Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Региона Раҫҫей Федерацийĕнчи Китай Халăх Республикин Посольствин Полномочиллĕ министрĕ Фань Сяньжун ертсе пыракан сумлă делегаци килсе ҫитнĕ
22.04.2019Региона Раҫҫей Федерацийĕнчи Китай Халăх Республикин Посольствин Полномочиллĕ министрĕ Фань Сяньжун ертсе пыракан сумлă делегаци килсе ҫитнĕ

Чувашию посетила делегация Посольства Китайской Народной РеспубликиÇу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвĕ иртет. 

Паян региона Раҫҫей Федерацийĕнчи Китай Халăх Республикин Посольствин Полномочиллĕ министрĕ Фань Сяньжун ертсе пыракан сумлă делегаци килсе ҫитнĕ. Хăнасем регионти предприятисенче пулнă, вĕсен ĕҫĕпе кĕскен паллашса тухнă.  

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасемпе тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем хăйсен шухăшĕсем пирки каласа кăтартнă, чăваш халăхĕ питĕ ырă кĕтсе илме пĕлнине асăнса хăварнă.    Регионăн ҫитĕнĕвĕсене курса ĕненнине пĕлтернĕ хăнасем. Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕ 2013 ҫултанпа пурнăҫа кĕрсе пынине кура, регионсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ  опычĕсемпе паллашма пултарни паха, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма та меллĕ.  

Мероприятине хатĕрленессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин канашлу ирттернĕ.   

 Кашни ҫул ҫак мероприятине Раҫҫейри суйласа илнĕ пĕр-пĕр регионта ирттереҫҫĕ. Субъектăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тишкереҫҫĕ. Инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕсене анлăн пăхса тухаҫҫĕ. Паха ĕҫ опычĕпе паллашаҫҫĕ, ыттисене тĕслĕх вырăнне каласа параҫҫĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика