Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă
02.11.2018Правительство ҫуртĕнче Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă

В Доме Правительства вручили государственные награды работникам АПК Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне халалласа савăнăҫлă лару иртнĕ, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. 

Пухăннă ентешсем умĕнче чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаҫнă, пурне те хĕрӳллĕн саламланă, ҫĕр ĕҫченĕсен чысĕ ҫак яваплă тапхăрта уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Кăҫал регионта ҫанталăк лăпкă тăманни аграри ĕҫченĕсен умне сахал мар йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Пур-пĕрех ял ĕҫченĕсем йывăрлăхсене парăнтарса уй-хиртен тухăҫа туллин пухса кĕртме тăрăшрĕҫ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Палăртса хăвармалла, кăҫал республикăра 628 пин тонна тырӑ пухса кĕртнĕ. Кăтарту япăх мар, ытти ҫулхисенчен пĕрре те кая мар тесен те юрать.  

Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем сӗт, аш-какай, пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми, ҫу паракан культурӑсем туса илессине ӳстерсе пыраҫҫӗ. Паянхи пурнăҫ таппинче ял хуҫалăх таварĕсен хакĕ те аван, халăх кăмăллă, ытлашшине кӳршĕллĕ регионсене те ăсатма тавар ҫителĕклĕ.  

Патшалăх енчен ял хуҫалăх тытăмне аталантарса пыма сахал мар тĕрев куҫать, 2018 ҫулта Чăваш Республикине 3 060,3 млн панă.  

Ял территорийĕсене аталантарассипе йышăннă федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн регионта курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ. Республика Правительстви ялсенче пурăнакансен пурнăҫ условийĕ лайăх пултăр тесе сахал мар тăрăшнине, ҫĕнĕ шкулсем, сиплев учрежденийĕсем, культура ҫурчĕсем кулленех ҫĕкленсе пынине уйрăммăн палăртса каланă. Автомобиль ҫулĕсем лайӑхланса пыраҫҫĕ, ФАПсем хута каяҫҫĕ, тавралăхра тирпей-илем хуҫаланать тенĕ регион Ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май. 2021-мĕш ҫул тĕлне республикăри мĕнпур муниципалитетсенче куҫса ҫӳрекен сиплев учрежденийĕсем пуласси куҫкĕретех тенĕ вăл.

«Эсир хăвăр ҫине пысăк ĕҫ илнĕ, вӑл патшалăхшăн та пĕлтерĕшлĕ. Умри тĕллевсене яваплăха туйса туллин пурнăҫласа пыратăр.  Мӗнпур ҫӗр ӗҫченне, механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекесене, тирпейлекен предприятисен ӗҫченӗсене ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗллеве тухӑҫлӑн татса пама пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Эсир халӑха усӑллӑ та тутлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтеретӗр. Чӑваш Енре пурӑнакансем сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗре пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Вырӑнта туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ регион тулашӗнче лайӑх сутӑнни те савӑнтарать. Республикӑри пӗтӗм ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекене ӑнӑҫлӑ аталану, ырлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата пысӑк тухӑҫ сунатӑп», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Хисепе тивĕҫнисем хушшинче сахал мар ҫĕр ĕҫченĕпе механизатор, ҫавӑн пекех аш-какай тирпейлекенсемпе  промышленноҫ тытăмĕнче тăрăшакансем.

Палăртса хăваратпăр, ял хуҫалăх пайĕнче наука ĕҫĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн «Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх ака­де­мийӗ» аслӑ пӗлӳ паракан федераци патшалӑх бюджет вӗренӳ учрежденийӗнче ĕҫлекен Николай Кириллович Кириллов «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕҫлĕ ӗҫсемшĕн» ордена тивĕҫнӗ. Вăл 30 ҫул ытла Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕнче тăрăшнă. Ертӳҫĕ ертсе пынипе пурĕ 356 наука ĕҫĕ пичетленсе тухнă ытти тĕпчев ĕҫĕсем те сахал мар.  

«Эпĕ савăнатăп. Ман пек ырă шухăшлисем залра ларакансем пурте пулĕ тетĕп.  Эсир пирĕн ĕҫе пысăка хурса хаклани малашлăхра тата та хăватлăрах ĕҫлеме хавхалантарса пырать, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшма вăй парать», – тенĕ  хăйĕн сăмахĕнче Николай Кириллов.   

«Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕҫлĕ ӗҫсемшĕн» орден медальне Муркаш районĕнче пурăнакан ĕҫ ветеранĕ Валериан Семенович Краснов  тивĕҫлĕ пулнă.  Вăл тăван тавралăх ешертӗр тесе сахал мар вӑй хунӑ, ялта пурăнакансен шухăшĕсене тĕпе хурса пурнăҫ условийӗсене лайӑхлатассишĕн ҫине тăрсах ĕҫленĕ.  Паянхи кун ĕҫлекен чылай ертӳҫĕ унăн тарăн пĕлĕвне шута илсе паха специалист пулма тăрӑшать. Хисеплĕ ята тивӗҫнисем пурĕ 11 ҫын.  Чăваш Республикин Тав ҫырăвне пĕтĕмпе 7 ҫын илнĕ. Ведомство наградисене илекенсем те сахал мар пулнă, вĕсенчен кашни таса чунпа яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕ.  Районсем, ял хуҫалӑх организацийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хушшинчи экономика ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче паян саламлаҫҫĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика