Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратурин ӗҫченӗн кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшӑннă
13.01.2021 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратурин ӗҫченӗн кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшӑннă

Олег Николаев поздравил работников прокуратуры с профессиональным праздником

Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратурин ӗҫченӗн кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшӑннă.

"Обществӑлла хутшăнусемпе ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне шута илсе прокуратура ĕҫченĕсем умне ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ тĕллевсем тухса тăраҫҫĕ. Эсир саккунсене пурнӑҫӑн мӗнпур сферинчех ҫирӗп пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑратӑр. Анчах та чи кирли  сирĕншĕн этем прависемпе ирӗклӗхне хӳтӗлесси. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗллев тата пысӑк яваплӑх", – палӑртнă регион ертӳҫи. "Прокуратура органӗсенче принциплӑ та яваплӑ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫынсем тӗрӗслӗх ҫӗнтерӗвне тата пурнӑҫра саккун тӗп вырӑнта тӑнине ӗненесси чылай чухне сирӗнтен килет", – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Республика Пуҫлӑхӗ прокуратура ӗҫченӗсене нормативлӑ актсене хатӗрлес, йышӑнусем тӑвас тата вӗсене право тӗлӗшӗнчен хаклас енӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗшӗн, тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тунă.

Чӑваш Республикин прокурорӗ Андрей Фомин прокуратура ӗҫченӗсем саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă, вӗсене малашне те пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума, телей, сывлӑх тата ырлӑх суннă.

"2020 ҫулта влаҫ органӗсемпе, судпа тата право сыхлавӗн органӗсемпе хутшӑнса ӗҫлесе граждансен прависене хӳтӗлес енӗпе нумай ӗҫ тунӑ. Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе тата пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур сферӑрах прокурор тӗрӗслевӗсем туса ирттернӗ", – тенӗ вӑл.

Андрей Фомин пӗлтӗр  ҫынсенчен килнӗ 19 пин ыйтуран кашни 6-шне  прокурор мерисемпе усӑ курса  тивӗҫтернине пӗлтернӗ. Йышӑннӑ мерӑсене пула ӗҫ укҫи енӗпе 70 млн тенкӗ ытла парӑма парса татнӑ. ЖКХ сферинче саккуна пӑснӑ 4 пин ытла тӗслӗхе  тупса палӑртнӑ, 11 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Яланхиллех савӑнӑҫлӑ пулăмра прокуратура ӗҫченӗсене ертӳҫĕсем награда парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика