Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
25.04.2019Культурăпа туризма аталантарассипе йышăннă Чăваш Енри патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ

Ака уйăхĕн  25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев ертсе пынă.

Культурăпа туризма аталантарассипе йышăннă Чăваш Енри патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă.

2019 ҫулта республика бюджетне иккĕмĕш хут тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, ĕҫ хутне ҫĕнетнĕ.

Патшалăх программинчи ҫирĕп йĕрке республика хыснинчен муниципалитет бюджечĕсене субсиди уйăрса пама витĕм кӳрет. Культура пайĕнче тимлекенсен шалу укҫине хăпартмаллине палăртать, ачасен пултарулăхне ӳстерме пулăшакан шкулсенчи пурлăхпа техника базине ҫĕнетме,  ҫуртсене реконструкцилеме, инфратытăма ҫĕнетме май парать.  «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» туризм енĕпе ĕҫлекен инвестициллĕ проекта та тĕрев пуласси паллă.

Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Ен федераци центрĕнчен субсиди мелĕпе укҫа тивĕҫнĕ.  Туризма аталантарма май паракан проекта вăй илтерме 1,8 млрд пăхса хăварнă. 2019–2020-мĕш ҫулсенче – 500 млн, 2021-мĕш ҫлта вара – 800 млн уйăрасси паллă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче объектсене пуҫлама пĕлтерӳ панине, аукцион ҫу уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртессине хыпарланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Эническая Чувашия»  проект пирки ыйтса пĕлнĕ Чăваш Республикин культура министрĕнчен Константин Яковлевран. Нимĕнле чăрмавсем те пулманнине, министерство хăй ҫине илнĕ мĕнпур яваплăха туллин пурнăҫланине хыпарланă вăл. Инфратытăма ҫĕнетме укҫа-тенкĕ те ҫителĕклĕ уйăрнă тесе сăмаха ҫавăрса каланă министр. Ҫав вăхăтрах, подрядчиксем хăйсен 7 млрд укҫипе хăш-пĕр уйрăм объектсене ҫĕклесе лартма шантарнă, анчах та ыйтăва пурнăҫа кĕртмен тесе пĕлтернĕ министр.

«Яваплăха туйса ĕҫлеменнисен шутне кĕртмелле вĕсене. Пурте пĕлччĕр, подрядлă организацисем мĕнле суеҫĕ пулнине, ыттисем вĕсемпе ĕҫлеме ан пикенччĕр», – тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика