Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Шупашкар – Ҫĕнĕ Шупашкар» маршрутпа тухакан ҫĕнĕ троллейбуссем епле ҫула тухнипе тĕпрен паллашнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев
09.01.2020«Шупашкар – Ҫĕнĕ Шупашкар» маршрутпа тухакан ҫĕнĕ троллейбуссем епле ҫула тухнипе тĕпрен паллашнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашии Михаил Игнатьев проверил комфортность перевозок на новом троллейбусном маршруте  «Чебоксары – Новочебоксарск»Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Ҫĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулинче пулнă, икĕ муниципалитет хушшинчи ҫĕнĕ троллейбус рейса епле тухнипе кăсăкланнă.  

Унпа пĕрле паян ҫуҫӳревре Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев, Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Филиппов,    Ҫĕнĕ Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Олег Матвеев, Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова, Шупашкарти троллейбус управленийĕн директорĕ Александр Каныгин пулнă.

Ҫĕнĕ маршрутпа паян официаллă ҫынсемпе пĕрле журналистсем те ҫула тухнă.  Хула ҫыннисемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан транспорт ырлăхĕ пирки сăмахланă.

«Студент пулнă чухне, час-часах троллейбуспа ҫӳреттĕм.  Автобуссемпе тăтăшах ҫӳреме май та пулман», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи прнăҫ таппинче пурăнакансенчен 60 проценчĕ ытла троллейбуссене кăмăлаҫҫĕ.  Экологи тĕлĕшĕнчен таса транспорт шутланать.  Шупашкар тата Ҫĕнĕ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен ҫĕнĕ техника халăха килĕшни куҫкĕретех.  Палăртма кăмăллă, троллейбуссем ҫинче условисем те чаплă, ҫакнах хăнасем те курса ĕненнĕ.

Михаил Васильевич Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăхпа курнăҫнă май, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса вăй илтерсе пыма, индивидуальнăй программăна пурнăҫа кĕртсе пыма регион 625 млн тивĕҫессе хыпарланă. Вăл федераци хыснинчен куҫакан пулăшу пирĕн республикăри транспорт ыйтăвĕсене татса пама тăкакланассине те пĕлтернĕ Ертӳҫĕ.

«Тата та вуншар троллейбуссем туянăпăр.  Вĕсем Ҫĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче халăха илсе ҫӳретĕҫ.  Кăҫал ҫĕнĕ тĕллевсем пурнăҫа кĕресси куҫкĕретех. Апла пулсан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ тата та ӳссе пырĕ. Ку ĕҫсене пурнăҫа кĕртме пĕр миллиардран кая мар укҫа тăкаклăпăр.  Пĕлетпĕр, хăш-пĕр троллейбуссем тĕпрен кивелсе ҫитнине. Ҫитес пиллĕк ҫул хушшинче техника пайне тĕпрен ҫĕнетсе пыма тĕллев лартнă», - тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Паян    ҫĕнĕ техника епле кайнине тĕпрен тĕрĕслес ĕҫ пырать. Ҫĕнĕ маршрут кăҫал кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнчен кулленех ĕҫе пуҫлĕ.  Троллейбус номерĕ 100-мĕш пулать.    Халăх вăл палăртнă ҫула 25 тенкĕ тӳлесе транспорт пулăшăвĕпе усă курнăшăн тăкакланасси паллă. Енчен те укҫан тӳлес текенсен 26 тенкĕ тӳлеме тивĕ.  Транспорт кашни кунах ирхине 6 сехет те 7 минутран пуҫласа каҫхи 18 сехет те 40 минутчен ĕҫлет.  Кану кунĕсенче  ирхине 6 сехет те 2 минутран пуҫласа каҫхи 18 сехет те 12 минутчен ĕҫлеме графика йышăннă.  Енчен те халăх йышлăн ҫула тухас пулсан, вĕсен шухăшне тĕпе хурса расписани улшăнма та пултарасси куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕсем.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика