Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухмалли Ҫырăвне хатĕрлес ĕҫ пырать
10.01.2020Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухмалли Ҫырăвне хатĕрлес ĕҫ пырать

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев 2020 ҫулта  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухма хатĕрленет. Ăна валли материалсене пухас ĕҫ пуҫланнă та ĕнтĕ.  Яланхиллех тĕп документра Чăваш Республикин Правительствин ĕҫ-хĕлне ҫутатса парĕҫ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ҫитес тапхăрсенчи, пуласлăхри тĕп тĕллевсем пирки палăртса хăварĕҫ.

Ҫырура яланхиллех халăхăн сĕнĕвĕсене ытларах шута илме тăрăшаҫҫĕ, обществăлла организацисен витĕмлĕхне те тĕпе хума ыйтаҫҫĕ.

Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас тесессĕн мĕн ҫине тимлĕх ытларах уйăрмалла? Ку е ытти ыйтусем хăйсен хуравĕсене тупĕҫ.

 Мĕн кĕртсе хăварнă пулăттăр эсир те асăннă Ҫырура?   Хăвăрăн шухăш-кăмăлăр пирки ҫак адреспа ҫырса пĕлтерме пултаратăр. Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш ҫурт. Электрон адресĕ: e-mail: analit2@cap.ru «Для подготовки Послания» тесе паллă тумалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика