Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Председателĕпе Алевтина Федоровăпа тата Ашшĕсен канашĕн Председателĕпе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
06.10.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Председателĕпе Алевтина Федоровăпа тата Ашшĕсен канашĕн Председателĕпе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

  Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с Председателем Союза женщин и Председателем Совета отцов Чувашской Республики

  Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Председателĕпе Алевтина Федоровăпа тата Ашшĕсен канашĕн Председателĕпе Алексей Мурыгинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 

Чи малтан, Михаил Игнатьев Алевтина Федоровăна ҫак ҫĕнĕ должноҫе суйланнă ятпа саламланă.  Ертӳҫĕне 2017 ҫулта авăн уйăхĕнчен пуҫласа ҫак ĕҫре ĕҫлеме шаннă. «Шанатăп, эсир кăтартуллă ĕҫлессе, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасса», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăсса.

Регионта кăҫал Ашшĕпе Амăшĕн ҫулталăкĕ иртсе пынине асăннă вăл. Ҫамрăксене тĕрĕс воспитани парса пырассипе ятарлă мероприятисен планне йышăннине палăртнă.  Ҫемье тупри тĕп вырăнта тăмаллине асăнса хăварнă, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел ура ҫине тăратса ҫак пуянлăх пирки тăтăшах пĕлтерсе тăмаллине тепĕр хут чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Аслисене хисеплемелле, вĕсем мĕн вĕрентнине яланах ăша хывса пурăнмаллине палăртнă сăмаха малалла тăснă май.

Ертӳҫĕсем организацийĕсен ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă.

Алексей Мурыгин хăйĕн сăмахĕнче, паянхи кун тĕлне регионти мĕнпур хуласемпе районсенче Ашшĕсен канашĕсем активлă ĕҫленине палăртнă.  Шкулсенче, ача пахчисенче ирттерекен мероприятисене уйрăмах вĕсем активлă хутшăннине пĕлтернĕ. Канашăн тĕп тĕллевĕ яланах ашшĕсен чысне ҫӳллĕрен те ҫӳлле хăпартса пырасси пулнине тепĕр хут асăнса хăварнă.  Ҫемье туприне упрасси, ачасене тĕрĕс вĕрентсе пырасси те кулленех кун йĕркинче ҫивĕч ыйту тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Пуласлăхра Ашшĕсен канашĕ «Ашшĕ-амăшĕн университечĕ» проекта пурнăҫа кĕртесшĕн.  Чăваш Енре хушма вĕрентӳ парассипе ҫул карттине йĕркелеме пуҫланине те пĕлтернĕ Алексей Мурыгин.  

Алевтина Федорова йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Ҫемьере ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче тепре чухне килĕшӳ хуҫаланманнине пăшăрханса пĕлтернĕ.  Кăлăхах, нумай чухне аслисем ачасене воспитани памалли ĕҫе шкул е ача сачĕ ҫине куҫарма пăхаҫҫĕ. Сăмаха май, тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусемпе, вĕсен организацийĕсенче ĕҫлекенсем, ятарлă специалистсемпе ҫемьесене тухса ҫӳресе тĕрлĕ пулăшусем пама витĕм кӳнине асăннă.   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев профилактика ĕҫĕсен тухăҫлăхне анализ тума сĕннĕ, ҫамрăксемпе ытларах тĕл пулса калаҫма чĕнсе каланă. «Шкулсенче ҫемье, этика, психологи урокĕсене ирттерни вырăнлă е ҫук? Кун пирки те ыйтăва тĕпчемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев калаҫăва малалла тăснă май.  Республикăра Ашшĕпе Амăшăн ҫулталăкне тивĕҫлĕ ирттермеллине, мероприятисем пĕтĕмпех ҫӳллĕ шайра пулмаллине асăннă.  Калăпăр, ҫывхарса килекен Амăшĕсен кунне те паха йĕркелесе ирттерсе ярассишĕн ҫине тăрса халех ĕҫсене пуҫламаллине каланă.  Регионта пурăнакансене мероприятисене ытларах та ытларах явăҫтармалла тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Регионта чи лайăх ҫемьесен тĕслĕхĕпе ыттисене вĕрентсе пымаллине каланă. Вĕсене чапа кăларма тăрăшмаллине те асăннă. Ҫирӗп ҫемье – пысӑкран та пы­сӑк пуянлӑх, вӑл пире тӗрлӗ йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлет, пурнӑҫ савӑ­нӑ­ҫ­­не парнелет, пи­рӗншӗн пуриншӗн те шанчӑклӑ тӗрек пулса тӑрать. «Йы­вӑҫ тымарӗпе ҫирӗп, этем – ҫемьепе»,– тесе халӑхра ахальтен ка­ла­маҫҫӗ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика