Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: Санкт-Петербургра пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумне торжествăлла лару-тăрура уҫнă
06.06.2019ПМЭФ-2019: Санкт-Петербургра пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумне торжествăлла лару-тăрура уҫнă

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев принял участие в торжественной церемонии открытия Петербургского международного экономического форумаҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Санкт-Петербургра пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă. Унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă. 

Форума килсе ҫитнĕ хăнасене чи малтан Петербург Губернаторĕ Александр Беглов саламланă, мероприяти ҫулсерен анлăн сарăлса пынине, унăн пĕлтерĕшĕ те ӳснине палăртнă Губернатор. Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕ ҫĕршыври регионсен пуҫлăхĕсене пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме, паллă предприятисен ертӳҫисемпе канашлама, специалистсмпе, экспертсемпе тĕл пулма май панине асăннă вăл. Чи паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашма ансат тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Ҫулсерен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем тĕвĕленсе пынине каланă Губернатор. 

Аса илтеретпĕр, Питĕрте экономика форумĕ ҫĕртме уйăхĕн 6-8-мĕш кунĕсенче иртет. Раҫҫейри чи паллă мероприятисенчен пĕри. Тĕнче шайĕнче малта пыракан ертӳҫĕсем пĕр-пĕринпе курнăҫаҫҫĕ, ют ҫĕршыв компанийĕсен пуҫлăхĕсем финанс министрĕсемпе тĕл пулаҫҫĕ, тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе яваҫҫĕ. Раҫҫей экономикин пуласлăхĕ пирки тарăн тишкереҫҫĕ субъектсен ертӳҫисем. Тĕнчери паллă ҫĕршывсен паха ĕҫ опытне тĕпе хурса пымаллине палăртаҫҫĕ. 

Кăҫал форум программине 170 мероприяти кĕртсе хăварнă. Пленар канашлăвĕ ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче пулать. Унта ҫĕршывăн ҫирĕп атланăвĕн ҫул-йĕрне тишкерĕҫ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика