Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
10.11.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата вете­ранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр хуть хӑш саманара та кӑткӑс тата хӑрушӑ шутланнӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах, ӑна пурнӑҫлама пысӑк чӑтӑм­лӑхпа хас­тарлӑх та­та хӑюлӑх кирлӗ.

Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделе­ни­йӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хурал­лаҫҫӗ, чи кӑткӑс тӗллевсене пур­нӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗр­келлӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑ­тартса па­раҫҫӗ.

Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ве­дом­ствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫи­рӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса юлать, халӑх власть органӗсене шанас­си ӳсет. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах право йӗркине пӑсма хапсӑнакан киревсӗр ӗҫсенчен шан­чӑклӑ хӳтлӗх туптӑр, малашлӑха ырӑ шанӑҫпа пӑхтӑр тесе мӗн кир­лине пӗтӗмпех тӑ­васси.

Професси ӑсталӑхӗ тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнни, сир­тен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани ве­домст­во ум­не лартнӑ тӗллевсене малашне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пу­лӑшса пы­расса шанса тӑ­ратӑп.

Шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсене ҫирӗп сывлӑх, ҫи­тӗ­нӳ­сем, ырлӑх-пурлӑх тата професси шайне ӳстерсе пыма су­натӑп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                             Михаил Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика