Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Кадет корпусĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра паян сăмахланă
27.09.2018Чăваш Ен Кадет корпусĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра паян сăмахланă

Обсуждены вопросы функционирования Чувашского кадетского корпусаАвăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкарти Атăлҫи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕпе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене сӳтсе явма, ертӳҫĕсене ĕҫлĕ канашлăва пухнă.   

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – стадион строительстви. Палăртса хăваратпăр, спорт объектĕнче универсиаллă 52х26 метр чухлĕ йышăнакан тӳрем пуласси паллă. Ăна ҫуллахи вăхăтра футболла вылямалли уй тăвасшăн, хĕлле вара хоккейла ăмăртусем ирттерме меллĕ тирпейлеме плана кĕртнĕ.  Ҫăмăл атлетика валли ятарлă ҫул сарасшăн, куракансене – 100 ҫын вырнаҫмаллăх лаптăк уйăрса хăварасшăн. Спортсменсене валли (кадетсене) хывса тăхăнма икĕ пӳлĕм хута ярасси те планра пур.   

Строительствăн иккĕмĕш тапхăрĕпе Пăр керменне ҫĕклесе лартасшăн. Унăн строительство ĕҫне 2019-мĕш ҫулта пурнăҫлама тĕллев лартнă. Тĕрĕслевпе асăрхав службисем палăртнă ҫитменлĕхсене пĕтерме хушма ĕҫсем тума укҫа-тенкĕпе ҫыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă пулнă. Кăлтăксене пĕтермелли ҫинчен паянхи канашлура сăмахланă.

Михаил Игнатьев ҫĕнĕ учреждени ҫав тери илемлĕ те хăтлă тесе палăртнă. Атăлҫи тăрăхĕнче пĕртен-пĕр илемлĕ объект шутĕнче тесен те йăнăш мар.  «Шупашкарта Атăлҫи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕ чи илĕртӳллисенчен пĕри, унăн пахалăх шайĕ Чăваш Енре кăна мар, Раҫҫей шайĕнче те пысăк пулмалла», – тенĕ вăл.  

Регион Пуҫлăхĕ Кадет корпусĕн строительство ĕҫне хастар хутшăннисене, официаллă майпа наградăсем парса хавхалантарма чĕнсе каланă.  «Ахаль ҫынсене, кунне-ҫĕрне пĕлмесĕр хăйсен ирĕкĕпе строительство ĕҫне кăмăлтан хутшăннисене, кану кунĕсемпе хушма сменăпа тухса ĕҫленисене те тав тума манмалла мар», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ.         

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика