Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен йышĕ сахалланнӑ
02.03.2020Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен йышĕ сахалланнӑ

В Чувашии стали меньше болеть гриппом и ОРВИПуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче видео-ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ ĕҫе район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем те хутшăннă.

Канашлура грипп тата  ОРВИ чирĕсем пирки сӳтсе явнă, граждансене, медицина учрежденийĕсене эмельсемпе тивĕҫтересси ҫинчен чарăнса тăнă.

Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавĕн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче,  регионта гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен шучĕ чакса пыни пирки ырă хыпара каланă.

Чӑваш Республикинче ОРВИпе, гриппа чирлекенсен шучĕ  532 пин ҫынпа танлашать, кăтарту пысăк мар.

Халӑх чирлесе ӳкнин шайĕ пĕчĕкленсе пыни вакцина вăхăтра тунипе ҫыхăннă теҫҫĕ специалистсем. Кӑҫалхи сезонра  чирсене хирĕҫ профилактика ĕҫне планпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Степанов республикӑра вируса хирĕҫ кĕрешмелли  антибактери препарачӗсем ҫителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ. "Пирӗн медицина организацийӗсене кирлĕ таварпа туллин тивĕҫтернĕ. Коронавирус инфекцийӗ ҫинчен информаци сарӑличчен маскӑсем виҫӗ уйӑхлăх запас пулнӑ республикăн, халĕ вара лару-тăру урăхла, пĕр уйăхлăх ҫеҫ тавар тăрса юлнă. Ҫакӑ ҫав маскӑсем тирпейлесе кăларакансен те пулманнипе ҫыхӑннӑ. Предприятисем калăпласа кӑларма ӗлкӗреймеҫҫӗ", – пӗлтернĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев ыйтăва сӳтсе явнӑ май, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен  пуҫласа эмельсем пирки калакан ҫĕнĕ саккун вӑя кӗнине асӑннă, вăл документ тухтӑрсемпе пациентсене пӗр-пӗрне шанассине тата аналог препарачӗсем ҫине куҫас тытăма ӳстересси ҫине тимлĕх уйăрма хистет.

Регион ертӳҫи Чӑваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствине граждансене ҫĕнĕлĕхсем пирки тата эмельсем ҫинчен хыпарсене май пур таран анлăрах илсе ҫитерме чĕнсе каланă.

Кашни эрнере пулакан канашлӑва хутшӑнакансем ҫавăн пекех "Ҫамрӑк профессионалсем" (Worldskills Russia)  чемпионат пирки чарăнса тăнă, пĕтĕмлетӳсене пăхса тухнă.  "Ҫӗрулми – 2020" куравпа самбо енĕпе Раҫҫей чемпионачĕ ҫинчен те сӳтсе явнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика