Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
14.02.2019РИФ-2019: Пултаруллă ачасене тупса палăртма май паракан тата вĕсене витĕм кӳме пулăшакан Регионти центр Чăваш Енре йĕркеленĕ

РИФ-2019: В Чувашии будет создан Региональный центр выявления и поддержки одаренных детей по модели Центра «Сириус»Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери РИФ-2019 Сочире иртет. Унта паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Талант и успех» Вĕренӳ Фончĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Документра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата фонд ертӳҫи Елена Шмелева алă пуснă. Килĕшĕве тĕпе хурса, пултаруллă ачасене тупса палăртма, вĕсене тĕрев пама, наукăпа, спорт, культура пайĕсемпе ҫыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерме витĕм кӳресси те паллă.   

Чăваш Ен Правительствипе  «Талант и успех» Вĕренӳ Фончĕ хушшинчи Килĕшӳ ĕҫ хучĕ регионта пултаруллă ачасене аталантарма пулăшакан Центр йĕркелесе яма май парĕ.  

Центр тĕллевĕсенчен пĕри – наука тата пултаруллăх тытăмне йĕркелесси, ачасене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси.  Вĕрентекенсен професси пĕлĕвĕн шайне ӳстерсе пырасси те актуаллă, кун йĕркинчех тăрать.  Программăна лекме пултаракансен йышĕнче тĕрлĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисем, наукăпа тĕпчев ĕҫĕсенче паха опытпа палăрнисем, спорт мероприятисенче мала тухнисем пулĕҫ.     

«Таланты и успех» Фонд Чăваш Республикине регионти Центр ĕҫне йĕркелесе яма сĕнӳсем парса пулăшĕ, методика енчен те витĕм кӳрĕ.  «Сириус» центрĕн информаци тытăмне уҫҫăнах кĕме майсем йĕркеленĕҫ, унăн ресурсĕсемпе те усă курма май пулĕ.  

«Таланты и успех» Фонд ячĕпе Елена Шмелева хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине пулăшма хатĕррине хыпарланă. Регионăн проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫре те сĕнӳсемпе витĕм кӳрессине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре пултаруллă ачасем патне пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Вĕсене тупса палăртассипе те тимлĕ пулнине асăннă. 2012 ҫулта Шупашкарта РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕ иртнĕччĕ. Шăпах та, ун чухне ҫӳлерех асăннă тема кун йĕркинчи пĕлтерĕшли пулнă.  Ҫĕршывĕпе чи лайăх регион Центрĕ ĕҫлесе кайнине палăртнă.

2018 ҫулта «Успех каждого ребенка», «Цифровая образовательная среда», «Образование»    федераци проекчĕсене хутшăнса регионти ҫамрăксем мала тухнă, ҫĕнтерӳҫĕ пулса тăнă, 2019 ҫулта федераци хыснинчен субсиди илме тивĕҫнĕ.  

2019 ҫулта Ҫĕнĕ Шупашкарта «Кванториум», Канашра «IT-куб», республикăра ачасене хушма пĕлӳ паракан ятарлă центрсем хута яма плана кĕртсе хăварнă.

«Пултаруллă ачасен ыйтăвĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Чăваш Ен тахҫантанпах ĕнтĕ ҫынна аталанма кирлĕ пек условисем йĕркелес ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрать.  Пирĕн республикăра патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – пултаруллă яш-кĕрĕме тупса палăртасси, вĕсене аталанса пыма условисем йĕркелесе тăратасси», – пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.   

Пĕлме:

«Сириус» вĕренӳ центрне 2015 ҫулта хута янă, ăна «Талант и успех» Фонд пысăк тĕрев панă. Ҫулсерен «Сириус» центра Раҫҫейри мĕнпур регионсенчен 800 яхăн яш-кĕрĕм хăйсен ăсталăхне туптама килет.  Вĕсемпе100 ытла вĕрентекен ĕҫлет.  Ачасен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма ҫĕршыври чи паллă ăсчахсемпе, вĕрентекенсем тăрăшаҫҫĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, «Сириус» паха ĕҫ опытне тĕпе хурса, ҫĕршыври хăш-пĕр регионсенче те ҫакнашкал программăсемпе ĕҫе кӳлĕннĕ.  2022 ҫулсем тĕлне РФ мĕнпур регионĕсенче ҫакăн пек ĕҫсене йĕркелесе яма тĕллев лартнă.

Чăваш Республикинче ҫӳлерех асăннă ыйтупа активлă ĕҫлени паллă. 2016-мĕш ҫултан пуҫласа 116 ача математика, хими, физика, биологи, литература енĕпе тĕрлĕ проектсене хутшăнать. Профильлĕ программăсемпе те хастар ĕҫлеҫҫĕ. Вĕрентекенсен пĕлӳ шайне хăпартсах пыраҫҫĕ.  Мĕнпур ыйтусемпе тивĕҫлĕ шайра мероприятисене йĕркелеҫҫĕ.

Фоторепортаж 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика