӗн вӑйлӑ енӗ!

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин спортпа туслӑ ҫынсен тӳпине 2024 ҫул тӗлне 55 процента ҫитерме тӗллев лартрӗ.

Шанатӑп (спорт пӗрлӗхӗ, спорта юратакансем манпа пӗр шухӑшлӑ): асӑннӑ кӑтартӑва эпир 4 ҫулта – 2022 ҫул тӗлне – ҫитме пултаратпӑр. Ҫакна тума халӑха спортпа туслашма пулӑшмалли ҫӗнӗ майсем шырамалла, физкультурӑпа спорта хутшӑнассине кашни ҫыншӑнах юрӑхлӑ тума тӑрӑшмалла.

Эпир спорт инфратытӑмӗн аталанӑвне инвестицисем хывас ӗҫе малалла тӑсатпӑр. Анчах та ҫав хушӑрах спорт сооруженийӗсемпе усӑ курас ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелле, спорт объекчӗсене тунӑ тата ӗҫлеттернӗ чухне патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн мелӗпе усӑ курма тӑрӑшмалла, мӗн пур спорт федерацийӗн ӗҫне кӑтартуллӑн вӑйлатмалла.

«Демографи» наци проекчӗн шайӗнче кӑҫал эпир «Спорт – пурнӑҫ йӗрки» регион проектне пурнӑҫлама тытӑнатпӑр.

Проектпа ял ҫӗрӗнчи районсенче пӗчӗк спорт площадкисем тӑвассине, ҫавӑн пекех Олимп резервӗсем хатӗрлекен спорт шкулӗсем валли оборудовани туянассине пӑхса хӑварнӑ.

Ӗҫлекен халӑха физкультурӑпа тата спортпа туслаштарас енӗпе хавхалантарма, ҫынсене хӑйсем ӗҫлекен ӗҫ вырӑнӗнче физкультурӑпа спорта массӑллӑн хутшӑнтарма пулӑшакан физкультурӑпа спорт клубӗсем туса хума, ҫавӑн пекех «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн нормине пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑракан муниципалитет центрӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме тӗллев лартатӑп.

Массӑллӑ спортри тата пысӑк ҫитӗнӳсен спортӗнчи ӑнӑҫусем ӗҫе мӗн пур шайра пӗлсе йӗркеленинчен килеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче туса ирттернӗ ӗҫ Чӑваш Ене Раҫҫей Федерацийӗн икӗ миллион таран ҫын пурӑнакан субъекчӗсенче физкультурӑпа спорт ӗҫне чи лайӑх йӗркеленине палӑртмалли Пӗтӗм Раҫҫейри смотр-конкурсра 2017 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 3-мӗш вырӑн йышӑнма май пачӗ.

Пирӗн республика пысӑк шайри спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе паха опыт пухнӑ. Чӑваш Енре кашни ҫулах спортӑн тӗрлӗ тӗсӗ енӗпе пӗтӗм Раҫҫей шайӗпе 60 ытла ӑмӑрту иртет.

Раҫҫей Спорт министерстви тата Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ 2019 ҫулта Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика енӗпе юбилейлӑ – ҫӗрмӗш чемпионата Шупашкарта ирттерме йышӑнни пирӗншӗн, паллах, пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Эпир Федераци центрне хамӑра шаннӑшӑн тав тӑватпӑр!

Халӗ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, спорт федерацийӗсен тӗллевӗ – асӑннӑ мероприятие ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттересси. Ҫавнашкал курӑмлӑ ӑмӑртусем региона куракансемпе туристсене май килнӗ таран ытларах явӑҫтараҫҫӗ тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама пулӑшаҫҫӗ.

Хисеплӗ депутатсем, ӗҫтешсем!

Культура сферине укҫа-тенкӗн юлашкийӗсене кӑна уйӑрнӑ вӑхӑтсем хыҫа юлчӗҫ. Юлашки 5 ҫулта ҫеҫ отрасле аталантарма 7,5 миллиард тенкӗ янӑ, ҫакӑ 2014 ҫулхи шайран 2,4 хут пысӑкрах.

Театрсенче юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ, техника оборудованине тата курав залӗсене ҫӗнетнӗ.

Константин Васильевич Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн ҫӗр ҫулхи юбилейне ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатнӑ тата юсаса йӗркене кӗртнӗ пӳлӗмсенче кӗтсе илчӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх пукане театрне юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленмелле.

Унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫнӑ. Ҫамрӑк та талантлӑ актерсемпе режиссерсем тинех хӑйсен пултарулӑхне туптамалли вырӑнлӑ пулса тӑчӗҫ. Ҫак театрӑн спектаклӗсем тулли залпа иртни пире эпир тӗрӗс йышӑну турӑмӑр тесе калама ирӗк парать.

2019 ҫулта, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн  йышӑнӑвӗпе Театр ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, ӳнер ҫурчӗсем ҫӗнӗ вӑйпа аталанма тытӑнасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Театрсем ҫӗршывӑн урӑх регионӗсене тухса ҫӳреме самаях пысӑк пулӑшу илеҫҫӗ. Культура министерстви умне гастроль ӗҫне анлӑлатма, хамӑр республикӑри кашни хулапа районта, кашни пысӑк тата пӗчӗк салапа ялта спектакльсем кӑтартассине йӗркелеме тӗллев лартатӑп. Театр ҫулталӑкӗ чӑн-чӑн культура марафонне пуҫарса ямалла!

Кашни ҫынах ҫӳллӗ шайри театр искусствипе киленме, ырӑ туйӑмсемпе савӑнма пултартӑр.

Пӗлтӗр «Вырӑнти культура ҫурчӗ» проекта пурнӑҫланӑ шайра 33 клубра юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ, ял ҫӗрӗнчи 24 клуба ку чухнехи оборудованипе пуянлатнӑ, проекта пурнӑҫлама тытӑннӑранпа вара – 111 клуба. Ҫитес икӗ ҫулта тата 132 культура ҫуртне юсамалла тата ҫӗнетмелле.

Элӗк, Патӑрьел, Тӑвай, Йӗпреҫ тата Комсомольски районӗсенче клубсем туса хута янӑ.

Аса илтерес тетӗп: 2016 ҫулта эпир 25 культура учрежденийӗ тумалли проекта пурнӑҫлама тытӑнтӑмӑр, вӗсенчен 12-шне ӗҫе кӗртнӗ ӗнтӗ. Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑл туллин пурнӑҫа кӗрет. Эпир малашне тата 25 культура учрежденийӗ тума палӑртатпӑр.

Муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑннӑ ӗҫе тӗплӗн тӗрӗслесе тӑма, хӑйсем ҫине илнӗ тивӗҫсене туллин пурнӑҫлама ыйтатӑп.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Хальхи ҫул тата ун хыҫҫӑнхи 2020 ҫул пирӗн республикӑшӑн уйрӑмах паллӑскерсем. Эпир пысӑк пӗлтерӗшлӗ икӗ юбилей датине: Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550 ҫул тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Тивӗҫлӗ Указа Раҫҫей Президенчӗ алӑ пуснӑ.

Юбилейсем – халӑхӑмӑрӑн иртнӗ кун-ҫулне аса илме, килес ӑрусен интересӗсемшӗн татса памалли тӗллевсене палӑртса хума хистекен лайӑх мел.

550 ҫул хушшинче Шупашкар халӑх пурӑнакан пӗр пӗчӗк вырӑнтан Атӑлҫин промышленноҫпа культура, вӗренӳпе наука центрӗ таран ӳссе тӗрекленчӗ.

Чӑваш Ен аграри хутлӑхӗнчен индустрипе аграри республики, ҫӗршывӑн электротехника промышленноҫӗн центрӗ пулса тӑчӗ.

Палӑртса калатӑп: республика аслӑ Раҫҫейӗмӗрпе унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗн уйрӑлми пайӗ пулнӑ та, пулать те. Пирӗн халӑх пурнӑҫри пӗтӗм йывӑрлӑхпа хӗн-хура, ҫитӗнӗве тата ҫӗнтерӗве яланах Тӑван ҫӗршывпа пӗрле пайланӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах.

Республикӑмӑрпа унӑн шӗкӗр хулин кун-ҫулӗ ҫакна ӗненмелле ҫирӗплетет.

Чӑваш автономи облаҫӗ ҫӗршыв картти ҫинче патшалӑх тата обществӑпа политика тытӑмне йӗркелес ӗҫ хӗрсе пынӑ тапхӑрта курӑнма пуҫланӑ.

Пирӗн умӗнхи ӑрусем кӗске вӑхӑт хушшинчех малалла ҫирӗппӗн аталанма шанчӑклӑ никӗс хывнӑ – чирсемпе хут пӗлменлӗхе ҫӗнтернӗ, вӗренӳпе социаллӑ пулӑшӑвӑн ҫӗнӗ тытӑмӗсене туса хунӑ, индустриализаци ӗҫне тапратса янӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче Чӑваш Ен калама та ҫук пысӑк тӗллевсене татса панӑ – эвакуаци йӗркипе куҫса килнӗ вуншар пин ҫынна йышӑнса вырнаҫтарнӑ, предприятисем валли ҫӗнӗ корпуссем ҫӗклесе лартнӑ тата фронта кирлӗ продукци туса кӑларас ӗҫе йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫ планне тӑтӑшах ирттерсе пурнӑҫласа пынӑ.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата социаллӑ пурнӑҫпа культура строительстви пирки уйрӑммӑн палӑртса хӑвармалла. Шупашкарта пурӑнакан халӑх шучӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа хушӑнса пынӑ тата пӗлтӗр ку кӑтарту ҫур миллион шайран иртнӗ, ҫав хушӑрах пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, ача сачӗсенчи тата шкулсенчи вырӑнсемпе тивӗҫтерес ыйтусем ӑнӑҫлӑн татӑлса пыраҫҫӗ.

Паян пирӗн хамӑрӑн аттесемпе аннесен ӗҫне малалла тӑсмалла ҫеҫ мар, вӗсен ҫитӗнӗвӗсене, хальхи вӑхӑт хистевне шута илсе, ӳстерсе пымалла.

Эпир юбилей датисен тӗлнелле тивӗҫлӗ кӑтартусемпе ҫывхаратпӑр. Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатни, ҫӗр­шывӑмӑрӑн экономика, социаллӑ пурнӑҫӗпе культура атала­нӑвӗнче пирӗн регионӑн витӗмӗ ӳсни ҫав уявсен тӗлне кӳнӗ чи лайӑх парне пулса тӑмалла.

Ҫакна тума пирӗн пысӑкран та пысӑк ӑнтӑлу кӑна мар, ҫавӑн пекех ресурссем те пур – ҫын, ӑс-тӑн, укҫа-тенкӗ, культура ресурсӗсем тата, паллах ӗнтӗ, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем. Ҫапах та пирӗн тӗп пуянлӑх вӑл – пуян истори опычӗ тата пирӗн мӑн асаттемӗрсен ӑс пурлӑхӗ.

Хаклӑ туссем! Раҫҫейпе пирӗн пӗр кун-ҫул тата пӗр тӗллев – ҫынсен ырлӑхӗ! Тӗнчипе паллӑ Геннадий Айхи сӑвӑҫ тӑван Чӑваш Ене Раҫҫейӗн кӗҫӗн йӑмӑкӗпе танлаштарнӑ. Ҫӗршывшӑн йывӑр кун килсен эпир яланах ӑспа, ӗҫпе пӗрле пулнине палӑртнӑ.

Пирӗн пӗрлӗхӗмӗрӗн пултаруллӑ хӑвачӗ, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхни, чи лайӑх ӗҫ тӗслӗхӗсемпе паха опыт ҫине таянни – пӗтӗм тӗллеве пурнӑҫа кӗртме, малалла ӑнӑҫуллӑн утӑмлама май паракан ҫирӗп никӗс!

Хисеплӗ депутатсем, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем!

Кӑҫал Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет.

«Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр,

Ҫӗршывӑн хастар ачисем,

Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,

Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен!» – тесе чӗнсе каланӑ вӑл тӑван халӑха.

Ҫак хӗрӳ ӗненӳ пирӗн чӗресенче те вутланса тӑтӑр!

Итленӗшӗн пысӑк тав.

                                                                                  Сирӗн Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика