Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Планеркăра ку хутĕнче ҫивĕч ыйтусене пăхса тухнă, вĕсенчен пĕри – халăха ҫуллахи кану вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси
20.05.2019Планеркăра ку хутĕнче ҫивĕч ыйтусене пăхса тухнă, вĕсенчен пĕри – халăха ҫуллахи кану вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси

Ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра ку хутĕнче ҫивĕч ыйтусене пăхса тухнă, вĕсенчен пĕри – халăха ҫуллахи кану вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Уйрăмах, шывпа ҫыннă пулăмсенче асăрхануллă пулмаллине чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.  

Чăваш Енри ГОЧС министрĕ Вениамин Петров кăҫал шыва кĕме ятарлă вырăнсем регионта: 13 пляж тата 42 тирпейленĕ вырăнсем пулассине хыпарланă. Паллă, ку нумай мар, апла пулсан халăх ытти вырăнсенче кĕме пултарасси те куҫкĕретех пулĕ, пурин те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть.   Кашни ялта ҫынсене шыва кĕме ятарлă вырăнсем хатĕрлесе тăратсан аван пулнă пулĕччĕ, унсăрăн вĕсем пур-пĕрех хăйсен ирĕкĕпе шыва кĕрĕҫ. Чăваш Республикин тĕп хулинче тăватă пляж уҫăласси планра пур.

Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕр шывра пулнă инкексен шучĕ тата та маларахри ҫулсенчен чылай чакнине асăннă. Кăтарту 2,2 хут пĕчĕкленнĕ тесе хыпарланă министр. Палăртмалла, инкексем пысăк юхан шывсенче пулкалаҫҫĕ. Граждансем йĕркене пăхăнманни сисĕнет, ӳсĕрле шыва кĕрсен, инкек пулассине кĕтсех тăр.  Ачасем те пăтăрмахсем кăларса тăраткалани пулкалать. Аслисем ҫывăхра тăманнине кура, вĕсем шыва кĕме пикенеҫҫĕ, ишме пĕлменнипе хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татаҫҫĕ.  

Шыва кĕрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе регионта сахал мар ĕҫсем пурнăҫлаҫҫĕ, пур-пĕрех инкексем хальлĕхе пур-ха. Ҫăлавҫăсем пĕлӳ шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ, кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсем вĕсен ҫителĕклĕ. Регион Пуҫлăхĕ кашни инкеке тарăн тĕпчеме хушнă министерствăна, йĕрке пăсакансене явап тыттарма чĕнсе каланă, пурин те  асăрхануллă пулмаллине палăртнă.  «Шыва кĕмелли вырăнсене тирпейлесе пымалла. Ҫанталăк йĕркеленсе ҫитсенех, халăх шыва кĕме пуҫлать.  Йĕрке пăсассинчен асăрхаса тăма палăртнă, ĕҫе волонтерсене явăҫтарсан та питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫине Ольга Чепрасовăна ҫӳлерех асăннă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма каланă республика Пуҫлăхĕ. Ытти ҫулсенче объектсене ҫителĕклĕ хатĕрлеменнине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă Пуҫлăх. Кăлтăксене пĕтĕмпех пĕтермеллине, кăҫал халăх валли лайăхрах условисем хатĕрлесе тăратмаллине каланă регион Ертӳҫи. «Плавание для всех» ведомствăсен хушшинчи программа пурнăҫа анлăн кĕрет. Палăртнă ĕҫĕн хушма программа пур, ăна тĕпе хурса ачасене 7-8 ҫултанах шывра ишме вĕрентес ыйту кун йĕркинчех тăрать.    Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕнче спорта аталантарас ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи пулса ĕҫлет Михаил Игнатьев, программăна хатĕрлессипе ятарлă ĕҫ пурнăҫланать. Апла пулсан, пуласлăхра ачасене мĕн пĕчĕкренех шывра ишме вĕрентес ыйту мала тухĕ.  Енчен те ачаран шыра ишме вĕренсе пырсан, ӳссе ҫитсен тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче те пысăк ҫитĕнӳсем тума пулатех тесе каланă регион Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.   

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика