Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш Указа алă пуснă
27.09.2019Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш Указа алă пуснă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев определил приоритетные направления развития республики на 2020 годЧăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăн пурнăҫне лайăхлатассипе йышăннă Указа алă пуса ҫирĕплетнĕ.  Вăл - çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен. Кашни çемьене, республикăра пурăнакан кашни çынна пырса тивет. Документ пысăк пĕлтерĕшĕ пулни каламасăрах паллă.

 2020-мĕш ҫулта Указа пурнăҫа кĕртсе пыма 3,4 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.

Ăна Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачăсем çинчен» 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме кăларнă. Документра республикăра 2020 çулта чи малтан пурнăçламалли ĕçсене планланă.

Паянхи кун тĕлне сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене ҫурринчен ытларах пайне юсаса çĕнетнĕ, анчах юхăннисем пур-ха. Вĕсене тĕпрен юсама, çĕнетме 1 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Кивелнĕ сиплев учрежденийĕсене пилĕк çулта çĕнетмелле, юсамалла. Тата тепĕр миллиард - шкулсем валли. Республикăра вĕсен çурри - кивĕ. Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе тивĕçтерме  тата 200 миллион тенкĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренӳ тытăмĕнче ҫĕнĕлĕхсем самай пулĕҫ, пурлăхпа техника бази пуянланĕ, вĕрентекенсен квалификаци шайне те ӳстерсех пырĕҫ.

Сывлăха упрасси, халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăраҫҫĕ, апла пулсан палăртнă сферăна валли те пысăк тĕрев куҫасси куҫкĕретех.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин медицинăра пирвайхи тапхăрпа  пулса пыракан пулăшусем пирки ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.  Халăха вăхăтра асăрхаса тăни, сиплени – нацин пуласлăхне витĕм кӳрет, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма хистет.

Регионта медицина пулăшăвĕсемпе граждансене тивĕҫтересси ҫӳллĕ шайра пулса пырать, ҫакнах халăх та пĕрре ҫеҫ мар ҫирĕплетсе калать. Сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарма, 2020-мĕш ҫулта Указпа килĕшӳллĕн тата та 1,0 млрд тăкакланасси паллă.

 Культура сфери çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Юлашки çулсенче ку енĕпе чылай ĕç тунă пулин те татса парайман ыйтусем юлнă-ха, вĕсен тивĕçлĕ оборудовани те çук.  Культура ҫурчĕсене çĕнĕ шая çĕклеме - 500 миллион тенкĕ.

Çавăн пекех спорт площадкисене тирпейлемелле, реконструкцилесе хăтлăлатмалла - çитес çулсенче 30-тан кая мар площадка-стадион çĕнелсе улшăнĕ. Вĕсене валли те укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне кулленех спорта ҫӳрекенсен йышĕ мĕнпур халăхран 55 проценчĕ пуласси те куҫкĕретех.

Юлашки 7 ҫул хушшинче республикăра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ача сачĕ – 44 хута янă. Малтанхисем вара кăштах кивелсе пыраҫҫĕ, апла пулсан вĕсене те юсамалла, 40 ҫурта тĕпрен ҫĕнетсе пыма тĕрев пăхса хăварнă, вăл ĕҫсене пурнăҫлама 400,0 млн уйăрнă.   

Ҫуллахи вăхăтра ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе чылай мероприяти регионта ирттереҫҫĕ. Уйрăмах легерьсенче шăпăрлансем хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерме кăмăл тăваҫҫĕ.  Ачасен кану ҫурчĕсене юсаса ҫĕнетме, пурлăхпа техника базине пуянлатма 90 млн пăхса хăварнă.

Пиллĕкмĕш пункт - ялти халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Республикăра ĕçмелли шыв çăл куçĕсен шучĕ 1397-пе танлашать. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, вĕсенчен 21 процентне юсав кирлĕ. Çуллахи шăрăхра ялсем шывсăр ларнă тĕслĕхсем те пулман мар - шыв башнисен пĕр пайне улăштармалла, 200 миллион тенкĕ уйăрса хăварнă 2020-мĕш ҫул валли. Муниципалитетсен хăйсен укçи çук. Республика бюджетĕнчен уйăрма тивет.Çаксем пĕтĕмпех Указра сăнланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ документа хатĕрленĕ чухне министерствăсенче ĕҫлекенсен, ахаль халăхăн сĕнĕвĕсене те шута илнĕ, ĕҫ хучĕ авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика