Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти пасарсене ĕҫлĕ визитпа ҫитсе килнĕ
06.10.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти пасарсене ĕҫлĕ визитпа ҫитсе килнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил ярмарки сельхозпродукции «Дары осени – 2017» в Чебоксарах

 Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти пасарсене ĕҫлĕ визитпа ҫитсе килнĕ.  Ял хуҫалăх таварĕсене халăх патне епле хаксемпе илсе ҫитернипе кăсăкланнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Марина Загребаева, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков пулнă.  

 

Чи малтан ҫул ҫӳрев ĕҫне Николаев урамĕнчи суту-илӳ комплексĕнчен пуҫланă. Пасарта таварсене тĕрлĕрен сутаҫҫĕ.  Туянакансем чылай, таварсене тĕрлĕ ҫĕршывсенчен илсе килни те куҫкĕретех.   Палăртса хăвармалла, хамăр регионтан та чылай, ҫав шутрах РФ ытти субъекчĕсенчен те тĕрлĕ тавара илсе килнине курса ĕненме пулать, ют ҫĕршыв ҫимĕҫĕсем те нумай.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă.  Хаксене курнă, усламҫăсемпе, туянакан халăхпа тĕл пулса калаҫнă.  Пасарта «Кĕр парни - 2017» ярмаркка епле ĕҫлени пирки ыйтса пĕлнĕ ҫынсенчен. Палăртса хăваратпăр, ял хуҫалăх таварне ҫак акципе сутакансен халăха кăштах йӳнĕрех хаксемпе илсе ҫитермелле. Сутăҫăсем валли таварсене сутма ятарлă вырăнсем тӳлевсĕрех хатĕрлесе тăратаҫҫĕ муниципалитетсем.  

Кăҫал ҫулла сивĕ тăнине кура, пахча-ҫимĕҫ хакĕ кăштах хăпарнине асăннă Михаил Игнатьев. Калăпăр, ҫĕр улми 12-15 тенкĕпе халăха сутăнать.  Кăтартăва 2016 ҫулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр вăл тавар 10-13 тенкĕ кăна пулнă.  Улма-ҫырла, пахча ҫимĕҫ таварĕсен хакĕсем ӳсни те курăнать.  Купăста хакĕ 1кг 8-10 тенкĕпе халăха сутăнать.  Кишĕре 12-19 тенкĕпе халăх илет, сухан вара 1 кг 10-18 тенкĕне ҫитнĕ. Хĕрлĕ кăшман та самай ӳснĕ, вăл 12-15 тенкĕ. Паян усламҫăсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаҫнă вăхăтра, таварсене сутма ирĕк паракан вырăнсен хакĕ (аренда) питĕ пысăк пулнине пăшăрханса пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев ҫак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва халăхпа пĕрле тĕплĕн пăхса тухма чĕнсе каланă. Кирек епле ыйтăва та татса парас пулсан, чи малтан халăхпа пĕрле сӳтсе явни, йăнăшсем тăвассинчен пăрать тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Ку хутĕнче предпринимательсем агрохолодильниксем пирки сăмах пуҫарнă, Китай специалисчĕсем витĕм кӳме пулăшассипе пулăшманни пирки кăсăкланнă.  Михаил Игнатьев Китай халăхĕ пирĕнпе ҫыхăну тытнине, вĕсен бизнесменĕсем проекта Чăваш Енре пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине каланă сăмаха тăсса.  Регионта «Ренова» ГК  пĕрле теплицăсем хута яма килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнине палăртнă. Енчен те проект пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсен, регионта таварсен калăпăшне 2020-мĕш  ҫул тĕлне 19 пин тонна ҫитесси те куҫкĕретех пулĕ.  Пасарта туянакансем транспорт ыйтăвĕ пирки сăмах пуҫарнă. Ҫак ҫӳлерех асăннă районта аптека пулманнине пăшăрханса каланă.  

Михаил Игнатьев хула влаҫне ыйтăва татса пама кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма хушнă.

Хыҫҫăн паянхи официаллă ҫынсем  Шупашкарти Мускав проспектĕнчи «Северная» суту-илӳ пасарне ҫул тытнă. Кунта та ертӳҫĕсем таварсемпе кăсăкланнă, хаксем пирки ыйтса пĕлнĕ, халăхпа тĕл пулса калаҫнă. «Кĕр парни» акципе халăх питĕ кăмăллă, куншăн уйрăмах ватăсем республика ертӳлĕхне ырă сăмахсем каланă. Аса илтеретпĕр, ватăсем патне тата сусăр ҫынсене ял хуҫалăх таварне киле ҫити тӳлевсĕр илсе ҫитерсе параҫҫĕ.

Пая Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫывхарса килекен Ял хуҫалăх  ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламланă. Ҫак уяв юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулассине асăнса хăварнă.  Ҫĕр ĕҫченĕсене тăрăшса вăй хунăшăн, регион пуласлăхĕшĕн ырми-канми ĕҫленĕшĕн мухтаса хăварнă, малашне те ӳсĕмсемпе палăрма чĕнсе каланă.

 Паян Михаил Игнатьев Эльгер урамĕнчи пĕчĕк пасарăн шăпипе те кăсăкланнă.  Ку вырăнта республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен усламҫăсем таварсене халăха сутаҫҫĕ.  Ҫынсем пыл, сĕт, ҫăмарта тата ытти таварсене хапăл тусах туянаҫҫĕ.  Мĕн каламалли пур ĕнтĕ, пахча ҫимĕҫ экологи енчен таса - ҫынсем ҫакна питĕ лайăх ăнланаҫҫĕ. «Ҫакăн йышши пасарсем кирлĕ, ăна халăх ыйтать. Уйрăмах хулара пурăнакансем куншăн питĕ савăнаҫҫĕ», - тенĕ вĕсем.

Кăҫал ҫанталăк сивĕ тăнине кура, вырма ĕҫĕ кăштах каярах пуҫланнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Паян ҫынсем хĕлле валли хĕрсе кайсах пахча ҫимĕҫе хатĕрлесе хурассипе тăрăшаҫҫĕ.  Ҫакна май та, Михаил Игнатьев «Кĕр парни» акцине малалла та тăсма чĕнсе каланă, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен  таварсене халăха сутма хушнă.

Фоторепортаж

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика